Тупăшĕ те, пурлăхĕ те çук: алимент мĕнле шыраса илмелле?

2 Нарăс, 2017

“Ку хваттерте сирĕн валли кăсăклă материал тупăнатех”, — шантарчĕç Суд приставĕсен федераци службин Чăваш Енри управленийĕн ĕçченĕсем рейда тухсан. Артем Куманейкин суд приставĕпе, управленин пуçлăхĕн пулăшуçипе Антон Антоновпа пĕрле Шупашкарти Мускав районĕнче пурăнакан парăмçăсем — алимент тÿлеменнисем — патне çитрĕм. Суд приставĕсем кашни юнкун парăмçăсем патне хваттере çÿреççĕ.

Тĕрмене ларма хатĕр

Алимент парăмне 100 пин тенкĕрен каçарнă Платонов килĕнчехчĕ. Ăна пĕлтĕр административлă майпа явап тыттарнă, унăн патшалăха 50 сехет ĕçлесе татмалла. Анчах арçын суд йышăнăвне пурнăçламан. Пĕр вăхăт вăл урам тирпейлÿçинче тăрăшнă. “Мĕншĕн ĕçрен пăрăнтăр?” — кăсăкланчĕ пристав. “Çанталăк 20 градус ытла сивĕ тăчĕ те, эпĕ шăнса хытрăм”, — хуравларĕ Платонов. “Эсир ĕçе кĕме шантарнăччĕ. Вырнаçрăр-и?” — ыйтрĕ Артем Куманейкин. Шкулта хуралçăра нумай çул тăрăшнă Платонов хăйĕн пирки “эпĕ каçхи директор” теме юратать, анчах халĕ унпа вĕренÿ учрежденийĕсем çыхланасшăн мар. “Медкомисси витĕр тухаймарăм, çăварта виçĕ шăл кăна тăрса юлчĕ”, — ăнлантарчĕ арçын. Чăн сăлтавĕ, паллах, ку мар: Платонов эрехпе айкашать тата çул çитмен ачине пăхма пулăшманшăн ун тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă. Пропискăра урăх çĕрте тăрать пулин те икĕ пÿлĕмлĕ хваттерте пĕчченех пурăнать вăл. Кунта пурлăх çукпа пĕрех: йăлтах кивĕ, пÿлĕмсем хăтсăр. Приставсем телевизора арестленĕ. Пĕрремĕш арăмĕнчен çуралнă ачисем /вĕсем ÿссе çитнĕ ĕнтĕ/ ун патне хутран-ситрен пыраççĕ-мĕн. Иккĕмĕш арăмĕ алимент шыраса илмешкĕн заявлени çырнă. Хăй вара ачипе хутшăнма ирĕк памасть имĕш. Рейда тухнă пристав арçынна управление пыма хут çырса хăварчĕ. Суд ларăвĕнче ăна паянах арестлĕç, анчах ачи умĕнчи парăмĕ, тĕпренчĕкĕ 18 çултан иртсен те, пĕрех юлать. Ниçта та ĕçлемен арçыннăн ăна мĕнле татмалла-ха? Килĕнче апат шăрши те çук. Çавăнпа Платонов тĕрмене ларма хирĕç мар. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.