Алина ИЗМАН

27 Çурла, 2015

Дмитрий СМИРНОВ: “Вăя ниçта хураймастăп”

Вăл 22 çеккунтра 16 тонна таякан автобуса 15 метр таран куçарать, 410 килограмм таякан "кĕвентене" çĕклет, 140 килограмм таякан пĕрене, 150 килограмлă "Атлас чулĕ" /бетон шар/, 130 килограмлă "Аполлон тĕнĕлĕ" /снаряд/ йăтать... Пауэрлифтинг енĕпе тĕнче спорт мастерĕ Дмитрий Смирнов пекки Атăлçи тăрăхĕнче те çук.

20 Çурла, 2015

Ачана шкула яма мĕн чухлĕ укçа кирлĕ?

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланиччен эрне ытларах кăна юлчĕ. Ăна 1-мĕш класа каякансем уйрăмах чăтăмсăр кĕтеççĕ. Ашшĕ-амăшĕн те пăшăрханмалли чылай: кĕске вăхăтра мĕн кирлине йăлтах илсе çитермелле. Ачана шкула ямашкăн мĕн чухлĕ укçа кирлĕ?

20 Çурла, 2015

“Арăма икĕ аллăмпа ыталасчĕ”

Рулĕ умне ларса хирелле вĕçтернĕ май хăрах алăллă /вăл та пулин кăлтăк/ трактористăн пуçне мĕнле шухăшсем кĕнине пĕлейместĕп, анчах чунĕ юрланине пĕр иккĕленмесĕрех калатăп. Улатăр районĕнчи Çĕнĕ Эйпеçри Андрей Еливанов сусăррине пăхмасăр тулли пурнăçпа киленме, ĕçлеме пултарать.

20 Çурла, 2015

Кама шанатпăр сывлăха, е Мăн Ямашри сиплевçĕ çинчен

Мĕн ĕлĕк-авалтанах вĕрÿ-суруçа ĕненнĕ. Халĕ те çаплах, тухтăр сиплеймен чир-чĕре сыватма ăрăмçă патне каяççĕ. Нуша килсен пуçа пушмак тăхăннă тет. Çапла, хăрушă амака пула çĕçĕ айне кĕрсе выртиччен карчăк патне кайни лайăхрах тесе шухăшлать хăшĕ-пĕри.

13 Çурла, 2015

Улталамасан сутуçăн ыйхă та килмест-ши?

Кунта кунĕпех çын хĕвĕшет. Пĕрисем илеççĕ, теприсем сутаççĕ... Сентресем çинче мĕнле кăна тавар çук-ши? Куç умне чи хитрисене кăларса хунă та ÿкерчĕк çинчи пекех астараççĕ. Акă эпир, хаçат корреспонденчĕсем, унта та кунта темĕн шыраса утакан халăхпа пĕрлешсе кайрăмăр. Тавçăртăр пулĕ - эпир пасарта.

Pages