Преступник суйнине куçран пăхса пĕлет

Следователь ĕçĕ кăткăс та яваплă. Уголовлă ĕçе тĕплĕн тишкересси, преступлени тунă çынна тупса палăртасси çăмăл мар. Чылай чухне эпир çак професси çыннине детективра çеç куратпăр. Чăн пурнăçра вĕсем мĕнлерех-ши? Следователь ĕçĕпе тĕплĕнрех паллашас тĕллевпе унăн ĕç вырăнне çитрĕм. Телефон пĕр чарăнми шăнкăртатать, сĕтел çинче папкăсемпе хутсем купаланса выртаççĕ. РФ СКн Шупашкарти Мускав районĕн следстви уйрăмĕн следователĕ, юстицин аслă лейтенанчĕ Евгений Шиляев преступленисене тĕпчет. Кашни кун çанă тавăрса ĕçлет вăл. Тепĕр чухне унăн апатланма та вăхăт çук. Канмалли кун та ĕçлеме тивнине вара следователь тахçанах хăнăхнă. Ахальтен мар ăна «Çулталăкри чи лайăх следователь» ята парасшăн.

Хирург пулма ĕмĕтленнĕ. Следователĕн тĕп тивĕçĕ — уголовлă ĕçсене тĕпчесси, процесуаллă тĕрĕслевсем ирттересси. Евгений ку йывăр профессие мĕншĕн суйланă-ха? Вăл ултава тăрă шыв çине кăларма, тĕрĕслĕхшĕн кĕрешме, обществăна сиен кÿрекен çынсене явап тыттарма ăнтăлнă. Ача чухне вăл пачах урăх професси пирки ĕмĕтленнĕ, унăн хирург пулас килнĕ. Çитĕннĕçемĕн каччă хăйне йĕрке хуралĕн ĕçченĕнче курнă, çавăнпах шкултан вĕренсе тухсан РФ ШĔМĕн Чулхулари академийĕнче аслă пĕлÿ илнĕ. Стажировка хыççăн çара кайнă. Çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçласан Евгений хăйĕн профессийĕпе ĕçе вырнаçнă. Вăл 2013 çултанпа следовательте тăрăшать. Ку ĕçре пĕр канăç та çук: преступлени вырăнне вăхăтра çитмелле. Вĕсен те, криминалистсенни пекех, «чăматан» пур. Унта мĕн пур тетĕр-и? Масштаблă линейка, длинномер, фотоаппарат, рулетка, ультрафиолетлă излучатель, лупа, циркуль... Çак хатĕр-хĕтĕр усал ĕç тунă çыннăн йĕрĕ çине тухма пулăшать.

Йăлтах куç умĕнче. Преступлени вырăнĕнче пĕрремĕш хут пулни, ахăртнех, кашни следователь асĕнче ĕмĕрлĕхех çырăнса юлать. «Чăнах та, усал ĕç тунă вырăна пирвайхи хут çитни ача пĕрремĕш утăм тунă пекех пĕлтерĕшлĕ. Чи малтан унта полици ĕçченĕсем çитеççĕ. Усал ĕç криминалпа çыхăннă пулсан следовательсене чĕнеççĕ. Пĕрремĕш хутĕнче хама хăюсăр тытнине пытармастăп. Мана Владимир Долгов майор чылай сĕнÿ пачĕ. Пĕрремĕш ĕç пÿкле вилĕмпе çыхăннăччĕ. Шупашкарта пурăнакан пĕр çын 9-мĕш хутран сиксе пурнăçран уйрăлнăччĕ. Инкек каçхи 8-9 сехетре пулнă. Вилнĕ çын йĕри-тавра — юн. Кунашкал ÿкерчĕке эпĕ унччен сенкер экранпа çеç курнă. Халĕ акă йăлтах куç умĕнче. Суд-медицина экспертизин ĕçченĕпе лару-тăрăва тĕпчеме тытăнтăмăр. Вилнĕ çынна морга илсе кайсан кÿршĕсенчен, иртен-çÿренрен инкек пирки ыйтса пĕлтĕм. Криминалпа çыхăннă йĕр палăрманнипе уголовлă ĕç пуçармарăмăр. Малтан преступлени вырăнне кайиччен пăлханаттăм. Опыт кунран-кун хушăнса пычĕ. Халĕ пĕр иккĕленмесĕр, шикленмесĕр çула тухатăп. Кашни ĕçĕн — хăйĕн уйрăмлăхĕ, çавăнпа тимлĕ пулма тăрăшатăп», — пирвайхи ĕçĕпе паллаштарчĕ юстицин аслă лейтенанчĕ.

Тĕттĕм кĕтесре кĕтмен. Çынна вĕлернĕ е усал ĕç тунă çынпа тĕл пулма хăрушă вĕт. Ахаль чухне урамри çапкаланчăксенчен те пăрăнса иртме тăрăшатпăр. Следователĕн вара йĕркене пăснă çынпа куçа-куçăн тĕл пулма тивет. «Ирĕкрен хăтарнисен йышĕнче тĕрлĕ преступлени тунисем пур. Чылай чухне çынна вĕлернисем е хĕр-хĕрарăма пусмăрланисем суд тенкелĕ çине пĕрремĕш хут çеç лармаççĕ. Кунашкаллисене калаçнинченех, хăйсене мĕнле тытнинченех уйăрса илетĕп. Манăн шухăшпа, кирек камăн та тискер преступлени тунă çынпа куçа-куçăн тĕл пулас килмест. Эпĕ ирсĕр ĕç тунисене ăнланмастăп. Чылайăшĕ айăпне йышăнасшăн мар, хăйсем вара куçран пăхса та калаçаймаççĕ, суйни тÿрех паллă. Тĕрĕслĕхрен таракансем чылай чухне ыйтусене: «Эпĕ нимĕн те пĕлместĕп», — тесе хуравлаççĕ. Кайран хăйсемех айăпа йышăнаççĕ. Хальччен мана тĕттĕм кĕтесре кĕтсе тăни, хăратни пулман», — каласа кăтартрĕ Евгений Викторович.

Следователь ĕçĕнчи пĕр кун. Вĕсен ĕç кунĕ 9 сехетре пуçланмалла та каçхи 6 сехетре вĕçленмелле, анчах çак професси çыннисен ытларах вăй хума тивет. Дежурствăра та тăраççĕ вĕсем, час-часах изолятора çÿреççĕ. Тата следовательсене прокуратурăна тăтăшах чĕнеççĕ. Евгений Викторович ирхи 7-8 сехетрех ĕç пÿлĕмĕнче. Килне каçхи 10-11 сехетре таврăнни те пулать. Хăйĕн профессине чунран юратнăран вăл ĕçе вĕçне çити пурнăçламасăр киле каймасть. Следователĕн хут ĕçĕ те питĕ нумай. Про-цесуаллă документсене йăлтах вăл çырса хатĕрлет. Уйăхне вăтамран 5-7 ĕç тĕпчеме тивет. Суда уйăхне 2-3 ĕçрен сахал мар ярса памалла. Малалла вулас...

Любовь ПЕТРОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.