Çулĕ велосипедпа çÿрекенсем валлиех-ши?
Ют çĕр-шывран килнисенчен чылайăшĕ Шупашкар таса, илемлĕ иккенне палăртать. «Хула Европăланманни тыткăнлать», - пĕлтерет ытларахăшĕ. Чăн та, тĕп хуламăр çулран-çул хитреленет. Юлашки вăхăтра капмар çуртсем, суту-илÿ çурчĕсем хăпартрĕç, ача сачĕсене хута ячĕç. Шупашкар сăн-сăпачĕ улшăннине хăш-пĕр урамра çĕнĕ асфальт çул сарнинчен те туятпăр. Халĕ çуран утакансемпе «тимĕр ут» хуçисем çеç мар, велосипедпа çÿрекенсем те хăйсен «вырăнне тупнă». Малалла вулас...