Комментари хушас

3 Çĕртме, 2016

Нумай ачаллисене - пулăшу

Çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти çул çитменнисен реабилитаци центрĕнче Ачасене хÿтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери куна халалласа йĕркеленĕ уява хутшăнчĕ. Ăна центр директорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Ольга Еремина, картишĕнче зарядкăна тăнă ачасем кĕтсе илчĕç.

Малтанах Михаил Васильевич реабилитаци центрĕпе паллашрĕ. Паянхи кун ăнăçсăр çемьесенчи 3-18 çулсенчи 17 ача пурăнать: пĕрисем — 3-4 уйăх кунта, теприсем — çулталăк. Çуллахи вăхăтра кăнтăрлахи лагерь ĕçлет, унта 40 ача çÿрет. Михаил Игнатьев общество пурнăçĕнче хастар нумай ачаллă çемьесемпе тĕл пулчĕ. «Кашни ачана — Чăваш Ен пулăшăвĕ» темăпа йĕркеленĕ «çавра сĕтеле» ЧР ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министрĕ Сергей Димитриев ертсе пычĕ, унта республикăри ачасен прависене хÿтĕлекен уполномоченнăй Вячеслав Рафинов хутшăнчĕ.

Михаил Игнатьев Чăваш Енре нумай ачаллă çемьесен йышĕ хутшăннине палăртрĕ. Вĕсене патшалăхран пулăшу парас ĕçе республика правительстви туллин пурнăçлать. Юлашки 4 çулта демографи лару-тăрăвĕ лайăхланнине, нумай пурăнакансен хисепĕ ÿснине каларĕ Михаил Васильевич. Тăлăхсене çемьесене вырнаçтарассипе те ÿсĕмсем тунă, ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнă ачасен йышĕ чакнă.

«Çавра сĕтеле» хутшăннисем çемье ăнăçĕвĕпе паллаштарчĕç, ачисем çинчен каласа кăтартрĕç. Тĕлпулура хăйсене хумхатакан ыйтăва уçăмлатрĕç кăна мар, вĕсене влаçрисем май пур таран пулăшма шантарчĕç.

Уява килнĕ сахал тупăшлă кил-йышри ачасене пылак çимĕçпе хăналарĕç, парнепе хавхалантарчĕç.

Алина ИЗМАН.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.