«Мĕн пулнине каласан психбольницăран тухаймăн»

9 Нарăс, 2017

«Манран телейсĕр çын çĕр çинче пур-ши? Ыратман вырăн çук. Хаçат çырăнма та хăратăп: вилсе выртăп та çырăнни харама кайĕ», — терĕ Вăрмар районĕнчи Çÿлти Кинчер ялĕнче пурăнакан 77-ри Галина Смирнова. Мăнуксенчен чухăнни те пăшăрхантарать ăна: ара, ачи — 5, вĕсен тĕпренчĕкĕсем 3 çеç. Чи юратнă мăнукне, аслă хĕрĕн ывăлне, пытарма тивни вара унăн чунне ĕмĕрлĕхех амантнă.

Юратнă мăнукне пытарнă

«Кашни çуллахи каникула ман патра ирттеретчĕ мăнукăм. «Кукамай, сана аннерен те хытăрах юрататăп», — тетчĕ. Эпĕ ăна вăрçса та курман. 10 çул каялла шыва путса вилчĕ вăл. Амăшĕ куляннипе типсе хытрĕ. Халь тин кăшт кулакан пулчĕ. Мăнук каччă шутне кĕнĕччĕ, çÿллĕччĕ. Эпĕ ăна юратса «Витас» теттĕм. Чаплă телефон пурччĕ унăн. Ялти çамрăксемпе шыва кĕме кайнă чухне ăна хăйĕнпе пĕрле илнĕ вăл. Пĕве хĕррине пухăннă каччăсем телефона туртса илме хăтланнă. Мăнук çав хатĕре юлташне вăрттăн тыттарнă, лешĕ унпа хĕрĕ патне вĕçтернĕ. Тарăхнă яшсем мăнука шар кăтартнă: çаппа-çарамаслантарса çын умĕнче уттарнă, хĕненĕ те пулас. Аманнăскер шывран ишсе тухайман, çыран хĕрринчен 10 метрта путнă. Çине тăнă тăк айăплисене шыраса тупăттăмăр тен. Ку ĕç-пуçа чылай çамрăк курнă, кам та пулин калатчех. Эпĕ ĕмĕрне те судлашса курман, ун пекки ан та пултăр. Турă суд тутăр терĕм», — хурланчĕ кинемей.

Галина Ивановнăн инженер-конструкторта ĕçлекен мăнук та пур, вăл Чулхулара пурăнать. Ученăя тухнăскер вĕçĕмех ют çĕршыва çÿрет-мĕн. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.