Тутар Республикинчи Çĕпрел районĕнчи Кивĕ Чакăра çуралнă Олег Токмаков ÿссе каччă пулнă вăхăтра пирĕн çĕршыв çарĕн салтакĕсем Чечня вăрçинче юн тăкнă. 1995 çулта шкултан вĕренсе тухнă хыççăн, шăпах Çимĕк уявĕнче, ун патне çара каймашкăн повестка килнĕ - тăван килпе ыранах сыв пуллашмалла.