Ачана шкула яма мĕн чухлĕ укçа кирлĕ?
Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланиччен эрне ытларах кăна юлчĕ. Ăна 1-мĕш класа каякансем уйрăмах чăтăмсăр кĕтеççĕ. Ашшĕ-амăшĕн те пăшăрханмалли чылай: кĕске вăхăтра мĕн кирлине йăлтах илсе çитермелле. Ачана шкула ямашкăн мĕн чухлĕ укçа кирлĕ?
Шупашкарта пурăнакан Герасимовсем те аслă хĕрне Марийăна кăçал шкула яма хатĕрленеççĕ, ахальлине мар, 14-мĕш кадет шкулне. Пĕлетпĕр ĕнтĕ, кунта çирĕп йĕркене пăхăнмалла, вăл шутра çи-пуç тĕлĕшĕнчен те. Кадет тумне çуркуннех саккас панă вĕсем, ăна Хусанта çĕлеççĕ. Уявра-мĕнре тăхăнмаллисене - шурă кĕпе, перчетке, аксельбант, тĕксĕм кăвак кительпе юбка, галстук, пилотка - çуллах хатĕрленĕ ĕнтĕ, пурĕ 6 пин тенкĕ тÿленĕ. Çĕвĕçсем шантарнă тăрăх, ку çи-пуç тăватă çула çитмелле, ăна саппаспа çĕленĕскере пысăклатма май пур иккен. Кашни кунхи тумтир - кăвак кĕпепе /320 тенкĕ/ хура юбка /500 тенкĕ/. Спорт тумĕ те класра пурин те пĕрешкел пулмалла. Ăна Шупашкарти фабрикăра çĕлеттереççĕ, куншăн 2 пин тенкĕ тÿлемелле. Кадетсен уроксемсĕр пуçне те заняти чылай. Акă каратэ ушкăнне çÿремешкĕн кимоно валли 1500 тенкĕ уйăрнă. Кайран, вĕренÿ çулĕ пуçлансан, бал ташши валли кĕпе çĕлетме тивĕ. Унта мĕн чухлĕ укçа памаллине хальлĕхе пĕлмеççĕ-ха. Атă-пушмакпа та тăкак сахал мар: чи йÿнĕ кроссовка та 550 тенкĕрен кая тăмасть, чешка - 100 тенке яхăн, икĕ мăшăр пушмак - 3 пин тенкĕ. Пĕр мăшăр колготка çителĕксĕр, 3-4 та кирлĕ вăл, пĕрин хакĕ - 200 тенкĕ. Шкул сумкине уйрăмах тĕплĕ суйланă, вăл çурăм шăммишĕн сиенсĕр, йăтмашкăн меллĕ пулмалла-çке. Кун валли 2500 тенкĕ кăларса хума та шеллемен. Ĕç тетрачĕсемшĕн çуркуннех 1500 тенкĕ тÿлесе хунă. Çавăн пекех класра юсав ирттерме, шкап çĕнетме, куллер туянма пурĕ 2500 тенкĕ панă. Канцтаварсен списокĕнче - 33 хатĕр. Вĕсене пурне те туянайман-ха, сахалтан та 1000 тенкĕ кирлех.
Тăкаксен статйинчи тепĕр тĕп япала - кĕсье телефонĕ. Вăл ачана кăна мар, чи малтан уншăн пăшăрханакан ашшĕ-амăшĕшĕн кирлĕрех. Машăн вăл садике çÿренĕ чухнех пулнă /амăшĕ хăйĕнне киввине панă/. Халĕ 1-мĕш класа кайма пуçтарăнаканскер хăйĕн валли планшет ыйтать. Туянмалла-и, çук-и - хальлĕхе шухăшлаççĕ-ха. Çуллах Маша валли вĕренÿ вырăнĕ хатĕрленĕ, 6 пин тенкĕлĕх ятарлă сĕтел вырнаçтарнă.
Сентябрĕн 1-мĕшне шурă бантсăр епле каяс? Тепĕр 200 тенкĕ кăларса хумаллах. Чечек çыххисĕр те уяв - уяв пек мар. Пасарта ăна вăтамран 300 тенкĕпе туянма пулатех. 1-мĕш класа каймашкăн Мария Герасимовăна пурĕ 22600 тенке яхăн кирлĕ. "Тăкаксене харăссăн мар, пĕчĕкшерĕн саплаштарса пытăмăр, çавăнпа пит пысăкки курăнмарĕ. Халĕ, шутласан, чăнах та, нумай пек", - тĕлĕнет ашшĕ-амăшĕ.
Кадет шкулне кашниех лекеймĕ - ку тĕрĕсех. Ачан ăсĕ-тăнне кăна мар, ăнăçлă, тулли çемьере ÿсни те пĕлтерĕшлĕ. Марийăн ашшĕ - МЧС сотрудникĕ, амăшĕ - библиотекарь, халĕ кĕçĕннипе - декретра. Кил-йыш бюджечĕ пуянах мар, çапах хĕрне вĕрентессишĕн укçа хĕрхенмеççĕ.
Ÿркенмесен, шырасан бюджета перекетлеме те пулать. Анчах йÿнни йÿнеçтерет тени те тĕрĕсех.
Хитре, капăр тăхăнса шкулалла каякан ачасене пăхсан чун хăпартланать. Халĕ ĕнтĕ вĕсем ашшĕ-амăшне лайăх паллăсем илсе, хăйсене йĕркеллĕ тытса савăнтарччăр.
Алина ИЗМАН.