Патологоанатом пурнăçа ытларах юратать
Вăл — тухтăр, анчах сиплемест, унăн шухăшĕ медицинăри чылай специалистшăн питĕ пĕлтерĕшлĕ. Вăл — чи лайăх диагностик, çапах унăн “пациенчĕсем” нимĕн ыратнине те шарламаççĕ. Органсен пĕчĕк пайĕсене тĕпчесех вăл пысăк та тĕрĕс пĕтĕмлетÿсем тăвать. Унăн “пациенчĕсем” вилнĕ, анчах ку специалист питĕ кирлĕ. Тавçăртăр пулĕ: калаçу патологоанатом пирки пырать. Паян эпир ăна хăйне, микроскоппа пăхнă евĕр, тĕпчĕпĕр. Мĕн хистенĕ çак профессие суйлама? Виле кунсерен касакан, унăн ăш-чикне уçса тĕпчекен тухтăрăн мĕнле çын пулмалла? Тахçантанах кăсăклантарнă ыйтăва уçăмлатма Шупашкарти Пирогов урамĕнче вырнаçнă республикăри судпа медицина экспертизин бюровне çитрĕм. Малалла вулас...