Комментари хушас

4 Çурла, 2017

Çула тухрăм троллейбуспа…

Халăх тĕп хулари транспорт реформи пирки мĕн шухăшлать?

Шупашкар хула пуçлăхĕ Алексей Ладыков муниципалитет маршручĕсене хупасси тата ку тытăма улшăнусем кĕртесси çинчен калакан йышăнăва алă пуснă хыççăн çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнчен 34, 36, 49, 65-мĕш маршрутсене пăрахăçланă, ытти çĕнĕлĕхе вăя кĕртнĕ. Çапла майпа тĕп хулара общество транспорчĕпе çыхăннă реформа пуçламăш утăмсем тăвать…

Вăхăт çитрĕ

Шупашкарти пассажирсене илсе çÿрекен транспорт тытăмне улшăнусем кĕртес енĕпе пĕлтĕрех документсем хатĕрлеме пуçланă. Экспертсем тĕп хулари маршрутсен сетьне тишкернĕ, халăх шухăшне ыйтса пĕлнĕ.

Тĕпчевсем муниципалитетсен хушшинчи маршрут автобусĕсен шучĕ пысăккине çирĕплетнĕ. Статистика çавăн пекех Шупашкарăн тĕп урамĕсенче муниципалитетсен хушшинчи тата хула транспорчĕсем 75 маршрутпа пĕр харăс çÿренине кăтартнă. Лару-тăрăва çавăн пекех хула тăрăх çÿрекен автобуссемпе троллейбуссем йышли те кăткăслатать: тĕслĕхрен, чукун çул вокзалĕ патĕнчен 28 троллейбус тата автобус иртет. Кунсăр пуçне пĕр маршрутпа 17 единицăна яхăн пĕчĕк автобус /е маршрутка/ çÿрет. Çакă, экспертсен шухăшĕпе, «сывă» конкуренцие сиенлет тата çулсем çинчи хăрушсăрлăх шутне витĕм кÿрет.

Шупашкарта общество транспорчĕн шучĕ нумаййине статистика тĕпчевĕсемсĕрех кашниех асăрханă ĕнтĕ. Чарăнусенче вырăн шыраса чышăнакан маршруткăсем, айккинче аран-аран хĕсĕнсе чарăнакан троллейбуссем… Чун-чĕрене вĕчĕрхентерекен çакнашкал ÿкерчĕксене кашни кунах курма пулать. Халăх тарăхать, вăрçать. Чылай чухне «маршрутчиксене» сăмах лекет: сĕмсĕрлĕхшĕн, çул-йĕр правилисене пăснăшăн, çынсен хăрушсăрлăхĕ пирки шухăшламаншăн…

Çак тата ытти саманта шута илсе хакласан — пассажирсене илсе çÿрекен транспорт сферине улшăнусем кĕртме вăхăт çитни куç кĕрет. Анчах реформăна халăх тĕрлĕрен йышăнать. Пĕрисем ăна ырлаççĕ, теприсем унпа килĕшмеççĕ. Маршруткăсене пĕтернĕшĕн кăмăлсăрланакансен хăйсен тĕрĕслĕхĕ. Вĕсен шухăшĕпе — троллейбуссем вăрах çÿреççĕ, хулан пĕр вĕçĕнчен теприне ĕçе кайма тухнисен центрта пĕр транспорт çинчен теприн çине куçса ларма тивни çул тăкакĕсене пысăклатать тата ытти те. Троллейбуспа çÿреме хăнăхнисем вара хĕпĕртенĕ: тинех хулари çулсем кăшт та пулин пушанĕç, çавна май хăрушлăх пĕчĕкленĕ.

Троллейбус-и?..

Çынсен шухăшне ыйтса пĕлес тĕллевпе «Трактор-3» ГСК» чарăнуран 20-мĕш троллейбуспа 10 сехет те 21 минутра çула тухрăм. Салонра виçĕ-тăватă çын кăна. Манăн ыйту тавра — тĕп хулара маршруткăсене пĕтерни пирки мĕн шухăшлатăр? — калаçма вĕсем хапăлах пулчĕç. Хăйĕнпе Тамара Ильинична тесе паллаштарнă кинемей кун пирки хальччен илтмен те иккен. «Чăнах та-и? Нивушлĕ çав самана çитрĕ? Тахçанах пĕтермелле. Иртĕнсех кайрĕç!» — хĕрÿленсе калаçма пуçларĕ ватă çын. Унпа килĕшнине палăртса кондуктор /ятне палăртмасăр хăварма ыйтрĕ/ калаçăва хутшăнчĕ. «Ытла та пуçсăр çав. Чышăнаççĕ. Чăрăнусенче троллейбус умне кĕрсе тăраççĕ, çынсене йăлт пуçтарса каяççĕ. Халăхĕ те çав: ура пусма вырăн çук, пурпĕр маршруткăна кĕресшĕн. Хыçра пуш-пушă троллейбус тăрать — ун енне çаврăнса та пăхмаççĕ. Часрах çитетпĕр теççĕ-ши? Пирĕн вара плана темле тултармалла? Билета такама сутмалла?» — кăмăлсăрланса калаçрĕ вăл.

«Эпĕ вара яланах троллейбус кĕтетĕп. Темĕнле васкасан та маршрутка чармастăп, — кондуктора лăплантарас тенĕн калаçма пикенчĕ Григорий Васильев. — Троллейбусра чÿречерен пăхса пыма, Шупашкар илемĕпе киленме кăмăллатăп. Çулран-çул хитреленсе, çĕнелсе пырать хуламăр. Ятарласа урамсем тăрăх пăхса çÿреме вăхăт çук. Капла çул та кĕскелет, вăхăт та усăллă иртет».

Икĕ çулти Настя амăшĕ Татьяна вара çын сахал чухне çеç маршруткăна ларать. «Час-часах кÿмепе тухатпăр. Çавна май халăх нумай чухне пĕчĕк автобуса ларма питĕ кансĕр. Ачапа чухне троллейбуса кĕме вара çынсем те пулăшаççĕ», — терĕ çамрăк хĕрарăм.

…Хула варрине çитнĕ тĕлелле троллейбуса ларакан йышланчĕ. Пĕри кĕрет, тепри тухать… Виçĕ-тăватă чарăнуран ытла каякан та çук ахăртнех. Манпа пĕрле маршрут пуçламăшĕнче транспорта ларнисенчен пĕри те, сăмахран, вĕçне çитмерĕ. Çынсем ĕçе кайнă е ĕçрен тухнă вăхăтра кăна общество транспортĕнче халăх нумай. Кăнтăрла вĕсем пушах çÿреççĕ. Манпа калаçма кăмăл тунă çынсем «пик» сехечĕсенче çулсем çине ытларах транспорт кăлармаллине палăртрĕç.

…14,98 çухрăма хыçа хăварса троллейбус 11 сехет те 10 минутра «Çăкăр завочĕ» чарăнăва çитрĕ.

…Е маршрутка лайăх-и?

47-мĕш маршруткăпа тĕп хулан Кăнтăр-хĕвел анăç районĕнчи Чернышевский урамĕнчен /«Çăкăр завочĕ» чарăнуран инçех мар/ «Маштехникум» чарăнăва е эпĕ троллейбуспа çула тухнă вырăна çитме пулать. Паллах, икĕ транспорт пĕр çулпа çÿремест. Кунсăр пуçне маршруткăн çул тăршшĕ те кĕскерех — 13,62 çухрăм. Маршрут пуçламăшĕнчен вĕçне те вăл хăвăртрах — 37 минутра — çитерет.

Паллах, маршруткăпа палăртнă вырăна хăть мĕн каласан та маларах çитетĕн. Анчах çул çÿревшĕн укçан çеç мар, чун-чĕре канăçсăрлăхĕпе те тÿлеме тивет. Пытармастăп: ку транспортра нихăçан та лăпкă ларса пыраймастăн. Мĕншĕн? Ыйтăва хуравсăр хăварсан та вулакансем — тĕп хулари маршруткăсемпе çÿресе курнисем — тÿрех ăнланаççĕ.

Ма р ш р уткăр а в од ите л ь хыçĕ н чи л а р кă ч çин е вырнаçсанах салонри çынсене сăнама пикентĕм. Кампа калаçу пуçармалла-ши? Кунта сăмах ваклама юратакан ватăсем курăнмаççĕ. Юнашар ларакан 24-25 çулсенчи хĕр енне çаврăнтăм: «Эсир троллейбуспа çÿретĕр-и?» «Çук, троллейбусра килĕшмест мана, унта лайăх мар шăршă кĕрет», — терĕ хайхискер тутине пăркаласа.

«Манăн шухăшпа — «маршрутка лайăх та, троллейбус япăх» принципа тĕпе хумалла мар кунта, — тĕп хулара пуçарнă общество транспорчĕн реформипе тахçанах кăсăкланнине пĕлтерчĕ Трактор заводĕнче ĕçлекен Юрий Краснов, мана хирĕç лараканскер пирĕн калаçăва илтрĕ ĕнтĕ. — Паян транспорт организацийĕ-предприятийĕ тăкаклă ĕçлет вĕт. Юлашки çулсенче халăх общество транспорчĕпе сахалрах та сахалрах çÿреме пуçларĕ. Мĕншĕн тетĕр-и? Кашни виççĕмĕш çыннăн, ахăртнех, хăйĕн машина пур. Акă, пирĕн 20 хваттерлĕ подъездрах — 13 автомашина. Çавăнпа, манăн шутпа, маршрутсене хупни, транспорт шутне чакарни пăшăрханмалли сăлтав мар. Ун пек е кун пек сас-хурана обществăри тăнăçлăха аркатма тăрăшакансем çеç сараççĕ».

Шанăç пысăк

Тĕп хула администрацийĕн пуçлăхĕн йышăнăвĕпе çавăн пекех 56, 59, 60, 60-мĕш к маршрутсемпе çÿрекен микроавтобуссен шутне чакарма палăртнă. 48, 50, 51-мĕш маршрутсене такăрлатакан автобуссем сахалланĕç çеç мар, çак номерсемпе хальхи вăхăтра çула тухакан пĕчĕк транспорт хатĕрĕсене çитес вăхăтра пысăккисемпе улăштарĕç.

Ку маршрутсемпе çÿрекенсене çак çĕнĕлĕхсем хăратмаççĕ-и? «Агрегат завочĕ» чарăнура транспорт кĕтекенсене çак ыйтăва патăм. Малалла вулас...

Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.