Чи хаклă сехечĕ 100 пин тенкĕ тăнă

18 Çĕртме, 2020

Ăна коллекционер аукционра выляса илнĕ

Унăн мастерскойĕнче вăхăт пĕр вĕçĕм чупни питĕ витĕмлĕ туйăнать. Стена çинчи 5-6 пысăк сехет чарăнми шаккать, миçе çитнине палăртса тĕрлĕ сасă кăларать. Çак «вăхăт кĕтесĕнче» ытларах алă сехечĕсемпе будильниксене асăрхарăм. Вĕсене кантăк витринăна типтерлĕн вырнаçтарнă. Сехетсен «ашшĕ» — Шупашкарти Сергей Трифонов. Сентресем çинчи экспонатсем — унăн коллекцийĕ.

Аслă шкултан кайнă

Сергейăн сехет пухма тĕллев пулман, анчах вăл яланах вĕсемпе кăсăкланнă тата… пурнăç тăршшĕпех алла сехет çыхса çÿрет. Пуçламăш класра вĕреннĕ чухне пĕрремĕш хут çыхнă. «Унччен хальхи пек телефон-смартфон пулман, ăна вăшт çеç кĕсьерен кăларса вăхăт пăхайман. Манăн яланах миçе çитнине пĕлсе тăрас килетчĕ. Вăт, çавăнтан пуçланчĕ те сехете юратасси. Пурăна киле ăна сÿтсе пуçтарма, юсама вĕрентĕм. Малтан электрон сехетсене «иккĕмĕш пурнăç парнелеттĕм», каярахпа механизмлисене те юсама пуçларăм. Кăсăклăччĕ ку ĕç. Анчах юрăхсăра тухнă кашни сехет валли пайсем çукран е ăсталăх çитейменрен юсайманшăн кулянтăм. Тус-юлташ, тăван-пĕлĕш юрăхсăра тухнă сехетсем илсе килетчĕç. Темиçерен пĕрре хатĕрлеттĕм те алла çыхса çÿреттĕм», — аса илчĕ çирĕм çул каялла хăйне евĕр коллекци пухма тытăннă Сергей.
Пĕр вăхăт вăл почта маркисем те пуçтарнă, анчах ăнланнă: ку кăсăклах мар. Сехет тесен вара пичĕ тÿрех йăл кулăпа çиçнĕ! Механизма тĕпченĕ, тишкернĕ. Хулара кирлĕ запчаçсем хăш лавккара сутнине те аван пĕлсе çитнĕ, сехет ăстисемпе паллашнă. Пĕр лавккана вырнаçса мастера сехет юсама пулăшнă. Ун чухне Сергей И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетне çул такăрлатнă, экономика тата ĕç учителĕн профессине илме хатĕрленнĕ. «Хамран преподаватель пулмассине ăнлансан 2-мĕш курсра аслă шкултан кайрăм, сехет юсамалли мастерскоя ĕçе вырнаçрăм. Атте-анне пăшăрханчĕ пулин те чармарĕ. Ара, ĕç вырăнĕ тупрăм вĕт», — калаçрĕ коллекционер. Малтанхи вăхăтра Сергей ăстасенчен опыт пухнă. Уншăн чи пĕлтерĕшли — кăмăла каякан ĕç тупни. Сехет коллекцине пухасси хăй еккипех пулса пынă темелле. Нумайăшĕ — юсама панăскерсем. Тĕрĕссипе, хуçисем хăйсен сехечĕ çĕнĕрен хута каясса ĕненмеççĕ, юрăхсăра тухнисене Сергея параççĕ. Вăл хальччен пĕрне те çÿп-çап витрине ывăтман. Çапла майпа коллекци пуçтарăннă та.
Малтанлăха экспонатсене Сергей килĕнче упранă, пĕр пÿлĕмре вĕсене юсамашкăн сĕтел вырнаçтарнă, кирлĕ инструментсем туяннă. Пысăках мар, хăтлă мастерской уçсан унта экспонатсем валли ятарласа кантăк витрина лартнă. Вăл килен-каян куçне тÿрех курăнать. Сергей пытармарĕ: коллекцири сехетсене туянас шухăшлисем пулнă. Анчах вăл нихăшне те сутмасть. Тупăш тăвассишĕн мар, чун ыйтнипе упрать. Тупăш тенĕрен, арçын чылай сехете интернетра шыраса тупса туянать, укçа хĕрхенсе тăмасть. Пĕр-пĕр кăсăклă моделе асăрхасан — пушшех те… Сергей ахаль-махальлине пухмасть. Витринăри экземплярсем çĕршыв, республика историйĕпе çыхăннă. Пĕр сентре — пĕр пулăм. «Коллекцири кашни сехет маншăн кăсăклă, хаклă. Вĕсене тематикăна кура сентре çине вырнаçтаратăп. Нумайăшĕ — Совет Союзĕнчи. Акă, тĕслĕхрен, космонавтикăпа çыхăннисем, сувенирсем. Юрий Гагарин тĕнче уçлăхне парăнтарнă ятпа туса кăларнă сехет-сувенир, Çĕр планетăн спутникне уçнине халалланă кÿлепе… Çак сувенирăн пускăчне пăрсан циферблат çине ракета тухать», — паллаштарчĕ сехет ăсти. Тĕлĕнмелле — пурте ĕçлеççĕ! Сергейăн аллине лексен çеç çак кивĕ сехетсене «чун кĕнĕ». Вăл юрăхсăра тухнисене туянма тăрăшать, вĕсем йÿнĕрех. Коллекцири чи хаклă сехет 100 пин тенке яхăн тăнă. Вăлах — чи авалхи, 200 çул каялла туса кăларнăскер. Ăна Сергей аукционра выляса илнĕ. Францире «кун çути курнăскер» ыттисенчен йăлтăркка ылтăн тĕспе, эрешпе уйрăлса тăрать. Ахальтен мар ăна сентре варрине вырнаçтарнă-тăр. Чаплăскер валли вырăнĕ шăпах юрăхлă. Сергей циферблата живопиçпе капăрлатнă алă сехечĕсене уйрăмах кăмăллать. Вĕсем те — совет тапхăрĕнчисем. Тĕрлĕ картина курма май пур унта: тинĕс, кану, илемлĕ пикесем. Çавнашкаллисем коллекцире — вуннă ытла. Чăваш Ен тата унăн тĕп хулипе çыхăннă, предприятисемпе организацисен юбилейĕ тĕлне туса кăларнă сехет те сахал мар. Аслă Çĕнтерÿ юбилейĕсене халалланисем те пур. Малалла вулас…

www.hypar.ru

Нина ЦАРЫГИНА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.