Суту-илÿ центрĕсем халăха темĕнпе те илĕртеççĕ: япала туянатпăр, кино куратпăр, кафере ларатпăр… Çакăнтах инкек пуласси пирки шухăшлатпăр-и-ха? Сăмахран, тăрук пушар тухасси е террористсем ярса илесси пирки. Телее, пирĕн республикăра ку енĕпе пурнăç лăпкă. Çавăнпа унта-кунта хăрамасăрах тухса кĕретпĕр. Мегаполиссенче вара, Мускавра тĕслĕхрен, суту-илÿ центрĕсенче бомба хуни çинчен тăтăшах суя хыпар пĕлтереççĕ. Икĕ çул каялла хам та ун пек лару-тăрăва лекнĕччĕ.
Ĕлĕкрех кашни совет гражданинĕ «манăн милици мана хÿтĕлет» тесе çирĕппĕн калама пултаратчĕ. Паян, сăмахран, Вăрмарсем полици хÿттине туяççĕ-и? Çак ыйтăвăн хуравне шыраса çула тухрăмăр. Малалла вулас...