Няня ачан шăпине хуçма парасшăн мар

3 Чÿк, 2016

Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан Зинаида Киргизова тĕрĕслĕх шыраса Мускава çит-нĕ. Нумаях пулмасть Пĕрремĕш каналти «Мужскоеıженское» телекăларăма хутшăннă вăл. Зинаида Николаевна няня пулса 3-ри Ярослава пăхать. Арçын ачан амăшĕ, 22-ри Надежда Петрова, ывăлне пачах килсе курмасть, укçан пулăшмасть, воспитани памасть-мĕн. Çавăнпа няня Надеждăна амăшĕн правинчен хăтарма ыйтать.

Суда чĕнмен

Иртнĕ эрнере эпир Зинаида Киргизовăпа тĕл пултăмăр. Вăл Ярославпа больницăра выртать. Ача чирлемен, ăна суд умĕн унта хунă. «Чÿкĕн 9-мĕшĕнче Надьăна амăшĕн правинчен хăтарас тĕлĕшпе суд пулмалла. Мана унта чĕнменни питĕ тĕлĕнтерчĕ. Садик, больница, опекăпа попечительлĕх органĕн представителĕсене пурне те повестка панă. Мана — çук! Прокурор пулăшуçи: «Эсĕ кам? Ачашăн никам та мар», — терĕ. Ярослава çуралнăранпа эпĕ пăхатăп, манăн ывăл — унăн хресна ашшĕ, арçын ача мана «анне» тесе чĕнет... Тата амăшĕ хут çырсах ачине мана шанса хăварнă. Çакăн хыççăн та эпĕ никам та мар-ши? Куляннипе юн пусăмĕ хăпарса кайрĕ. Чиновниксене эпĕ питĕ кансĕрлетĕп. Ара, ачана амăшĕ пăхманнине, вăл ман патра пурăннине Çĕнĕ Шупашкар хулин администрацийĕн опекăпа попечительлĕх органне те, çул çитменнисемпе ĕçлекен инспекцие те çулталăк çурă каяллах пĕлтертĕм. Анчах никам та нимĕн те тумарĕ. «Пăва /Надя унта пропискăра тăнă/ ĕçлемест!» — йăвантарчĕç пĕр-пĕрин çине. Президент таранччен шалăп çырма тиврĕ, телекурава çитрĕм. Çакăншăн мана тавăрасшăн ахăртнех. Пĕр кунхине Ярослав çÿрекен садикрен ман тĕлĕшпе çăхав çырнă тесе пĕлтерчĕç. Мĕн пирки? Татăклăн никам та калаймарĕ, воспитательсем ăнлантараймарĕç. Эпĕ ашшĕ-амăшĕн комитетĕнче тăнă, ача яланах тирпейлĕ çÿренĕ... Юриех мана «хĕсме» сăлтав шыраççĕ халĕ», — куççульленчĕ ют ачана хăйĕнни пек йышăннă хĕрарăм.

Зинаида Николаевнăшăн ача пăхасси — чун киленĕçĕ. Çавăнпах юлашки çулсенче няньăра тăрăшса çынсене пулăшать. «Ку енĕпе опыт пысăк манăн. 11 çултанпах аппасен ывăл-хĕрне пăхса пурăннă. Садикре воспитательте, няньăра ĕçлерĕм. Упăшкаран уйрăлнă хыççăн ывăлăма пĕчченех ура çине тăратма тиврĕ. Бизнеса кĕтĕм, вĕтĕр-шакăрпа сутă тума темиçе «точка» уçрăм. Юлашки çичĕ çулта вара хама килĕшекен ĕçе кăна парăнтăм: пепке пăхса киленÿ илетĕп, укçа та тÿлеççĕ. Ачасенчен пахи мĕн пур-ши?» — чунне уçрĕ Зинаида Николаевна.

Пĕр уйăхлăха хăварнă та

2013 çулхи авăн уйăхĕнче ун патне çамрăк хĕрарăм, хăйĕнпе Регина тесе паллаштарнăскер, шăнкăравланă, пĕр уйăх çурăри ывăлне çĕрлесерен астумалла-мĕн. Няня, паллах, килĕшнĕ. Регина Шупашкарти çурçĕр-хĕвеланăç районĕнче хĕр тусĕсемпе тата ывăлĕпе тара илнĕ хваттерте пурăннă. «Эпĕ каçкÿлĕм унта пыраттăм. Хĕрсем, вăл шутра Регина та, капăрланса тухса каятчĕç. Ытла çÿхе çÿренĕрен ăшăрах тăхăнма ыйтаттăм. «Шăнмастпăр, эпир — таксипе», — тесе тухса каятчĕç. Регина ăçта ĕçленине эпĕ пĕлмен. Хĕрсем çур çĕр иртни 3 сехет тĕлне таврăнатчĕç, вĕсем шавланипе ача вăранатчĕ. Виçĕ эрнерен Регина: «Ачана хăвăр пата пĕр уйăхлăха илсе каятăр-и? Унччен Ярославпа иксĕмĕр валли урăх хваттер тупăп», — терĕ. Капла мана та меллĕ, ачана та лайăх — килĕшрĕм. Аван тÿлетчĕ вăл, талăкра 1 пин тенкĕ паратчĕ. Эпĕ Ярикăн докуменчĕсене ыйтрăм: пĕчĕкскер сасартăк чирлесен тухтăр чĕнме тивĕ тен. Тепĕр уйăхран Регина ачан краватьне илсе килчĕ, документсене пачĕ. Ача çуралнине ĕнентерекен хута пăхрăм та тĕлĕнтĕм: амăшĕ Регина мар, Надя иккен. Ярослав та утă уйăхĕнче мар, çурлан 17-мĕшĕнче çуралнă. Çапла суйма юрать-и вара? Ачана эпĕ таблицăна пăхса çитеретĕп вĕт! Ярослав 4 килограмм ытла виçепе çуралнăран пысăкчĕ. Эпĕ ăна пăхма пуçланă чухне вăл икĕ эрнере çеç пулнă. Ача кунпа çĕре пăтраштарнăччĕ. Икĕ уйăх çапла нушалантăмăр. Юрать, ывăлăм пулăшрĕ. Вăл та ман пекех пĕчĕккисене юратать. Çамрăк амăшĕ укçа пама йăпăртлăха кăна — е ирхи 3-ре, е 5-ре — кĕретчĕ. Ачи манасран эрнере çур кун та пулин тĕпренчĕкĕпе пĕрле пулма ыйтрăм ăна. Çук, итлемерĕ. Тăватă уйăхра чухне, 2013 çулхи раштавра, Ярославчик чирлерĕ. Больницăна выртрăмăр. Амăшĕ килмерĕ, шăнкăравласан телефона тытмарĕ. Кайран вуçех çухалчĕ. Укçана такси водителĕ урлă пама тытăнчĕ», — аса илчĕ Зинаида Киргизова.

Ют пепкешĕн савнине пăрахнă

«Мужскоеıженское» кăларăмра Надежда Петрова саунăсенче хăйĕн ÿтне сутса укçа туни пирки каларĕç. Няня тупиччен вăл пепкине пĕрле «ĕçе» илсе çÿренĕ-мĕн: е таксистпа, е администраторпа хăварнă. Хĕрарăм ача çуратнă хыççăн пĕр-икĕ эрнеренех çапла «ĕçлеме» пултарнине ĕненес те килмест. Ача кĕтнĕ чухне кам тăрантарса усранă ăна? Нивушлĕ?.. Паллах, çакна çамрăк хĕрарăм йышăнмасть, çав вăхăтрах хăй ăçта ĕçленине, мĕнле укçапа пурăннине татăклăн калаймарĕ, вăл суйни çиеле тухсах пычĕ. Надя мĕнле майпа укçа ĕçлесе илни няньăшăн пĕлтерĕшлĕ мар, куншăн ăна ÿпкелемест вăл. Ачине килсе курманни кăна унăн чунне ыраттарать. Няня Надьăпа ывăлне хăйĕн хваттерне пропискăна тăратнă, садике черете çырăннă. Зинаида ачана «бабуля» тесе чĕнтересшĕн пулнă, анчах калаçма пуçласанах садике çÿрекен шăпăрлан няньăна — «мама», унăн ывăлне «папа» теме тытăннă. Зинаида Николаевна çине тăнипе Ярослава 1 çул та 7 уйăхра чухне тĕне кĕртнĕ.

Юлашки çулта Надя ачи патне килме, няньăна укçа тÿлеме пăрахнă. 2014 çулта, пуш уйăхĕнче, Зинаида Николаевна арçын ачан амăшне çапла каланă: «Е ачуна хăвăнпа илсе каятăн, е паянах опекăпа попечительлĕх органне манпа пĕрле пыратăн». «Ун чухне вăл ÿсĕр теес — ÿсĕр мар, анчах пуçне темĕнпе минретнĕччĕ. Хула администрацине çине тăрсах илсе çитертĕм. Ача çулталăк ытла ман патра пурăннине каларăм. Эпĕ Ярослава вăхăтлăха опекăна илме хатĕрччĕ. Тăлăхсене хăйсен хÿттине илме хатĕррисене вĕрентекен центра пĕр уйăх çÿрерĕм. Анчах медтĕрĕслев витĕр тухаймарăм, ачана ура çине тăратмашкăн сывлăхăм çитеймест. Ывăлăм ăна опекăна илме хатĕрччĕ. Савнийĕ те пурччĕ унăн, пĕрлешме шухăш тытнăччĕ вĕсем. Анчах хĕрĕ ют çын ачине пăхма килĕшменрен уйрăлчĕç», — хурланчĕ хĕрарăм.

Надя — Тутарстанри Пăва районĕнчи чăваш ялĕнчен, Раковкăран. 2011 çулта вăл кукамăшĕн укçине, вилсен пытарма хатĕрленĕскере, 130 пин тенке, вăрласа Шупашкара тухса тарнă иккен. Анчах кукамăшĕ ăна явап тыттарман. Кун пирки Зинаида Николаевна Пăвана кайсан пĕлнĕ. Унта та вăл опекăпа попечительлĕх органне çитнĕ, Ярослав мĕнле лару-тăрура пурăннине, епле майпа унăн аллине лекни çинчен каласа кăтартнă. Çав вăхăтрах Надьăн малтанхи пурнăçĕпе те кăсăкланнă. Надежда Петрова ăнăçсăр çемьере, чухăн кил-çуртра ÿснине телекăларăмра та кăтартрĕç.

Коньяк ĕçтерсе вăрçăнтараççĕ

«Эпĕ Гордон патне каяссине пĕлсен мана полицейскисем «обезьяннике» пĕр талăклăха хупасшăнччĕ. Çул çитмен ачасемпе ĕçлекен инспектор хĕтĕртнипе Надя заявлени çырнă: эпĕ 3 çул каялла Ярослава вăрланă, ăна памастăп имĕш. Шăпах Мускава каяс умĕн инспектор пирĕн пата çитрĕ, ачана туртса илесшĕнччĕ. «Ман хваттере ордерсăр кĕме кам ирĕк панă сире? Хамăн килте хăрататăр-и тата?» — терĕм те полицейские кăларса ятăм. Ывăл Ярослава йăтрĕ, манăн алăра — сумкăсем. 5-мĕш хутра пурăнакан кÿршĕ патĕнче аран тарса пытантăмăр. Телекăларăма епле хатĕрлени тĕлĕнтерчĕ. «Студие тухсан хытăрах кăшкăрăр, ятлаçăр», — хушрĕç унта тăрăшакансем, коньяк та сĕнчĕç. Эпĕ хама тивĕçлĕ тытас терĕм, лăпланмалли эмел ыйтрăм. Надя та, амăшĕ те коньяк ĕçсе тухрĕç», — каласа кăтартрĕ Зинаида Киргизова.

Надя ывăлне пĕлтĕртенпе курман. Çак хушăра вăл тепĕр ача çуратнă. Халĕ 22-ри амăшĕ Шупашкарта тара илнĕ хваттерте хĕрĕпе тата ялтан килнĕ 16-ри йăмăкĕпе пурăнать. «Надя ывăлне тивĕçлĕ воспитани параймасть, ăна амăшĕн капиталĕ çеç кирлĕ. Ашшĕ-амăшĕн шкулне çÿренĕ чухне каланăччĕ: Шупашкарта 80 ытла мăшăр пĕчĕк ача çемьене йышăнма черетре тăрать, Ярик пек ÿсĕмрисене чылайăшĕ илме хатĕр. Ярослав ырă çынсен аллине лексен чунра та çăмăлланĕччĕ. Вăл интернатра мар, кил ăшшине туйса ÿснĕ ача, садике çÿренĕ, тавçăруллă та лăпкăскер. Кайран та, урăх çемьене парсан, хутшăнас килет унпа, май пур таран пулăшăттăмăр», — çапла ĕмĕтленет Зинаида Киргизова.

«Эсир пире мирлештертĕр!»

Пĕрремĕш канала кайса «чапа тухнă» хыççăн Зинаида Киргизова патне больницăна тăтăшах комисси килнĕ. Ачана реабилитаци центрне илсе кайма сĕннĕ. «Унта 4 çултан иртнисене çеç вырнаçтараççĕ вĕт», — хирĕçленĕ няня. «Сире вара ирĕк парăпăр. Эпир ачана ырă тăвасшăн», — ÿкĕтленĕ комисси. «Ачашăн тăрăшатăр тăк ăна ман çумрах хăварăр. Ярикăн амăшĕпе çырнă килĕшÿре /ăна нотариус алă пусса çирĕплетнĕ/ манăн ачапа больницăра выртма ирĕк пур. Ăна хамран уйăрас килмест. Кунта пире Çĕнĕ çулчченех тытĕç. Эпĕ мĕн чухлĕ кирлĕ — çавăн чухлĕ выртма хатĕр, маншăн Ярикпа юнашар пулни паха», — тенĕ Зинаида Киргизова. Тепрехинче министерствăран ачапа психологи тесчĕ ирттерме çитнĕ. «Опекăпа попечительлĕх органĕн ертÿçи мана ачаран уйăрас тесе темĕн те тума хатĕр, больницăран та кăларса перĕ тен. Ярославчик пĕччен юласран шикленетĕп. Вăл мансăр çывăрса та каяймасть. Эпир пĕр-пĕринпе питĕ çывăх. Вăл хамăн ача пекех», — пăшăрханчĕ няня.

Надежда Петровăпа телефонпа çыхăнма май килчĕ. Телекăларăмра вăл хăйĕн ывăлне курассишĕн, ăна хăйĕнпе пĕрле пурăнтарассишĕн çунакан амăшĕ пек курăнма тăрăшрĕ. Хăй вара больницăра пĕр уйăх ытла выртакан ачи патне те çитеймен!

— Эпĕ кайнă, анчах Зинаида Николаевна кашнинчех шăв-шав çĕклет, вăрçăнать, — тÿрре тухрĕ Надя.

— Эсир унпа мар, тухтăрпа калаçăр эппин, ывăлăрпа курнăçтарма ыйтăр. Кĕçех суда чĕнĕç сана. Ачи патне пĕртте килсе курман тесе сăмах тивĕ кайран, — сĕнтĕм амăшне.

— Каятăп, паянах çитетĕп...

Çамрăк хĕрарăм çапла каланине ĕненмерĕм. Кăлăхах. Надежда, чăнах та, манпа калаçнă хыççăн больницăна кайнă. Кун пирки Зинаида Николаевна шăнкăравласа пĕлтерчĕ. «Надя манран каçару ыйтрĕ. Ывăлĕпе курнăçрĕ, вылярĕ. Надьăпа эпир мирлешрĕмĕр. Куншăн «Çамрăксен хаçатне» тав тума хатĕр. Ытти хаçат, телекăларăм пире харкаштарчĕ кăна. Эпир халĕ Надьăпа пĕрле пуç вататпăр: Ярославчика лайăхрах пултăр тесен мĕн тумалла? «Ан ман: ăна çак çĕр çинче пурĕ виçĕ çын юратать: эсĕ, эпĕ тата манăн ывăл. Урăх никама та кирлĕ мар вăл», — терĕм Надьăна. Телекăларăм хыççăн ун патне иккĕмĕш сыпăкри тăванĕсем килнĕ те пулăшу сĕнес вырăнне: «Ну, каласа кăтарт йăлтах», — тенĕ. Мансăр пуçне ăна никам та ăнланмĕ, амăшне те, ытти тăванне те шанма çук. Уççи-хуппине тупас тесе чылай пуç ватрăмăр. Эпĕ Надьăна Çĕнĕ Шупашкарта хваттер тара илме сĕнтĕм. Хĕр пĕрчине садике черете тăратман-ха вăл, пепке вара кăрлачра 2 çул тултарать. Хам пата пропискăна тăратăттăм, юнашарах пурăнсан икĕ тĕпренчĕкне те пăхăттăм. Йăнăшасси такамăн та пулать. Кун пек чухне çынна тĕксе ямалла мар, пулăшмалла», — Зинаида Николаевнăн сăмахĕсем чуна пырса тиврĕç. Хăйне хур кÿрекене ырă тăвасшăн вăл. Çапла тума хистекенни — Ярослава чунран юратни, унăн пуласлăхĕшĕн пăшăрханни. Ачан шăпине хуçма парасшăн мар пысăк чунлă хĕрарăм. Çапла, вăл няня кăна, влаçрисем ăна «эсĕ никам та мар» теме, суда чĕнмесен те пултараççĕ. Анчах ачан пĕрремĕш утăмне никам та мар, Зинаида Николаевна курнă, «анне» тенине те вăлах илтнĕ, унăн кравачĕ умĕнче çĕрĕ-çĕрĕпе куç хупмасăр ларнă, чунне панă. Çакă вара саккунран пĕлтерĕшлĕрех мар-и? Пурнăçра çухалса кайнă Надьăна кам алă парĕ? Никам та мар — унăн ывăлне пăхакан хĕрарăм...

Алина ИЗМАН.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.