Шупашкара телеертÿçĕсен, паллă музыкантсен пысăк десанчĕ килĕ

Çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче, Пĕтĕм тĕнчери ачасене хÿтĕлемелли кун, Чăваш Енре 1-мĕш телеканал йĕркелекен «Пĕрремĕш пул!» ыр кăмăллăх акцийĕ иртет. Канал пуçласа йĕркелекен акципе çыхăннă йĕркелÿ ыйтăвĕсене ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура сÿтсе яврĕç.

Вĕрентÿ министрĕ Сергей Кудряшов пĕлтернĕ тăрăх, Шупашкара центрти ТВ-каналăн телеертÿçисен, паллă музыкантсен пысăк десанчĕ — пĕтĕмпе 150 çын ытла — килет.

Ыр кăмăллăх акцийĕн программи пысăк — вертолетпа Шупашкара анса ларакан Леонид Якубович асамçă пулса ачасене мороженăйпа сăйлассинчен пуçласа кадет корпусĕн воспитанникĕсем космонавтсемпе курнăçасси таранах. Хăнасем ачасен онкологи клиника больницинче пулаççĕ, «Давай, поженимся» кăларăм ертÿçисенчен пĕри Роза Сябитова ЗАГСра тĕлпулу ирттерет — мероприятисен списокĕ чăннипех анлă. Акци «çăлтăрсен» гала-концерчĕпе тата фейерверкпа вĕçленмелле.

Ачасене савăнтарнисĕр пуçне, Михаил Игнатьев шучĕпе, çак уяв республика имиджне çĕклеме те пулăшмалла, ку вара инвестицисене илĕртес енĕпе пĕлтерĕшлĕ. Телеканал представителĕсен пĕр йышĕ республикăна килсе çитнĕ те ĕнтĕ. Информполитика министрĕ Михаил Анисимов Мускавсем телеэкран çине кăлармашкăн кунта темиçе сюжет ÿкерме ĕлкĕрнине те çирĕплетрĕ. Чи малтан эфира Шупашкарти Трактор историйĕн музейĕнче хатĕрленĕ сюжет тухĕ. Ăна ыран ирхинех, «Доброе утро» кăларăмра, пăхма май пулĕ.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ. 

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас