Пирĕн рейд

21 Утă, 2016

Кашни утăмрах кăсăклине куракан Вася Васин

Вăл туйăма ирĕке ярса рок юрлама, чунра капланнине ăшра тытса тăмасăр ĕçлеме хăнăхнă. Пурнăçа ансат йышăнаканскер, кашни утăмра кăсăклăх е кулăшла самант шыраканскер, туйăмсемпе çунатланнăскер редакцие утса мар, вĕçсе кĕчĕ те кăмăлăма çĕклерĕ. Çамрăк пулнăран, шăпа ăна нихăш енчен те кÿрентерменрен çапла ансат та хаваслă-ши ку каччă? Çынни çавнашкал пулĕ. Сăмахăм К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн артисчĕ Василий Иванов, вăлах — Чăваш наци радиовĕнче "Каçхи микс" ертсе пыракан Вася Васин пирки.

21 Утă, 2016

Ирĕкре тÿрĕ çул çине тăрайĕç-ши?

Условлă майпа айăпланнисем кулленхи пурнăçра хăйсене епле тытнине РФ ФСИНĕн Чăваш Енри управленийĕн инспекторĕсем тĕрĕслесех тăраççĕ. Айăпне ирĕкре каçараканскерсем пур чухне те саккуна пăхăнмаççĕ иккен: кашни 3-мĕшĕ ирĕкре хăйсене йĕркеллĕ тытманнине пула кирпĕч шутлама ăсанать. "Паянхи куна пирĕн филиалта условлă майпа айăпланнă 14 çын шутра тăрать.

18 Нарăс, 2016

Тирпейлĕ пурăнма мĕн чăрмантарать?

Валентина Каткова икĕ ачипе.

Етĕрне районĕнчи Анат Мучар ял тăрăхĕн специалисчĕпе Лидия Спиридоновăпа шутра тăракан тата йĕркесĕр ĕçсемшĕн асăрхаттару илнĕ çемьесене çитсе куртăмăр. Чаканар ялĕнче - 266 çын. Вĕсенчен 79-ăшĕ çулла çеç килсе çÿрет. Ялта пушă тата кивĕ çурт нумай. Чылайăшĕн мăрйинчен тĕтĕм тахçанах тухма пăрахнă. Кунти виçĕ çемье шутра тăрать. Вырăнти тÿрĕ-шара вĕсене куçран вĕçертмест. Икĕ киле кĕрсе курма май пулчĕ.

13 Çурла, 2015

Улталамасан сутуçăн ыйхă та килмест-ши?

Кунта кунĕпех çын хĕвĕшет. Пĕрисем илеççĕ, теприсем сутаççĕ... Сентресем çинче мĕнле кăна тавар çук-ши? Куç умне чи хитрисене кăларса хунă та ÿкерчĕк çинчи пекех астараççĕ. Акă эпир, хаçат корреспонденчĕсем, унта та кунта темĕн шыраса утакан халăхпа пĕрлешсе кайрăмăр. Тавçăртăр пулĕ - эпир пасарта.

1 Çурла, 2014

Çулĕ велосипедпа çÿрекенсем валлиех-ши?

Ют çĕр-шывран килнисенчен чылайăшĕ Шупашкар таса, илемлĕ иккенне палăртать. «Хула Европăланманни тыткăнлать», - пĕлтерет ытларахăшĕ. Чăн та, тĕп хуламăр çулран-çул хитреленет. Юлашки вăхăтра капмар çуртсем, суту-илÿ çурчĕсем хăпартрĕç, ача сачĕсене хута ячĕç.

Pages