телевидени

27 Çу, 2019

Шупашкара телеертÿçĕсен, паллă музыкантсен пысăк десанчĕ килĕ

Çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче, Пĕтĕм тĕнчери ачасене хÿтĕлемелли кун, Чăваш Енре 1-мĕш телеканал йĕркелекен «Пĕрремĕш пул!» ыр кăмăллăх акцийĕ иртет. Канал пуçласа йĕркелекен акципе çыхăннă йĕркелÿ ыйтăвĕсене ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура сÿтсе яврĕç.

Вĕрентÿ министрĕ Сергей Кудряшов пĕлтернĕ тăрăх, Шупашкара центрти ТВ-каналăн телеертÿçисен, паллă музыкантсен пысăк десанчĕ — пĕтĕмпе 150 çын ытла — килет.

20 Ака, 2017

"Хыпарçăсем" тăван литература пуласлăхĕ пирки пуç ватаççĕ

Кĕнеке кăларакансем нумай. Такам премине илекен те пур. Анчах хăшĕсем рифма мĕнне те чухламаççĕ. Çак тата ытти ыйтăва "Хыпар" Издательство çурчĕн директорĕн - тĕп редакторĕн çумĕ Геннадий Максимов тата "Тăван Атăл" журналăн редакторĕ Василий Кошкин-Кервен Чăваш патшалăх телерадиокомпанийĕн нумаях пулмасть эфира тухнă "Литература тĕпелĕ" кăларăмĕнче сÿтсе яврĕç.

22 Нарăс, 2017

Чăваш Наци телевиденийĕ 21-мĕш кнопкăна йышăннă

Чăваш Енĕн Наци телевиденине кабель сечĕпе тÿлевсĕр кăтартмалли каналсен шутне кĕртнĕ. 21-мĕш кнопкăна йышăнассишĕн конкурса пирĕн республикăран икĕ телеканал хутшăннă. Наци телевиденийĕпе пĕрлех  "Телеканал 21+" лекме ĕмĕтленнĕ.

10 Пуш, 2016

Фильм ÿкерсе ял халăхне чапа кăларасшăн

«Чăваш Ен» телерадиокомпанийĕн кăларăмĕсене эфира кăларас тĕлĕшпе чылай çын тăрăшать. Çав ĕçре режиссер пульчĕ умĕнче ларакан Николай Семенов тÿпи те пысăк. Хăй вăл кадр хыçĕнче юлать, анчах унăн ĕçне кура çынсем кунсеренех çĕнĕ хыпарпа паллашаççĕ.

19 Кăрлач, 2016

Чи вăрăм сериал

1990 çулсенче пирĕн çĕршывра Америкăра кăларнă «Санта-Барбара» сериала çав тери юратнă, куракансем сăнарсене хисеплесе кушакĕсене - Джина, йыттисене Круз ятсем панă. Загссенче те нумайăшĕ хĕрĕ-ывăлне Иден, Мейсон тесе çырма ыйтнă. Паллă сериалти артистсем паян еплерех пурăнаççĕ-ха?

2 пин ытла сери

Раççей телекуравçи сериала пуçласа 1992 çулхи кăрлач уйă­хĕн­че пăхнă. «Санта-Барбарăна» пирĕн патра 217-мĕш серирен кăтартнă, 2040-мĕш серипе вунă çултан вĕçленĕ. «РТР» телеканал ертÿлĕхĕ чи анлă сарăлнă серисене çеç туяннă тесе ăнлантарнă.

Pages