Александр Ильин: «Чи ăнăçлисенчен пĕри»

2 Çĕртме, 2019

Пĕрремĕш канал ирттерекен «Пĕрремĕш пул!» ыр кăмăллăх акци 17-мĕш хут йĕркеленчĕ. Шупашкарта пĕлтерĕшлĕ вун-вун мероприяти йĕркеленчĕ.

«Паянхи кун Чăваш Республикин историне çырăнса юлчĕ. Илемлĕ те пĕлтерĕшлĕ уяв иртет. Ашшĕ-амăшне пысăк тав. Вĕсем ачана чун-чĕререн юратаççĕ. Ăна ÿстерессишĕн тăрăшаççĕ. Паянхи мерприятисем ачасен пултарулăхне аталанма май пачĕç. Пĕрремĕш канала тав. Вĕсем республикăра пурăнакансене хавхалантарчĕç», — палăртрĕ ĕнер ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.

Пĕрремĕш каналăн генеральнăй директорăн канашçи Александр Ильин та Шупашкарпа кăмăллă. «Тĕлĕнмелле тарават халăх пурăнать кунта. Йĕри-тавра телейлĕ сăн-питлĕ ачасем. Шупакшарта ирттернĕ акци — чи ăнăçлисенчен пĕри тесе çирĕплететĕп», — терĕ вăл.

www.hypar.ru

Ольга КАЛИТОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Рубрика: 

Комментари хушас