Валерия Сушина /«Против правил» ушкăн/ солистки: «Шупашкара таврăнатпăрах»

2 Çĕртме, 2019

Шупашкарти Хĕрлĕ тÿремри концерта вун-вун çăлтăр хутшăнчĕ. Çав йышра «Против правил» ушкăн та. Кирилл Астаповпа Валерия Сушина Шупашкарта пирвайхи хут.

«Паян «Пĕрремĕш канал» йĕркеленĕ акци евĕр мероприятисем кирлĕ. Уйрăмах регионсене. Эпир, Мускавра пурăнакансем, вĕсене хăнăхса çитрĕмĕр. Регионсенче пурăнакансем çакнашкал акцисенче канаççĕ», — пĕлтерчĕ шухăшне Кирилл. Пĕлтĕр ушкăн «Пĕрремĕш канал» Ижевскра йĕркеленĕ акцисене хутшăннă. «Шупашкарта тĕлĕнмелле ырă кăмăллă çынсем пурăнаççĕ. Эпир Шупашкара таврăнатпăрах», — терĕ çав кун Валерия.

www.hypar.ru

Ольга КАЛИТОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Рубрика: 

Комментари хушас