Ҫемье ҫавӑрас текенсене Роза Сябитова пулӑшма хапӑл

1 Çĕртме, 2019


Ҫемье ҫавӑрас текенсем, нумай ҫул мӑшӑрлӑ телейлĕ пурӑнакансем Пĕрремĕш каналӑн "Давай поженимся!" кӑларӑм ертӳҫисенчен пĕринпе Роза Сябитовӑпа Чӑваш тĕррин музейĕнче тĕл пулчĕҫ. Раҫҫейри чи паллӑ евчĕ халӑхпа уҫҫӑн калаҫрĕ. Пурнӑҫĕ унӑн ҫӑмӑл килмен. Упӑшки вӑхӑтсӑр ҫĕре кĕнĕ хыҫҫӑн икĕ ачине пĕччен ура ҫине тӑратма тивнĕ. Вӑл нимĕнле хура ĕҫе те тиркемен. "Пĕрремĕш канала вырнаҫтаракан пĕлĕшсем пулман манӑн. Правурлӑхпа ӑсталӑха кура унта илчĕҫ", - терĕ евчĕ.

Унпа тĕлпулӑва килнисем харпӑр хӑйне хумхантаракан ыйтусем пачĕҫ. Сӑмахран, "Давай, поженимся!" кӑларӑма Шупашкартан, Чӑвашран хутшӑннӑ ҫынсене кама та пулин астуса юлнӑ-и?" - ыйту "Ҫамрӑксен хаҫачĕн" журналистне кӑсӑклантарчĕ. "Кунне 4 кӑларӑм валли ӳкеретпĕр. Астуса юлма май та ҫук. Пире валли редакторсем хут ҫырса хатĕрлеҫҫĕ, унсӑрӑн нумай информацие пуҫра тытаймăн", - ҫапла хуравларĕ Роза Сябитова.
Ҫемье ҫавӑрас енпе йывӑрлӑхсем пулсан евчĕ пулӑшма шантарчĕ.

www.hypar.ru

Алина ИЗМАН. Автор сӑн ӳкерчĕкĕсем.

Комментари хушас