Комментари хушас

3 Пуш, 2016

Тĕшмĕше ĕненменнисене нарăсăн 29-мĕшĕ хăратмасть

Нарăс уйăхĕн 29-мĕшĕ - календарьте тăватă çулта пĕрре тĕл пулакан кун. Чылайăшĕ йĕкĕр çултан хăрать, çавăнпах ун чухне пĕрлешме те, ача çуратма та шикленет. Хĕлĕн юлашки кунĕнче çуралнисене пурнăçра ăнмасть имĕш, çавăнпа пепкисене пĕр кун маларах е пушăн 1-мĕшĕнче çуралнă тесе çыртараççĕ. Анчах хăшĕ-пĕри çирĕплетнĕ тăрăх, пачах тепĕр май, унашкаллисене пурнăçра ăнать. Ара 1461 çынран пĕри çеç нарăс уйăхĕн 29-мĕшĕнче çутă тĕнчене килеет-çке. Çак кун хăйсен уявне паллă тăвакан йышлă мар - 4 миллион ытла çын. Ĕлĕк нарăс уйăхĕн юлашки кунĕнче усал вăйсем «ухутана» тухнă тесе шухăшланă. Ун чухне каçхине урама ура ярса пусма, кăнтăрлаччен çывăрма хăранă. Пур тĕшмĕше ĕненес тĕк - килтен ан тух. Нарăс уйăхĕн 29-мĕшĕнче çуралнисем, çемье çавăрнисем кун çинчен мĕн шухăшлаççĕ-ши? Календарьти çак кун вĕсен пурнăçне мĕнле витĕм кÿрет-ши? Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.