“Ура çине тăма тăрăшрăм, анчах..."

Ĕçкĕ-çикĕ этемлĕхе вилĕм çавипе çулнă евĕр тĕп туни пирки тепĕр хутчен калаçмашкăн Роспотребнадзорăн кăçалхи пĕтĕмлетĕвĕ хистерĕ. Кăтартусем тăрăх, наркăмăшланнине пула 616 çын /пĕлтĕрхи танлаштаруллă тапхăрта — 783/ больницăна лекнĕ, вăл шутра — 264-шĕ алкоголь ĕçнĕ хыççăн. 109 çын вилнĕ, вĕсенчен çуррине яхăнăшĕ — эрех-сăрана пула. Наркăмăшланнисен 34,9% — хĕрарăмсем. Хăрушши çакă — ачасем те алла черкке тытаççĕ: 14 çула çитичченхи 9 ачана, çул çитмен 5 çамрăка спиртлă шĕвек ĕçнĕ хыççăн больницăна илсе килнĕ. Ытларах сыватмăша арçынсем /65%/ лекеççĕ. Малалла вулас...

Алина ИЗМАН

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.