Комментари хушас

11 Нарăс, 2016

«Усал шыççа парăнтаратăпах: сывалатăпах»

Онкологи диспансерне Инна капăр сараппан, çÿллĕ кĕлеллĕ пушмак тăхăнса, вăрăм хĕрлĕ çÿçне сапаласа пынă. Сăнĕ-пичĕ унăн йăл кулăпа çиçнĕ. «Эсир кама илсе килтĕр?» - ыйтнă Иннăран черет кĕтекен хĕрарăм. Йывăр диагноз пурнăç сĕткенне туртса илнине пула вăл халтан кайни палăрнă, унпа пĕрле упăшки, пĕртăванĕ ларнă. Усал шыçă тăваттăмĕш тапхăра куçнă пулсан та Инна çурхи чечек пек илемлĕ курăнни пациентсене кăна мар, тухтăрсене те тĕлĕнтернĕ.

«Эпĕ пурăнатăпах, шăла çыртса, вăй-халăм юлмиччен кĕрешме хатĕр. Манăн вилме юрамасть. Пĕчĕк ывăлăма та, 17-ри хĕрĕме те кирлĕ-çке эпĕ. Пулăшăр мана тархасшăн...» - тухтăртан çăлăнăç кĕтнĕ Инна Краснова.Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.