Комбат, Воля, МЧС... Хăшне, пике, суйлатăн эс?

13 Юпа, 2016

Коммунист, Патрон, Воля, Таксо, МЧС... Сăмах купи мар ку — çакнашкал хăйне евĕр хушма ятлă хусахсем Элĕк районĕнчи Мăн Кăканарта пурăнаççĕ. Паспортри ячĕ-шывĕпе калас тăк, тен, çынсем кам пирки сăмах пынине те пĕлмеççĕ. Акă, сăмахран, Алексей Еремеевăн килĕ ăçтарах вырнаçнипе кăсăклансан: "Кам Алексейĕччĕ-ха?" — тесе пуç ватрĕç. "Ермеç" тесенех вăл ăçта пурăннине тĕллесе яраççĕ. Пĕр-пĕрне хушма ятпа чĕннĕшĕн ялта никам та кÿренмест. Теприсен ăруран ăрăва куçнă вăл. Тĕслĕхрен, Александр Филипповăн ашшĕне ĕлĕкех Комбат тенĕ. Ывăлĕ çарта тăман пулин те пĕрех Комбат пулса юлнă.

Авланма укçи çук

Валерий Сысоев — Патрон, Александр Евдокимов — Пашков, Владимир Гордеев — Воля, Евгений Семенов — Шуле... Мĕнле кăна хушма ятлă çын çук-ши ку тăрăхра? Мăн Кăканара халăхра "хусахсен ялĕ" теççĕ, ахальтен мар ку: 30 çултан иртнĕ, çемье çавăрман арçынсем кунта — кил урлă. Ялта пурĕ 75 хуçалăх, вĕсенчен 10-а яхăнăшĕ хупă, дача евĕр çеç усă кураççĕ.

Коммунист хушма ятпа çÿрекен Николай Никифоровпа урамра паллашрăмăр. 50-ри арçын пĕртте авланман.

— Халĕ пасар саманинче пурăнатпăр вĕт. Мăшăр туянма укçа-тенкĕ çитмест, — шÿтлерĕ вăл.

— "Коммунист" ят мĕнле çыпçăнчĕ сан çума? — кăсăклантăм эпĕ. Малалла вулас...

Алина ИЗМАН.

Автор сăнÿкерчĕкĕсем.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.