Комментари хушас

23 Çĕртме, 2016

«Вĕлернĕ шăллăмсемшĕн те пурăнатăп»

Кĕтÿ хăваласа таврăнакан Людмила Васильевна чунне çăмăллатас тесе таса уй тăрăх утнă. Кунта чĕркуçленсе пĕтĕм вăйран кăшкăрса макăрма никам та чăрмантарман ăна. Харăсах икĕ шăллĕне çухатнă хыççăн аппăшĕн пуçĕ усăннă, çĕкленейми пулнă. Хĕрарăм кунран-кун хал чакса пынине, нишлĕ вилĕм ăна куçран пăхнине туйнă. Хуйхă çынна шалтан çапла тĕп тума пултарать иккен. «Эпĕ çут тĕнчерен кайсан 3 тĕпренчĕкĕме кам пăхĕ? Çук, манăн вилме юрамасть! Олегпа Гена шăллăмсем леш тĕнчерен курас тăк: «Аппа, мĕн хăтланатăн?» — тесе ятлĕччĕç. Эпĕ пурăнатăпах, çамрăклах çĕре кĕрсе выртнă пĕртăвансемшĕн те, хамшăн та...» — таса уйра чĕркуçленнĕ Людмилăна çак шухăш пăраланă. Умра, темиçе метрта, çырма пек — Людмилăна ун урлă каçнăн туйăннă, ÿт-пĕвне вăй кĕнине сиснĕ. Тинех вăл пуçне çÿлелле çĕклесе тÿпенелле пăхайнă.

Ăман илме манман тăк...

Канаш районĕнчи Хурамалти Игнатьевсен çемйинче 7 ача, 3 хĕрпе 4 ывăл, ÿснĕ. Ашшĕпе амăшĕ яшсене пурне те салтака юрăхлă çитĕнтернĕ. Мурманскра çарта тăнă Олег çав хуларах тĕпленме шухăшланă, ОМОНа службăна кĕнĕ. Çулла отпускра вăл яла таврăннă. Икĕ çул аслăрах пиччĕшĕпе Генăпа вĕсем уйрăлми çÿренĕ. Тăван килте пурăннă пĕр уйăх хăвăрт иртнĕ. Олегăн Мурманска таврăнма вăхăт çывхарнă, пуйăса ларма билет та туяннă вăл. Анчах ыран каймалла тенĕ чухне, 1997 çулхи утă уйăхĕн 21-мĕшĕнче, пиччĕшĕпе шăллĕ хурахсен аллине лекнĕ.

Олег инçе çула тухас умĕн Сителти /Канаш районĕ/ тусĕсемпе Игорьпе тата Сергейпа тĕл пулма, пĕрле пулла кайма, мунча кĕме калаçса татăлнă. «Ачам, ОМОН тумне ялта ан тăхăн-ха», — амăшĕ çапла каланине ывăлĕ шута хуман. Çар тумĕ кирек епле яша та килĕшет мар-и?

Сител пĕви — вăрман варринче, кунти тавралăх тăватă яша илĕртнĕ. Ак тамаша! Ăман илме маннă иккен. Эх, пулăçсем... Гена кăпшанкă патне каялла кайнă хушăра Олег ăна çырмара кĕтсе ларнă. Çав ăмана манса хăварман тăк юлташсем чип-чиперех пĕве хĕррине çитĕччĕç, вĕсем вăрмана кĕрсе кайнине никам та курса юлмĕччĕ. Пурнăçри вак-тĕвек те ăнсăртран мар çав.

Милици тумĕ уртарнă

«Кăнтăрла иртсен пĕр грузовик пулла каякансен тĕлĕнче чарăннă. Вутă сутса темиçе кун эрех ĕçнипе пуçне минретнĕ арçынсемпе çамрăксем кузов çинчен сиксе аннă та тавлашу пуçарнă, хайхискерсене хĕнеме тытăннă. Хурахсен ушкăнĕнче тĕрмерен тин кăна тухнă арçын пулнă, Олег çинчи милици тумĕ ăна вăкăр умĕнче хĕрлĕ пусмапа сулкалашнă евĕрех уртарнă. Итлемерĕ анне каланине, ОМОН тумне хывмарĕ... — мĕн пулса иртнине каласа кăтартрĕ Людмила Васильевна. — Олегпа Гена хăйсене мĕншĕн хĕненине, мĕн пулса иртнине ăнланса та юлаймарĕç пулĕ. Вĕсен юлташĕсем кăштах тĕккелешнĕ те хăранипе шĕшкĕ айне пытаннă. Олег карате ăсталăхне алла илнĕччĕ, хура пиçиххиччĕ унăн. Вячеслав Тимофеев тренер патне хамах илсе кайнăччĕ ăна. Каратистсене тăшмана çапма вĕрентмеççĕ-ши вара? Хăйне хĕнекенсене Олег алăран тыта-тыта пенĕ, лешсен аллисем кăн-кăвак пулни çирĕплетет çакна. Сехет çурăна яхăн çапăçнă вĕсем. Кайран Олега хыçалтан пырса кузов çинче выртакан тимĕрпе пуçĕнчен çапнă, урăх вăл хÿтĕленеймен. «Ан вĕлерĕр-ха!» — Гена çавăн чухне питĕ хытă кăшкăрнă, унăн сассине Сителте те, фермăра ĕçлекенсем те илтнĕ. Игорьпе Сергей мулкач пек чĕтресе выртнă. Судья вĕсенчен ыйтнине астăватăп: «Эсир иксĕр те çарта пулнă. Мĕншĕн юлташăрсене хÿтĕлеймерĕр? «Атьăр çапăçмастпăр», — тесе мĕншĕн уйăрса ямарăр е яла пулăшу ыйтма чупмарăр?» «Пире хупăрласа илчĕç, эпир ниçта та каяймарăмăр. Пире хамăра та вĕлеретчĕç», — хуравларĕç вĕсем. «Юлташ» теме чĕлхе çаврăнманскерсем вĕçне çитичченех йăлт курса выртнă. Шăллăмсене хаяррăн хĕненĕ. Вĕсем тăн çухатсан флягăри шыва сапнă, «Игнатьевсем «живучий», — тесе темĕн тĕрлĕ те нушалантарнă, грузовикрен çыхса уй тăрăх та сĕтĕрнĕ... Юлашкинчен вĕсене çунтарса тĕп тума шухăшланă. Анчах бензин пĕтнĕ май пушмак кантри кăна çуннă. Хурахсем яла бензин патне кайсан шĕшкĕ айĕнчи «мулкачсем» тухнă, фермăран лаша илсе килсе этем сăнĕ юлмиччен хĕненĕ шăллăмсене урапа çине тиенĕ. Анчах яла çитсе ĕлкĕреймен — грузовикри пусмăрçăсене тĕл пулнă. «Милицие пĕлтерĕр тульккăш — пурсăра та вĕлеретпĕр, килĕр-çуртăра çунтарса яратпăр», — тесе шутсăр хытă хăратнă».

Васкавлă медпулăшу чĕнмен

Ял вĕçĕнче пурăнакан Игорь вилесле выртакан Олегпа Генăна хăйĕн килне илсе кĕнĕ. Ун чухне вĕсем чĕрĕ пулнă, Гена хăрăлтатса сывланă. Чĕп-чĕр юн выртаканскерсене курсан Игорьĕн ашшĕ-амăшĕ хăранипе ниçта кайса кĕреймен, анчах ывăлĕ вĕсене васкавлă медпулăшу чĕнме ирĕк паман. Çур çĕр иртсен Гена хăрăлтатма пăрахнă. Вара тин Игорьĕн ашшĕ милицире ĕçленĕ ялти пĕр арçын патне чупнă. Васкавлă пулăшу Генăна кирлĕ пулман ĕнтĕ — вăл вилнĕ, Олега больницăна илсе кайнă.

«Ман пата Юрий Иванович шăнкăравларĕ, мĕн пулнине тÿрех каламарĕ: «Те сирĕн шăллăрсем ĕнтĕ... Пĕри вилеймен-ха», — терĕ. Ирхине. Ял халăхĕ ĕне сăвать. Коля, манăн упăшка, больницăна кайрĕ, эпĕ — Сителе. Игорьсен картишĕнче çынсем уласа макăрнине илтрĕм. «Пирĕн Гена ан пултăрах...» — тесе кĕтĕм. «Çын умĕнче нихăçан та кăшкăрса ан йĕр, çăвара ал шăлли чик», — тахçан анне çапла каланине аса илтĕм те кантра çинчи ал шăллипе тутана хупларăм, ăшра питĕ хытă уласа макăртăм. Шалалла иртсен пĕлтĕм: пирĕн Гена! Пĕр тирĕк юн ларнине асăрхарăм, кайран та Генăна хускатсан çăварĕнчен юн палкаса тухрĕ. Олег тепĕр çур кунран вилчĕ. Ăш-чикĕ унăн йĕркеллех пулнă. Ăна операци тума Шупашкартан тухтăрсем çитнĕ. Анчах пуç мими юхса тухнăскере çăлса хăварайман», — хăрушă куна аса илчĕ Людмила Васильевна.

Мунчари икĕ лĕпĕш

«Аттепе аннене мĕнле пĕлтерес?» — Людмила Васильевнăна çак ыйту пăшăрхантарнă. Хура кĕпе тăхăнса вăл упăшкипе пĕрле Хурамала кайнă. Амăшĕ ывăлне Мурманска ăсатиччен мунча хутса кĕртме хатĕрленнĕ, яшка пĕçернĕ. «Мунчаран икĕ лĕпĕш, питĕ хитрескерсем, вĕçсе тухрĕç... Тĕлĕнмелле, ăçтан тупăннă вĕсем? Эсĕ мĕншĕн хура кĕпе тăхăннă?» — ырă мара сиснĕ Суйкка аппан чунĕ. «Лар-ха, калаçмалли пур. Пирĕн ачасемпе... инкек. Гена вилнĕ, Олег чĕрĕ. Ăна сыватаççех», — пĕлтернĕ аслă хĕрĕ. Анчах сăмаха темĕнле асăрханса каласан та «вилнĕ» тенинчен хăрушăраххи нимĕн те çуках.

Пÿртре — икĕ тупăк. Унта — 25 çулти Олегпа 27-ри Гена, ашшĕ-амăшĕн юратăвне туйса ÿснĕскерсем, çут тĕнчене телей курма килнĕскерсем. Ял çыннисем тĕлĕннипе хытса тăнă: «Мĕнле лайăх ачасемччĕ, нихăçан никампа çапăçса çÿремен. Мĕншĕн çапла хăтланчĕç вĕсемпе?» «Ма каларăм-ши иксĕре те харăс авлантаратăп тесе?!» — тупăксем тавра çаврăна-çаврăна йĕнĕ амăшĕ. Пĕр ывăлне пырса ыталанă, теприне... Ÿтне, сăн-питне пăхма хăрушă пулин те хăйĕн ачисем-çке. Ашшĕ ниçта кайса кĕрейменнипе пахчара упаленнĕ. Вăл та çавăн чухне чутах вилмен. Хайхискере вăкăр вĕренĕ-качки таçта çитиех сĕтĕрнĕ. Ăна васкавлă медпулăшупа больницăна илсе кайнă.

«Халăх килчĕ — тĕнчипе! Урамра иртме çук. Мурманскран та çитрĕç, масар çинче залп пачĕç. Шăллăмсене пĕр шăтăка пытартăмăр.

Аннене хытă сыхларăмăр, ухмаха тухса каясран хăрарăмăр. Вăл ларатчĕ те темĕнччен маччаналла тинкеретчĕ. Пĕр эрне нимĕн те çимерĕ, кашăкпа сĕт ĕçтертĕмĕр. Тухтăрта ĕçлекен шăллăм ăна укол туса тăчĕ. Хуйха пула аттепе анне пусăрăнчĕç, пурсăмăра та хуçса хăварчĕ ку синкер.

Олегпа Генăна вĕлерекенсене çийĕнчех тытса чарчĕç. Грузовикра пурĕ 12-ĕн пулнă, 7-шне тĕрмене хупнă, ыттисене тăванĕсем «çăлса» хăварнă тен. Суд часах пулмарĕ. Аслăраххисене 20 çуллăха тĕрмене хупрĕç, çул çитменнисене — 10 çултан сахалрах срок пачĕç. Судра пĕрисем кулкаласа ларни халĕ те куç умĕнчех, вĕсен ашшĕ-амăшĕ пирĕнтен каçару ыйтмарĕ. Теприсем ÿкĕнчĕç. Грузовикри хурахсен ушкăнне ăнсăртран лекнисем те пулнă, вĕсем, тен çапăçман та. Анчах хирĕçĕве чарманшăн вĕсене те айăпланă. Халĕ хăшĕ-пĕри ирĕке тухрĕ ĕнтĕ. Пирĕн кил умĕпе иртсе каяканскерсене «Эсир çĕр пичĕ тăрăх утатăр, Генăпа Олег тăпра айĕнче выртаççĕ», — темесĕр чун чăтмасть. Пуçне пĕксе утаççĕ вара. Çитес çул ку инкек пулнăранпа 20 çул çитет, ыттисем те тĕрмерен тухĕç. Ялта йăлтах йĕркеллĕ пултăрччĕ çеç. Çав ял тĕлĕнче ĕлĕкех хура юпа ларнă, çын вĕлерекенсем пурăннине пĕлтернĕ çакă», — чунне уçрĕ Людмила Тарасова.

Хура тутăрне салтма ыйтнă

«Тĕшмĕш таврашне питĕ ĕненекен çын мар эпĕ. Анчах пурнăç темĕн те кăтартать. Шăллăмсем вилни 40 кун та çитменччĕ-ха. Эпĕ çĕрулми шуратса лараттăм. Килте никам та çукчĕ. Генăпа Олег çывăрма юратакан пĕчĕк пÿрт чÿречинчен сасартăк кушак кантăкĕ-качки вăркăнчĕ. Кам печĕ кушака? Нимĕн те калаймастăп. Ларнă чухне такам ĕнсерен тытнă пек туйăнатчĕ. Тен, Олегпа Гена теме систереççĕ? Пĕлĕшĕмпе канашларăм. «Сĕтел çине шывпа çăкăр лартнă-и?» — ыйтрĕ вăл. Ара, чăнах та, лартман çав», — калаçрĕ хуйхă тÿснĕскер.

Пĕррехинче амăшĕ патне тĕлĕке Гена килнĕ: «Анне, пĕрмай хура тутăрпа ан çÿре-ха», — ыйтнă яш. Зоя Ивановна çакăн хыççăн тин, ывăлĕсене пытарнă хыççăн çулталăк иртсен, хура тутăрне салтнă, Людмила Васильевна та ун хыççăн тĕксĕм кĕпине хывнă.

Пысăк хуйхă хыççăн амăшĕ тăватă çул та пурăнайман, ашшĕ — тепĕр 7 çултан çĕре кĕнĕ. «Анне суккăрланчĕ, ăна малтанах атте пăхрĕ, кайран хăй те халсăрланчĕ. Вĕçĕмех е аллине, е урине хуçатчĕ. Йăмăк-шăллăм аннене пăхма хăйсем патне илсе каясшăнччĕ. Эпĕ Шăхасана илсе килтĕм. Аннен кашни хусканăвне ăнланаттăм. Чунпа çывăхчĕ эпир. Шкулта учительте ĕçленĕ май кашни урок хыççăн ăна киле-киле пăхаттăм. Сĕм-суккăрах марччĕ вăл, юпа курнине калатчĕ. Куçне операци тумарĕç — чĕри тÿсеймест-мĕн. Пĕр кунхине кравать çинче лараканскер: «Юпа çук. Çутă сÿнчĕ. Маншăн пурнăç пĕтрĕ», — терĕ. Кайран çиме пăрахрĕ. Вар-хырăмне мĕн те пулин кĕтĕр тесе чăмласа хыптараттăм. Анне Шăхасанта çуралнă. «Унăн тăван килĕнчех канлĕх тупас килет ĕнтĕ. Атя унта илсе каятпăр», — çине тăчĕ шăллăм, васкавлă медпулăшу машини килсен хирĕçлемерĕм. Аннене матраспа йăтса тухрĕç. Темиçе кунран вăл хаш! сывласа çăмăллăн вилчĕ, 72 тултарайманччĕ хăй. Яштака, хитре кĕлеткеллĕччĕ анне. Тупăка вырттариччен ÿтне хамах çурăм, анчах вăл çемçе пулни сисчĕвлентерчĕ: ку 40 кунччен тепĕр виле пулассине систерет. Чăнах та, тепĕр икĕ эрнерен иккĕмĕш сыпăкри пичче çут тĕнчерен уйрăлчĕ. Вăл аннене питĕ юрататчĕ, ăна пытарнă чухне пĕрле шăтăка сикме хатĕрччĕ. Аннене пушăн 8-мĕшĕнче пытартăмăр. Шыв шарласа юхать, пур-пĕрех тупăка масара çитичченех йăтса кайрĕç. Ял-йыш ăна питĕ хисеплетчĕ. Колхозра ĕçлекенсем: «Суйкка аппа паян тухмарĕ, унсăрăн кичем», — тетчĕç. Пирĕн пата Хурамала тăвансен ачисем Сителтен ятарласа шаркку çиме лашапа пыратчĕç, анне пĕçернĕ апата ытараймастчĕç. Вăл питĕ хитре юрланă, ялта туй пулсан халăх ăна курассишĕнех пуçтарăннă, анне Вера Кузьмина артисткăпа, Тамара Чумаковăпа пĕрле вĕреннĕ. Эпĕ те унран нумай юрă вĕренсе юлтăм, юрăсен пуххине кăлартăм. Атте те питĕ кăмăллăччĕ, вăл та вилес умĕн çулталăк çурă вырăнпа выртрĕ. Ăна та хамах пăхрăм», — те çемьере асли пулнă май яваплăха ытларах туйнă Людмила Васильевна.

Чăваш чĕлхи учителĕнче ĕçленĕ чухне вăл Çеçпĕл Мишшин вилтăпри çине, Украинăри Остер хулине, çитнĕ. Чиркÿ настоятелĕпе Владимир аттепе куçа-куçăн калаçнă чухне алли витĕр темĕнле япаласем явăнса тухнине курнă, хăйне, шап-шурăскере, айккинчен пăхса тăнăн туйăннă. Киевра мăнастирте çÿрени те çăмăллăх кÿнĕ ăна. Вăл нихăçан манăçми хуйха çĕнтерме вăй-хал тупнă. Икĕ ывăлне çухатнă ашшĕ-амăшĕ вара куляннипех сывлăхсăр юлнă.

Олега вĕлериччен малтанхи кун амăшĕ гитара каласа юрлама ыйтнă. Сирень тĕмми айне ларса «Пĕррехинче çурхи лăпкă каç» юрра шăрантарнине Зоя аппа мĕн виличчен аса илсе пурăннă. Кайран çав юрăпа Людмила амăшне йăпатнă.

Алина ИЗМАН.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.