Алина ИЗМАН

16 Пуш, 2017

Музыка «генералĕ»

Кану центрĕсем, клубсемпе радиостанцисем йышлансах пыраççĕ. Кашниех хăйне евĕрлĕхĕпе халăха илĕртмелле тăрăшать. Ку ĕçре шăпах ди-джейăн /акăлчан чĕлхинчен: DJ, disc – jockey – «диск – жокей»/ тÿпи пысăк. Вăл музыка композицийĕсем тупса хатĕрлессишĕн, ăна клубра, радиохумсем çинче янăраттарассишĕн яваплă. Музыка «генералĕнчен» мĕнле кăмăл, сывлăш, стиль хуçаланни килет. Денис Григорьев, DJ DENIS DEN ятпа çÿрекенскер, хăйĕн карьерине 13 çулта чухнех пуçланă. Халĕ вăл — Чăваш Енри тата Атăлçи тăрăхĕнчи чи лайăх ди-джейсенчен пĕри.

2 Пуш, 2017

Улăм уринчи йĕпе те тупаççĕ

Криминалистика — хăйне евĕр наука. Ахальтен мар эксперт-криминалист пирки «пакунлă ученăй» теççĕ. Кунта тарăн пĕлÿ кăна мар, чун сисĕмлĕхĕ те кирлĕ. Вĕсен тĕп ĕç хатĕрĕ — вичкĕн куç.

9 Нарăс, 2017

«Мĕн пулнине каласан психбольницăран тухаймăн»

«Манран телейсĕр çын çĕр çинче пур-ши? Ыратман вырăн çук. Хаçат çырăнма та хăратăп: вилсе выртăп та çырăнни харама кайĕ», — терĕ Вăрмар районĕнчи Çÿлти Кинчер ялĕнче пурăнакан 77-ри Галина Смирнова. Мăнуксенчен чухăнни те пăшăрхантарать ăна: ара, ачи — 5, вĕсен тĕпренчĕкĕсем 3 çеç. Чи юратнă мăнукне, аслă хĕрĕн ывăлне, пытарма тивни вара унăн чунне ĕмĕрлĕхех амантнă.

Pages