Фильм ÿкерсе ял халăхне чапа кăларасшăн

«Чăваш Ен» телерадиокомпанийĕн кăларăмĕсене эфира кăларас тĕлĕшпе чылай çын тăрăшать. Çав ĕçре режиссер пульчĕ умĕнче ларакан Николай Семенов тÿпи те пысăк. Хăй вăл кадр хыçĕнче юлать, анчах унăн ĕçне кура çынсем кунсеренех çĕнĕ хыпарпа паллашаççĕ.

Ача чухнехи киленĕç

Çемье тата професси ĕçĕсĕр пуçне Николай Анатольевич чун туртăмĕ валли те вăхăт тупать - вăл тĕрлĕ жанрлă фильм ÿкерет, чăн-чăн кино калăплас ĕмĕтпе пурăнать. Çак тĕллевпех канмалли кунсенче тăван тăрăхне, Элĕк районĕнчи Татмăша, вĕçтерет. Унăн 2012 çулта ÿкернĕ «Сурхурипе Кăшарни йăлисем паян...» этнографиллĕ документлă фильмĕ Пĕтĕм чăвашсен «Асам» кинофестивалĕнче «Чи ăста документлă фильм» номинацире çĕнтернĕ.

Ăçтан çуралнă-ха ку кăсăклăх? Унăн пуçламăшне Николайăн ачалăхĕнче шырамалла-тăр. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче, 7-9-мĕш классенче вĕреннĕ чухне вăл сăн ÿкерессипе аппаланма тытăннă. Арçын ача çутçанталăка, çынсене, куç тĕлне мĕн лекет - çавна нимĕн уямасăр йăлтах ÿкернĕ. Ун чухнехи фотоаппарата хальхипе танлаштарма çук: кадрĕсем те шутлă, хут çине кăларас ĕçĕ те кăткăс. Сăнÿкерчĕксене вара кÿршĕ ачи Сергей Ананьев патĕнче кăларнă. «Мĕн чухлĕ пленка çунтарса яман-ши? Юрать, питĕ хаклах марччĕ вăл», - аса илчĕ арçын иртнине. Сăнÿкерчĕксене ахалех валеçнĕ, вĕсемпе стена хаçатĕнче те усă курнă. Яша Элĕк районĕн хаçатĕнче фотокорреспондентра ĕçлекен куккăшĕ те нумай вĕрентнĕ, пулăшнă. Малалла вулас...

Алина ИЗМАН

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.