Комментари хушас

22 Нарăс, 2017

Чăваш Наци телевиденийĕ 21-мĕш кнопкăна йышăннă

Чăваш Енĕн Наци телевиденине кабель сечĕпе тÿлевсĕр кăтартмалли каналсен шутне кĕртнĕ. 21-мĕш кнопкăна йышăнассишĕн конкурса пирĕн республикăран икĕ телеканал хутшăннă. Наци телевиденийĕпе пĕрлех  "Телеканал 21+" лекме ĕмĕтленнĕ.

Паян, нарăсăн 22-мĕшĕнче, Мускаври ятарлă комисси федерацин Атăлçи регионĕсенче тÿлевсĕр пăхма пултаракан каналсене палăртнă. Чăваш Енрен ларăва республикăн информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕн заместителĕ Юлия Стройкова, республика парламенчĕн Социаллă политика тата наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитет председателĕ Вячеслав Рафинов тата НТРК директорĕ Александр Белов хутшăннă.

Аса илтеретпĕр, 21-мĕш кнопкăна йышăнакан каналăн хăйĕн контенчĕ 75 процентран кая мар пулмалла. Конкурс комиссийĕ телеканала республикăра пурăнакансенчен çурринчен кая мар çын пăхнине те шута илнĕ. Суйласа илнĕ канала çывăх вăхăтра, ака уйăхĕнчен кая юлмасăр, 21-мĕш кнопка çумне çирĕплетмелле.

Рубрика: