Судран суда çÿрет тăлăх, е Красноармейскинчи “хăтлăх стандарчĕсем” çинчен
Красноармейски салинчи Васильев урамĕнче çĕнĕ çурт хута каясса кĕтеççĕ. Малтанах ĕçсене çулла вĕçлессе шантарнăччĕ. Кăçалхи çурлан 17-мĕшĕнче тунă контрактпа килĕшÿллĕн 2015 çулхи юпан 30-мĕшĕнче çурта пурăнма юрăхлă туса çитермелле. Унта 7 тăлăха хваттер уççи пама палăртнă. Ĕçсем вĕçленсе пынă май ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр ÿснĕ çамрăксен хăйсен кĕтесĕнче тĕпленес ĕмĕчĕ те ÿссех пырать. Васнарта пурăнакан Алина Федорова та кунсеренех çак çурт умĕнчен чунне ыраттарса иртсе çÿрет, вăл та çĕнĕ хваттере куçас шанăçпа çур çула яхăн çунатланнăччĕ...
Авăнăн 17-мĕшĕнче "Çамрăксен хаçатĕнче" "Çĕнĕ хваттер шантарнă та киввине панă" статьяра Красноармейски районĕнчи тăлăха Алина Федоровăна хăтлăхсăр хваттерпе тивĕçтерни çинчен çырса кăтартнăччĕ. Статьяпа паллашнă май редакцие ЧР Строительство, архитектура тата ЖКХ министерствинчен хурав килчĕ.
Чăваш Республикинчи "Вырăнти хăйтытăмлăх" саккунĕпе килĕшÿллĕн тăлăхсене социаллă найм мелĕпе ятарлă фондран хăтлă çурт-йĕрпе тивĕçтерессине вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем пурнăçласа пыраççĕ. Полномочисене пурнăçа кĕртмешкĕн тĕллевлĕ укçа-тенкĕ федераци тата республика бюджетĕнчен уйăраççĕ. ЧР Строительство министерстви субвенцие çĕнĕ çуртсен строительствине е вĕр çĕнĕ хваттерсем туяннă çĕре хывма сĕнет.
Красноармейски район администрацийĕ пĕлтернĕ тăрăх, суд йышăнăвне пурнăçласа А.С.Федоровăна вырăнти бюджетран хваттер тупса парса социаллă найм килĕшĕвĕ çырнă. Унта пурăнма май пуррипе çуккине татса пама А.Федоровăн Красноармейски районĕн администрацине ыйтупа тухмалла".
Паллах, Алина Федорова район администрацине пĕрре мар çитнĕ. Анчах ăна никам та итлесшĕн пулман. "Неположено. Сана хваттер панă вĕт", - тенисĕр пуçне вăл нимĕн те илтеймен. Çавăнпа тăлăх хăйĕн правине судра хÿтĕлет.
Лару-тăрăва тĕплĕнрех уçăмлатас тесе Красноармейски районĕн администрацийĕн пуçлăхĕпе телефонпа çыхăннăччĕ, анчах Андрей Шестаков калаçма хирĕçлерĕ, çыру яма сĕнчĕ. Хурав иличчен пĕр уйăха яхăн та вăхăт иртрĕ. Ăнланатпăр-ха, суйлав, район администраци пуçлăхĕсене отставкăна ячĕç. Ертÿçĕ тивĕçĕсене халĕ вăхăтлăха Алексей Васильев пурнăçлать. Вăхăт иртнĕ май йăлтах манăçа тухать те - çĕнĕ çынна редакци çырăвĕ пирки аса илтерме лекрĕ. Тепĕр кунхинех электрон ешчĕкне çыру килсе выртрĕ, ĕçри тата кĕсье телефонĕсем çине шăнкăравларĕç. Алина Федоровăна хваттер черетне кĕртнĕ пулĕ тесе хĕпĕртенĕччĕ. Çук иккен, хурав пĕртте савăнтармарĕ.
"Çĕнĕ çуртра хваттер илекенсен списокĕнче Алина Федоровăн ячĕ çук. Унпа 2014 çулхи раштавăн 8-мĕшĕнче социаллă найм килĕшĕвне алă пуснă. Ленин урамĕнчи 73-мĕш çурти хваттер Красноармейски салинчи хăтлăх стандарчĕсемпе килĕшсе тăрать, ăна коммуналлă пулăшупа та тивĕçтереççĕ. Кунсăр пуçне, документра палăртнă тăрăх, хваттере илекенĕн пÿлĕмсемшĕн явап тытмалла, хăйĕн шучĕпе вăхăтра юсав ирттермелле.
Палăртатпăр, 2014 çулта Красноармейски районĕн администрацийĕ 14-23 çулсенчи тăлăхсене хваттер парас тĕллевпе 5 аукцион йĕркеленĕ. Анчах унта хутшăнакансем çуккине кура вĕсем иртеймен.
Патшалăх уйăрнă укçа-тенке çĕкленекен çĕнĕ çурт строительствине, 5 тăлăх валли хваттер туянмашкăн, куçарса панă", - тенĕ çырура.
Пĕлтĕрех йĕркеллĕ кĕтеспе тивĕçтернĕ тĕк - калаçу та пулмĕччĕ. Алинăна панă хваттер урайĕнчен пуçласа мачча таранчченех юсав кĕтнине хамăр та курса ĕнентĕмĕр-çке. Сантехникăна - пăхма хăрушă! Е Красноармейскинче "хăтлăх стандарчĕсем" çапларах-ши?
Мĕншĕн район администрацийĕ хăйĕн балансĕ çинче тăракан куçман пурлăха çавнашкал юхăнтарса янă-ха? Унта пули-пулми çынна хваттере яман-çке, хăйсен ĕçченĕсенех тара панă. Мĕншĕн вĕсенчен, пире хурав панă пек, "вăхăтра, хăй шучĕпе юсав ирттерме" ыйтман? Хăйсем хыççăн ваннăя тасатса хăварасчĕ хăть, унитаза çирĕплетсе лартасчĕ... Анчах ку та пулăшаймĕччĕ, çурчĕ кивĕ, урайĕ çĕрĕк, маччи йăтăнать... Юхăнаканскере тăлăха пама çав-çавах хăйнă. "Вăхăтлăх ку. Нумай хутлă çурт хута кайсан унта сана çĕннине парăпăр", - тесе шантарнă. Сăмах вĕççĕн каланине, паллă ĕнтĕ, çĕлесе хураймăн. Халĕ пуçлăхсем урăхла юптараççĕ, "вăхăтлăх" тесе ниçта та çырман иккен.
Нумаях пулмасть Алина Федоровăн хваттерне комисси килсе кайнă. "Пиллĕкĕн килчĕç, 5 минут та тăмарĕç, пăхрĕç те тухса кайрĕç. Камсем пулчĕç - пĕлсе юлаймарăм, нимĕнле хут та хăвармарĕç", - терĕ Алина.
Район администрацийĕн строительствăпа ЖКХ уйрăмĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владислав Васильев ăнлантарнă тăрăх, Федорова патĕнче ведомствăсен хушшинчи комисси пулнă. Хваттер пурăнма юрăхлă - çапларах тунă пĕтĕмлетÿ. "Салара лайăх çуртсенчен пĕри вăл. Юсав кирлех. Анчах камăн ăна тумалла? Аллине пуснă тăк - хуçисен хăйсенех. Район администрацийĕ юсаса пама шантарнă-ха, бюджетра майсем пулĕç-и? Калама пултараймастăп," - калаçрăмăр нумаях пулмасть çак должноçа пикеннĕ çынпа. Тĕрĕссипе, вăл Алина Федоровăна пулăшасшăннине сисмерĕм. "Тăлăх мар вĕт вăл: икĕ ача унăн, упăшки те пур, фермер, "миллионсем çавăрттарать", укçаллă çынсем вĕсем..." - калаçăва пăрчĕ Владислав Леонтьевич.
- Тăхтăр-ха, "тăлăх" статуса ахальтен памаççĕ... - теме ĕлкĕртĕм çеç - кирлĕ мар информаци ман çине татах тăкăнчĕ. "Пирĕн пĕр Алина Федорова çеç мар, 40 тăлăх черетре тăрать, вĕсене пулăшу ытларах кирлĕ", - хушса хучĕ пай пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан. Унпа калаçнă хыççăн пуçра йăлтах арпашăнчĕ: 26-ри хĕрарăмăн ача çуратма, çырăнмасăр арçынпа пурăнма юрамасть-им? Демографие ÿстермелле тесе влаçра ларакансемех хушмаççĕ-и вара? Çын пурнăçĕнче кирлĕ мар япаласемпе "чакаланса" лариччен чиновниксен хăйсен тивĕçĕ çинчен манас марччĕ. Тăлăха хăтлă хваттерпе тивĕçтересси - шăпах вĕсен ĕçĕ.
Йĕркеллĕ пурăнас, ача-пăча ÿстерес чухне тăлăхăн черетлĕ хутчен хăйĕн правине судра хÿтĕлемелле. Вĕçĕ-хĕрри пур-и ку хваттер ыйтăвĕн? Влаçра çавнашкал чиновниксем ларнă чухне пĕр лăпкăлăх та çук, чăнах та...
Алина ИЗМАН.