Алина ИЗМАН

26 Чÿк, 2015

Çĕнĕ ятсем уçрĕ “Асам"

Кино курма юратман çын çук та пулĕ. Пирĕн вара, чăвашсен, хамăр çинчен ÿкернĕ, тăван халăх йăли-йĕркипе, культурипе, пурнăçĕпе çыхăннă пахалăхлă картинăсене пăхас килет.

19 Чÿк, 2015

Хура кушак каçса кайсан...

Çăхав... Сăмахĕ мĕне тăрать? Çан-çурăма сив шатри кăларать. Элĕк районĕнчи Чăваш Сурăм шкулĕн директорĕ Зоя Васильева тĕлĕшпе те юлашки вăхăтра, тĕрĕсрех каласан, иртнĕ суйлавра районти депутатсен пухăвĕн депутачĕ пулса тăнă хыççăн, çине-çине çăхав çыракансем тупăннă.

12 Чÿк, 2015

Этеме хĕрхенни - тĕрĕс туйăм, анчах унпа ултавçăсем те усă кураççĕ

24 çул... Вăй-хал çăл куç пек тапса тăрать, çанă тавăрса чуна парса ĕçлемелли тапхăр. Уйрăмах çемьеленме ĕлкĕреймен пулсан мĕн пур вăхăта ĕçе халаллатăн.

12 Чÿк, 2015

“Ротăра çуррине яхăнăшĕ чăвашчĕ”

Тутар Республикинчи Çĕпрел районĕнчи Кивĕ Чакăра çуралнă Олег Токмаков ÿссе каччă пулнă вăхăтра пирĕн çĕршыв çарĕн салтакĕсем Чечня вăрçинче юн тăкнă. 1995 çулта шкултан вĕренсе тухнă хыççăн, шăпах Çимĕк уявĕнче, ун патне çара каймашкăн повестка килнĕ - тăван килпе ыранах сыв пуллашмалла.

29 Юпа, 2015

Судран суда çÿрет тăлăх, е Красноармейскинчи “хăтлăх стандарчĕсем” çинчен

Красноармейски салинчи Васильев урамĕнче çĕнĕ çурт хута каясса кĕтеççĕ. Малтанах ĕçсене çулла вĕçлессе шантарнăччĕ. Кăçалхи çурлан 17-мĕшĕнче тунă контрактпа килĕшÿллĕн 2015 çулхи юпан 30-мĕшĕнче çурта пурăнма юрăхлă туса çитермелле. Унта 7 тăлăха хваттер уççи пама палăртнă.

Pages