Кашни утăмрах кăсăклине куракан Вася Васин
Вăл туйăма ирĕке ярса рок юрлама, чунра капланнине ăшра тытса тăмасăр ĕçлеме хăнăхнă. Пурнăçа ансат йышăнаканскер, кашни утăмра кăсăклăх е кулăшла самант шыраканскер, туйăмсемпе çунатланнăскер редакцие утса мар, вĕçсе кĕчĕ те кăмăлăма çĕклерĕ. Çамрăк пулнăран, шăпа ăна нихăш енчен те кÿрентерменрен çапла ансат та хаваслă-ши ку каччă? Çынни çавнашкал пулĕ. Сăмахăм К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн артисчĕ Василий Иванов, вăлах — Чăваш наци радиовĕнче "Каçхи микс" ертсе пыракан Вася Васин пирки.
Иртнĕ эрнекун Василий Ивановшăн ахаль ир пулмарĕ-тĕр — каччă ăста режиссер пек чапа тухса вăранчĕ. Малтанхи каç, утă уйăхĕн 14-мĕшĕнче, вăл ĕçлекен театрта "Сансăрах санпа" мелодрама премьери иртрĕ. Вăл куракан кăмăлне тупнине, спектакль хыççăн чылайччен алă çупса артистсене сцена çинчен яманнине хамăр та курса ĕнентĕмĕр. Малалла вулас...