Музыка «генералĕ»

16 Пуш, 2017

Кану центрĕсем, клубсемпе радиостанцисем йышлансах пыраççĕ. Кашниех хăйне евĕрлĕхĕпе халăха илĕртмелле тăрăшать. Ку ĕçре шăпах ди-джейăн /акăлчан чĕлхинчен: DJ, disc – jockey – «диск – жокей»/ тÿпи пысăк. Вăл музыка композицийĕсем тупса хатĕрлессишĕн, ăна клубра, радиохумсем çинче янăраттарассишĕн яваплă. Музыка «генералĕнчен» мĕнле кăмăл, сывлăш, стиль хуçаланни килет. Денис Григорьев, DJ DENIS DEN ятпа çÿрекенскер, хăйĕн карьерине 13 çулта чухнех пуçланă. Халĕ вăл — Чăваш Енри тата Атăлçи тăрăхĕнчи чи лайăх ди-джейсенчен пĕри.

Ди-джей мар тăк — тренер. Йăлтах 1997 çулта пуçлан­нă. Вăрнарти 1-мĕш шкулта вĕренекен Дениса «Кĕрхи бал» ирттерме шаннă. Арçын ача вăтаннипе колонкăсем, аппаратура хыçне пытаннă та хăра-хăра микшера куçарнă. Ун чухне юрăсем лентăллă кассетăра упраннă. Сасă хальхи пек лайăх илтĕнмен. Çапах уяв чаплă иртнĕ. Дениса, паллах, ăнсăртран пульт умне лартман. Арçын ача иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕнсенчи музыкăна кăмăлланă, нумай итленĕ. «Скутер», «Клабхедс», «Бруклен Баунс», «Реднекс», «И-тайп» тата нумай ушкăн унăн фонотекине пуянлатнă. Шкулта вĕреннĕ чухне Денис каникулта çулсеренех лагерьте каннă. Унта вăл кашни кунах аппаратура умне тăнă, дискотекăра ачасемпе çамрăксене савăнăç кÿнĕ. 8-мĕш класс пĕтернĕ хыççăн Вăрнар каччи Шупашкарти Г.С.Лебедев ячĕллĕ Чăваш наци лицейĕнче музыка енĕпе пĕлĕвне тарăнлатма тытăннă. «20 çул каяллахине тавăрас тăк эпĕ ди-джей мар, физкультура учителĕ е тренер пулăттăм, мĕншĕн тесен спорта питĕ юрататăп, биатлонист эпĕ. Хусканусене тунă чухне те юрăсемпе аташаттăм, ди-джей пулас килетчĕ», — палăртрĕ И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУра специальноç илнĕскер. Çапла, Денис лайăх та «чăнкă» клуба лексе хăйĕн чи чаплă сэтне /темиçе трека пĕрлештерни/ выляма ĕмĕтленнĕ. Клуб резиденчĕн ятне тивĕçиччен, лайăх аппаратурăпа выличчен, тулли зал умне тăриччен çичĕ çула яхăн иртнĕ. Çак хушăра Ден çине тăрсах хăйне шыранă: унччен епле ĕçлени ăна тивĕçтермен. Шăпа ăна çак çула суйласа илме пулăшакан çынсемпе тĕл пултарнă. 2000 çулта «Ностальджи» клубăн /унта ача-пăча дискотеки иртнĕ/ ди-джейĕсемпе паллашни юрă-ташă тĕнчине кĕме хавхалантарнă ăна. 2004 çулта Анталири /Турци/, Шарм-эль-Шейхри /Египет/ клубсенче, Крымри «Казантипра» ăсталăха туптама тÿр килни вара Денис Григорьевăн карьерине пысăк витĕм кÿнĕ. Унăн «Резиденци» автор программи пĕр радиора хута кайнă, кăларăма вăл хăй ертсе пынă. Ташă миксĕсене кашни эрнекун 23 сехетрен пуçласа çур çĕр иртни 1-ччен çавăрттарнă. Кайран ку проекта тепĕр икĕ радио йышăннă. 10 çул каялла уявсем йĕркелекен Михаил Михеевпа тĕл пулнă, вăл Дениса пĕрле ĕçлеме сĕннĕ. Халĕ вĕсем партнерсем кăна мар, уйрăлми туссем те.

 

Киленÿпе пайланмаллах. Диск-жокей профессийĕ çиел­­тен пăхсан ансат пек туйăнать, анчах ку пĕртте апла мар. Халăха килĕшмелле композици суйлас, ташă каçĕсене ăнăçлă ирттерес тесен çанă тавăрса тăрăшмалла. Ди-джейăн ĕç вăхăчĕн ытларах пайĕ «кулиса» хыçĕнче, шавлă залăн тулашĕнче иртет. Денис Григорьев, сăмахран, хваттерĕнче ятарлă пÿлĕмре ĕçлет. Нумай-нумай пластинкăпа диск итлемелле, шырамалла, тĕрлĕ кĕвĕпе, вĕсен авторĕсемпе, юрлаканĕсемпе паллашмалла. Тĕнче шайĕнче иртекен ыйтăмсене, хит-парадсен пĕтĕмлетĕвĕсене, музыка информацийĕсене шĕкĕлчемелле. Ку материал ăна ĕçре усă курма кирлĕ. Чылай чухне ди-джей çĕнĕрен те çĕнĕ музыка блокĕ хатĕрлет, трексене мĕнле черетлентермеллине палăртать. Çапла майпа çеç кирлĕ пĕлÿ, фонотека пухăнать. Трексене васкамасăр суйласа çĕнĕ сэт е микс хатĕрлесси — кăткăс та вăраха пыракан ĕç. Вăл пахалăхлă, ташламашкăн «чăнкă» пулни пĕлтерĕшлĕ. Çынсем ăна мĕнле йышăнасси пирки пуç ывăничченех шухăшлать ди-джей. Кирек епле пултарулăх профессийĕнчи пекех ĕçе чунран парăнни кирлĕ. Чăн-чăн ăста ди-джей юрă-кĕвĕрен илекен киленĕве, хавхаланăва хаваспах ыттисене парнелет. Денра вăй-хал тапса тăни, хаваслăх, йăрăлăх сисĕнет. Унсăрăн, ди-джей евĕр каласан, «проигрыватель-автомата» çаврăнма пулать.

 

Çĕр каçипе — виçĕ клуба. Ку профессин тепĕр пĕл­те­рĕшлĕ енĕ техникăпа çыхăннă. Диск-жокейăн профессионал аппаратурăна /микшер пульчĕ, семплер, терн-тэйбл/ алла илмелле. Темиçе çул каялла CD-проигрыватель кун çути курни ди-джейсен ĕçне çĕнĕлĕх кĕртнĕ: пĕр енчен, ансатлатнă, тепĕр енчен, трека темĕн тĕрлĕ эффектпа илемлетме, пуянлатма, кирек епле хăвăртлăхпа çыртарма майсем панă. Анчах, ди-джейсем каланă тăрăх, наукăн темĕнле çитĕнĕвĕ, тĕлĕнтермĕшĕ те ĕлĕкхи винил пластинкăна çитеймест. Çавăн пекех музыка кичем е ăнăçсăр тăк ăна виртуозлă майпа тем тĕрлĕ кăткăслатни те пулăшаймĕ. Микс хатĕрленĕ е трексене çĕнетнĕ чухне DJ DENIS DEN копьютерти ятарлă программăсемпе усă курать, вăл Pioneer хатĕрĕпе вылять. Денисăн шухăшĕпе, çынсем пур çĕрте те пĕрешкел, клубсенче район е хула шайĕ кăна сисĕнет. Ăна яланах лайăх кĕтсе илеççĕ, «Татах килĕр, кĕтетпĕр!» сăмахсемпе ăсатаççĕ. Паянхи çамрăксем мĕнле юрă-кĕвĕпе савăнаççĕ-ха? Унашкал ятарлă пĕр стиль çук-мĕн. Çынсем радиопа янăракан вырăс е Европăри паллă трексене клубра та итлесшĕн. Çапах ди-джей хăйĕн сэтне мĕн те пулин çĕнни, хăватли, тĕлĕнтерекенни кĕртме тăрăшать. Канмалли кунсем — уншăн хĕрÿ ĕç вăхăчĕ: уйрăмах — эрнекунпа шăматкун. Кĕçнерникун та, вырсарникун та ăна туя, банкета чĕнеççĕ. Вĕсене ирттернĕ хыççăн каçхи клуба каять вăл. Çĕркаçипе, эрнекун е шăматкун, харăсах 3 çĕре çитме те ĕлкĕрет.

 

Ди-джейăн авланмалла-и? Унăн çемьепе пулма вăхăт çук вĕт! Килте çывăрман арçын кама кирлĕ? Çапах Денис ĕçпе çемье хушшинче шайлашулăх тупнă. Вăл 5 çул каялла çемье çавăрнă. Пулас арăмĕпе яш клубра паллашнă. Евгения тусĕсемпе Денис ĕçлекен çĕре канма çÿренĕ. Халĕ мăшăрăн 2 ача: хĕрпе ывăл çитĕнеççĕ. «Арăм мана ăнланать, шанать, пулăшма тăрăшать, эпĕ ĕçлекен клубсене пырса çÿрет. Чылай ди-джей авланасшăн мар, вĕсене, текех çамрăк мар пулин те, пĕччен пурăнма ытларах килĕшет. Манăн шухăшпа, çыннăн кирек ăçта ĕçлесен те çемье çавăрса ача-пăча ÿстермелле, вĕсене ура çине тăратмалла», — палăртрĕ çамрăк ашшĕ. Вăл килти ĕç пÿлĕмĕнче тăрăшнă е çĕрĕпе ĕçленĕ хыççăн кăнтăрла çывăрнă чухне ăна килтисем кансĕрлемеççĕ. Çемье пуçĕ тăтăшах килте пулманнине арăмĕпе ачисем хăнăхнă ĕнтĕ. Профессин начар енĕсенчен пĕри ку. 20 çул ĕçленĕ хушăра DJ DENIS DEN темĕн те курнă. «Çамрăк, хусах чухне ăнăçу патне ăнтăлма ансатрах. Эпĕ 33-ре ĕнтĕ халĕ. Вăй-хал малтанхи пек маррине туйма пуçларăм: çывăрас килет пек, ывăнатăп, хăш чухне хам пултарнинчен начартарах вылянине сисетĕп… Кун йĕркине пăхăнмалла, вăхăтра çывăрмалла, куç çивĕчлĕхне, хăлхана тĕрĕслеттерсех тăмалла. Мана спорт питĕ пулăшать. Ди-джей пулма лайăх: яланах «трендра», вĕçĕмех уявра, пурте пăхаççĕ, пĕрмаях çула тухатăн… Чи кирли — ĕçе чунран пурнăçламалла тата хамăра ытлашши хăваламалла мар», — пытармарĕ ди-джей. Каçхи клуба канма килеççĕ, хĕрĕсем те, каччисем те пуçа эрех-сăрапа минретни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Денис ташлама килнĕ хĕрсенчен пĕрре мар çыру илнĕ. Хута чăмаккаласа пульт умнех ывăтса параççĕ-мĕн. Тĕлпулăва чĕнеççĕ, телефон номерне çыраççĕ унта. Каçхи клубра темĕнле астармăш та илĕртет, çирĕп чунлă пулмасан пуçа çухатасси ним те мар. Денис çăмăлттай хĕрсен хăтланăвĕсене тахçанах шута хума пăрахнă ĕнтĕ.

 

Юлташне пăрахса хăварнă. Ден темиçе клубăн резиденчĕ пулнă. Вăрнарта «Чĕкеç» клуб уçнă, анчах вăл 3 çул кăна ĕçлейнĕ, ун хыççăн «Домино» хута кайнă, унăн та ĕмĕрĕ нумая пыман: 2 çултан хупăннă. Директорсемпе ăнлану тупайманнипе контракта пăрахăçлама тивнĕ. Денисăн пуçĕнче яланах çĕнĕ шухăш çаврăнать, халĕ вăл урăх проектпа ĕçлет, вăл ăнăçлă пуласса иккĕленмест ди-джей. DJ DENIS DEN 20 çул хушшинче нумай-нумай клубра пĕр сцена çинче паллă чылай ди-джейпа, мусăкçăпа вылянă: DJ John Moyes, Jean Philippe Papin, Beginers, Gus Gus, DJ Ivan Roudyk тата ыттисем. «2004 çулта, эпĕ «Астория» клубăн резиденчĕ пулнă чухне, пирĕн арт-директор кашни эрнерех тĕрлĕ хуларан паллă ди-джей илсе килетчĕ. Ун чухне вĕсене курмашкăн ятарласа халăх пухăнатчĕ. Çавăн чухне ĕçлесе эпĕ чылай опыт пухрăм», — аса илчĕ Денис. Вăл — Атăлçи тăрăхĕнчи ди-джейсенчен Расна клуба /Шарм-эль-Шейх, Египет, 2010 çул/ официаллă майпа чĕннĕ пĕртен-пĕр çамрăк. Пĕррехинче Денис юлташĕсемпе пĕр хулари клуба командировкăна кайнă. Ден ĕçленĕ чухне тусĕсем аванах савăннă, пĕри вара гримеркăра çывăрсах кайнă. Ташă каçĕ вĕçленсен туссем Шупашкара вĕçтернĕ. Кĕçех вĕсем патне клубран шăнкăравланă. «Эсир юлташăра илсе каймарăр-им?» — тесен кăна тусĕ çуккине асăрханă. Ун çинчен мансах кайнă! Лешне кайран ашшĕ-амăшĕ пырса илнĕ. Çак пăтăрмаха аса илсен туссем яланах чун каниччен кулаççĕ.

Алина ИЗМАН.

Денис ГРИГОРЬЕВ архивĕнчи сăнÿкерчĕк.

 

КĔСКЕН

— Чапа епле йышăнатăн?

— Тĕрлĕ çĕрте, уйрăмах клубсенче, мана пĕлни савăнтарать паллах. Чăваш Енре, Атăлçи тăрăхĕнчи хăш-пĕр хулара та паллаççĕ. Ку лайăх. Татах çÿллĕрех, Раççей шайне, тухас килет. Тĕрĕссипе, эпĕ кун пирки шухăшламастăп, пуçа каçăртмастăп, манăн ку профессие кĕрсе кайиччен епле пулнă, çавнашкалах юлас килет.

— Сана мĕнле юрă-кĕвĕ килĕшет? Ирĕк панă тăк мĕн выльăттăн?

— Эпĕ пур музыкăна та юрататăп. Çапах хамăн стиле — Big Room House — ытларах кăмăллатăп, ăна выляма тăрăшатăп. Юратнă стильсем: Dutch House, Fidget House, Progressive House, Vocal House.

— Килте мĕнле юрă итлетĕн?

— Нимĕнлине те. Пĕр суймасăр калатăп. Килти ĕçсене шăплăхра пурнăçлатăп. Хусканусем тунă чухне те наушник тăхăнмастăп.

— Клуба канма çÿретĕн-и?

— Çук. Çулталăкра 2-3 хутчен, хамăн çуралнă куна паллă тума тата ĕçтешсем мĕнле вылянине итлеме, кайкалатăп.

— Кашни ди-джей хăйĕн клубĕ пирки ĕмĕтленет тени тĕрĕс-и?

— Хам пирки калас тăк — тĕрĕсех. Пысăках мар пулсан та, çапах хамăн клуб пулни аван. Унта сасă, çутă, атмосфера тĕлĕшĕсенчен йăлтах хама килĕшнĕ пек йĕркелĕттĕм. Клубра вылянă май яланах мĕн те пулин çитменнине е ытлашшине асăрхатăп.

— Ди-джейшăн чи лайăх комплимент мĕнли?

— Йăл кулни, ташлани, алă çупни. Çынсем кăмăллă тăк эпĕ те çавнашкалах.

— Мĕнле клубсенче ĕçлетĕн?

— Унччен пĕринче кăна выляттăм, ниçта та тухса çÿремен, резидент пулнă. Халĕ тахçантанпах тĕрлĕ çĕрте ĕçлетĕп, районсемпе хуласене çитетĕп. Хăш клубсенче вылянине каласа пĕтереес çук.

— Ахаль пурнăçра эсĕ мĕнле çын?

— Кăна арăм лайăхрах каласа парĕччĕ… Хаваслă эпĕ! Кичемлĕхе юратмастăп. Анчах хуçалăхри чылай ĕçе пурнăçлаймастăп. Сăмахран, хамăн алăпа пÿрт лартаймăттăм. Юрать-ха, юлташ нумай, вĕсем кирек епле ыйтура та пулăшаççĕ.

— Пульт умĕнче тăнă чухне мĕн туятăн?

— Çав тери аван мана! Ун чухне эпĕ сценăна, ди-джей сĕтелне, клубри сывлăша çĕнĕрен юратса пăрахатăп. Ку кăмăл-туйăм питĕ килĕшет.

— Сана мĕн хавхалантарать, аталанма хистет?

— Эпĕ пур ĕçе те чунран пурнăçлатăп, мана пурнăç тата çемье хавхалантараççĕ. Кăмăл япăх пулсан та, чирлесен те сцена çине хăпаратăп, хама кашнинчех пĕрремĕш хут тухнă пек туятăп. Çынсем канма килеççĕ-çке, вĕсем манăн нуша пирки пĕлесшĕн мар.

— Ди-джей пулса сцена çине пĕрремĕш хутчен тухнине аса ил-ха.

— 1999 çулта Вăрнарти культура керменĕнче пулнăччĕ ку. Ташă тĕнчине пырса кĕме хистекен пĕрремĕш утăм вăл. Эпĕ чăматанпа кассетăсем илсе килтĕм. /Çав чăматан халĕ те упранать./ Ташă каçĕ вĕçленсен хама каларăм: эпĕ ытларах та пултаратăп. Çак сăмахсене паянхи кунччен ĕçлесе çирĕплетрĕм. Ун чухне манпа хуçаланнă кăмăл-туйăма каласа кăтартма çук: пĕтĕм халăх пĕрле савăнать, юрлать, ташлать… Темĕнле асамлă тĕнчене кĕрсе ÿкрĕм: эпĕ тăмастăп, вĕçетĕп тейĕн. Кунашкал каçсем питĕ хăвăрт, хаваслăн иртрĕç.

— Мĕншĕн шăпах DJ DENIS DEN? Ку ятăн историйĕпе паллаштарсам.

— Малтан эпĕ DJ-DEN ятпа çÿреттĕм, кайран, студентсен пĕр общежитине дискотека ирттерме çÿренĕ чухне, Вирус ят çыпçăнчĕ. Анчах 2 уйăхранах кун пирки манчĕç. Эпĕ каллех DJ-DEN пулса тăтăм. Кайран промоутер тупăнчĕ те çынсем ытларах паллаччăр тесен ятăма улăштарма сĕнчĕ. Халĕ эпĕ — DJ-DENIS DEN. Кун пек ят никамăн та çук. Хушма ят /никнейм/ паха шайра вылякан, уйрăмах палăрас текен кашни ди-джея кирлĕ. Карапа мĕнле ят хуратăн, вăл çапла ишет теççĕ. Хальлĕхе çак ят çинче чарăнса тăтăмăр.

— Паллă хăш ди-джейпа выляс килет?

— Хамăр çĕршыврисенчен — DJ Smashпа, вăл Мускавран, питĕ «чăнкă» диск-жокей, мусăкçă, унашкаллисем питĕ сайра. Чикĕ леш енчисенчен DJ Tiesto килĕшет. Чăваш эстрадинче эпĕ Алексей Московскипе, Стас Владимировпа, Августа Уляндинăпа ĕçлетĕп. Пуринпе те алă лармасть, нумайăшĕ юрлама, ташлама пĕлмесĕр сцена çине тухни мана питĕ тĕлĕнтерет.

— Ди-джей профессине суйла кансене мĕн сĕнетĕн? Унта пуçа чикнин усси пур-и?

— Ку рынок тулса ларнă: пĕр клуба 50 диск-жокей лекет. Эпир чунра пурте ди-джей вĕт, хамăр валли музыка суйлатпăр, телефонра, компьютерта альбом хатĕрлетпĕр. Чăн-чăн профессионал пулас тесен хăрамасăр нумай ĕçлемелле, хăвăн стиле тупмалла. Халĕ çынна тĕлĕнтерме питĕ йывăр, халăх темĕн те курса тăраннă. Çапах кăмăл пур тăк хăвăра тĕрĕслесе пăхмаллах, ĕç каймарĕ тĕк тÿрех пăрахмалла, урăх çул шырамалла.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.