Ирĕкре тÿрĕ çул çине тăрайĕç-ши?
Условлă майпа айăпланнисем кулленхи пурнăçра хăйсене епле тытнине РФ ФСИНĕн Чăваш Енри управленийĕн инспекторĕсем тĕрĕслесех тăраççĕ. Айăпне ирĕкре каçараканскерсем пур чухне те саккуна пăхăнмаççĕ иккен: кашни 3-мĕшĕ ирĕкре хăйсене йĕркеллĕ тытманнине пула кирпĕч шутлама ăсанать. "Паянхи куна пирĕн филиалта условлă майпа айăпланнă 14 çын шутра тăрать. Кăçал 8 "условнике" ирĕкрен хăтарма тиврĕ, мĕншĕн тесен вĕсем суд йышăнăвне тивĕçлĕ пурнăçламан, юсанмалли тата обязательнăй ĕçсене çÿремен", — палăртрĕ РФ ФСИНĕн Чăваш Енри управленийĕн Красноармейски районĕнчи филиалĕн пуçлăхĕ Екатерина Варенцова.
Асăннă управленин инспекторĕсене, паллах, никам та чейпе кĕтсе илмест, анчах вĕсене йышăнмасăр май çук. Хальхинче эпĕ те инспекци ĕçченĕсемпе пĕрле условлă майпа айăпланнисене тĕрĕслеме рейда тухрăм. Инспекци сотрудникĕсем суд тенкелĕ çине ларнă çынпа кăна мар, тăванĕсемпе, кÿршисемпе те калаçаççĕ. Мĕнле условире пурăннипе паллашаççĕ, "условник" ĕçе вырнаçнă-и е çук-и? Çакна та ыйтса пĕлеççĕ. Малалла вулас...
Комментари хушас