Комментари хушас

2 Пуш, 2017

Улăм уринчи йĕпе те тупаççĕ

Криминалистика — хăйне евĕр наука. Ахальтен мар эксперт-криминалист пирки «пакунлă ученăй» теççĕ. Кунта тарăн пĕлÿ кăна мар, чун сисĕмлĕхĕ те кирлĕ. Вĕсен тĕп ĕç хатĕрĕ — вичкĕн куç.

Кирлĕ чăматан. Фильмсемпе сериалсене курсан детектив ĕçĕ романтикăпа, вăрттăнлăхпа илĕртет. Литературăри паллă сăнарсемпе Шерлок Холмспа Эркюл Пуаропа танлаштарсан, хальхи криминалистсен арсеналĕнче çĕнĕ йышши хатĕр пайтах. ЧР ШĔМĕн экспертпа криминалистика центрĕн тĕп эксперчĕпе Михаил Смирновпа калаçу шăпах чăматанпа паллашнинчен пуçланчĕ. Хура ĕç пулнă вырăна следствипе тата оперативлă ушкăнпа пĕрле тухнă чухне питĕ кирлĕ вăл. Преступлени тăваканăн айăпне ĕнентерекен япаласене илмелли тĕрлĕ хатĕр-хатĕр — дактилоскопи /пÿрне йĕрне тĕпчесси/ валли тĕрлĕ порошок, киçтĕксем, аэрозоль баллонĕ, гипс, магнитлă указка… — упранать унта. Кашни япала пирки Михаил Смирнов сехечĕ-сехечĕпе тĕплĕн каласа пама пултарать. Центрти специалистсем кашни хăйĕн енĕпе — трасологи /йĕрсене тĕпчесси/, документсене, почерка тĕрĕслесси, баллистика /хĕç-пăшалпа боеприпассене тĕпчесси/, габитоскопи /çыннăн тулаш енне тĕпчесси/ — ĕçлеççĕ. Михаил Смирнов пÿрне йĕрĕсемпе ĕçлет, анчах ăна криминалистикăн пур енне те тĕпчеме шанаççĕ. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.