Кăсăклă!

16 Пуш, 2017

Музыка «генералĕ»

Кану центрĕсем, клубсемпе радиостанцисем йышлансах пыраççĕ. Кашниех хăйне евĕрлĕхĕпе халăха илĕртмелле тăрăшать. Ку ĕçре шăпах ди-джейăн /акăлчан чĕлхинчен: DJ, disc – jockey – «диск – жокей»/ тÿпи пысăк. Вăл музыка композицийĕсем тупса хатĕрлессишĕн, ăна клубра, радиохумсем çинче янăраттарассишĕн яваплă. Музыка «генералĕнчен» мĕнле кăмăл, сывлăш, стиль хуçаланни килет. Денис Григорьев, DJ DENIS DEN ятпа çÿрекенскер, хăйĕн карьерине 13 çулта чухнех пуçланă. Халĕ вăл — Чăваш Енри тата Атăлçи тăрăхĕнчи чи лайăх ди-джейсенчен пĕри.

3 Пуш, 2016

Тĕшмĕше ĕненменнисене нарăсăн 29-мĕшĕ хăратмасть

Нарăс уйăхĕн 29-мĕшĕ - календарьте тăватă çулта пĕрре тĕл пулакан кун. Чылайăшĕ йĕкĕр çултан хăрать, çавăнпах ун чухне пĕрлешме те, ача çуратма та шикленет. Хĕлĕн юлашки кунĕнче çуралнисене пурнăçра ăнмасть имĕш, çавăнпа пепкисене пĕр кун маларах е пушăн 1-мĕшĕнче çуралнă тесе çыртараççĕ. Анчах хăшĕ-пĕри çирĕплетнĕ тăрăх, пачах тепĕр май, унашкаллисене пурнăçра ăнать. Ара 1461 çынран пĕри çеç нарăс уйăхĕн 29-мĕшĕнче çутă тĕнчене килеет-çке. Çак кун хăйсен уявне паллă тăвакан йышлă мар - 4 миллион ытла çын. Ĕлĕк нарăс уйăхĕн юлашки кунĕнче усал вăйсем «ухутана» тухнă тесе шухăшланă.

6 Раштав, 2013

Чăваш хĕрне качча илнĕ итальян

Пĕлтĕр Италие çитсе куртăм. Рим, Венеци, Флоренци, Пиза хулисенче пултăм, анчах унта пурăнакансен чĕлхине пĕлменрен çынсемпе калаçма май килмерĕ. Нумаях пулмасть çак халăх çыннипе Чăваш Енрех паллашрăм. Çĕнĕ Шупашкарта Итали журналисчĕ Массимо Рипани тĕпленнĕ. Ултă чĕлхепе калаçма пултараканскерпе вырăсла пуплерĕм.

Pages