Парăнмарĕç, çĕнтерчĕç!

1 Çĕртме, 2019

«Эсир спортпа туслă-и? Эпĕ унсăр пурăнаймастăп», — терĕ «Молодежка» сериал «çăлтăрĕ» Влад Канопка «Олимпийский» стадиона пухăннисене. Кунта республикăри футбол шкулĕн командипе «Пĕрремĕш канал» команди футболла вылярĕ.

Хăнасен капитанĕ — ЦСКА командишĕн вылянă совет футболисчĕ, Раççей футбол тренерĕ Анатолоий Коробочка. 2004 çулта çуралнă яшсенчен йĕркеленĕ команда /тренерĕ Андрей Петров/ паллă ертÿçĕсемпе спортсменсем умĕнче именмерĕ — вăйăн 3-мĕш минутĕнче гол кĕртрĕ. Анчах 11-мĕш минутра хăнасем вăйă шутне танлаштарчĕç. ЧР физкультурăпа спорт министрĕ Михаил Богаратов пирĕн командăна хавхалантарчĕ — выляма тухрĕ.

Вăйă вăхăчĕ 3:3 шутпа вĕçленчĕ. Пенальтисем хыççăн спорт шкулĕн команди çĕнтерчĕ.

www.hypar.ru

Ольга КАЛИТОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Комментари хушас