Пĕрремĕш канал
Парăнмарĕç, çĕнтерчĕç!
«Эсир спортпа туслă-и? Эпĕ унсăр пурăнаймастăп», — терĕ «Молодежка» сериал «çăлтăрĕ» Влад Канопка «Олимпийский» стадиона пухăннисене. Кунта республикăри футбол шкулĕн командипе «Пĕрремĕш канал» команди футболла вылярĕ.
Ирина Муромцева: "Ачасен пултарулăхне аталантармалла"
"Пĕрремĕш каналăн" ыр кăмăллăх акцийе иртнĕ май тĕп хулари Искусствăсен академине "Ырă ир пултăр" кăларăмăн ертÿçи Ирина Муромцева çитсе курчĕ.