Алина ИЗМАН

16 Çĕртме, 2016

Пĕччен хĕрарăм патне упăшкуна ан яр ĕçлеме

Ялта пĕччен хĕрарăма пурăнма йывăр, арçын аллисĕр хуçалăх юхăнать. Анчах мăшăрлисене те çăмăлах мар, мĕншĕн тесен «хусах маткасем» çемьеллĕ арçынна пĕр-пĕр ĕç тума чĕнеççĕ, кайран ĕçтереççĕ-çитереççĕ, укçа параççĕ кăна мар, юнашар та вырттараççĕ.

9 Çĕртме, 2016

Лашана та воспитани памалла

Хула хĕрĕ яла лаша фермине ĕçлеме кайни ăнсăртлăх та, тĕлĕнтермĕш те мар — Марина Никольскаян чунне çак чĕрчун çывăх. «Пĕрисем — йытă, теприсем кушак юратаççĕ. Эпĕ вара — лаша. Элĕк районĕнчи Мăн Ямашра пурăннă асанне ĕмĕр тăршшĕпех лашасемпе ĕçленĕ, вăрçă вăхăтĕнче Свердловска лав турттарнă.

9 Çĕртме, 2016

Хаярлăх çуратакан мультфильмсем

Кукамăшĕ лавккана апат-çимĕç патне тухсан 5-ри мăнукне хваттерте пĕчченех хăварнă. «Винкс» мультфильм пăхнă хыççăн хĕрача хăйне çунтарса янă. Унăн кĕлеткин 50% пиçсе кайнă. Йывăр сурансене пула Соня Подольская чутах вилмен. Ăна çăлса хăварассишĕн тухтăрсем çине тăрса кĕрешнĕ.

9 Çĕртме, 2016

Çил-тăвăл алхассан пÿрт чĕтренет

Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Штанашри çамрăках мар хĕрарăм барак умĕнче хурăн вуттине çурнине асăрхасан çывăхарах пытăм. Тин кăна çăва тухрăмăр — мĕн тума кирлĕ ăна вутă? Мунча хутма-ши? Газ кĕртнĕ хыççăн хăшĕ-пĕри вутă хăçан çурнине те манма ĕлкĕрчĕ пулĕ.

3 Çĕртме, 2016

Нумай ачаллисене - пулăшу

Çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти çул çитменнисен реабилитаци центрĕнче Ачасене хÿтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери куна халалласа йĕркеленĕ уява хутшăнчĕ. Ăна центр директорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Ольга Еремина, картишĕнче зарядкăна тăнă ачасем кĕтсе илчĕç.

Pages