«Ывăлăм, шăнтнă пулă пек, юр айĕнче 3 эрне выртрĕ»

29 Авăн, 2016

Кăçалхи кăрлач уйăхĕнче Патăрьел районĕнчи Пăлапуç Пашьелте 49-ти Юрий Мешков çухални пирки амăшĕ полицие пĕлтернĕ. Юлташĕсемпе вăрман касма кайнă хыççăн арçын килне таврăнман. Клавдия Васильевнăн чунĕ ырă мара сиснĕ. Ывăлне вĕлернĕ каç тĕлĕк те курнă амăшĕ: “Анне, эпĕ тракторпа ларса кайрăм, мана икĕ уйăхлăха хупса хучĕç”, — тенĕ Юрик.

Мухмăр чĕрттернĕ, пирус турттарнă

Кăрлачăн 10-мĕшĕнче Юра Руслан Матюшкин ушкăнĕпе пĕрле вăрмана ĕçлеме кайнă. Каçкÿлĕм арçынсем ÿсĕр таврăннине, трактор кабининче тĕлĕрсе пынине Клавдия Разина курнă. Пĕрисен тĕлĕнче вутă пушатнă... Кайран лавккана кĕнĕ. Руслан руль умĕнче пынă май эрех ĕçмен. Вăл ÿсĕрскерсене леçсе çÿренĕ. Юлашкинчен Валерăна килне кĕртсе хăварнă. Юра вара ăçта кайса кĕнĕ-ха? Çын — йĕп мар-çке.

Каçкÿлĕм амăшĕ ывăлĕ патне кайса пăхнă — алăкĕ питĕрĕнчĕк. Юрăн пÿрте çăра çакса çÿрес йăла пулман, хальхинче вара çăраççи те вырăнта çук. Клавти аппа канăçне çухатнă. “Çын килĕнче 3 кун пулмасан çеç полицие пĕлтермелле. Тăхтăр кăштах”, — çапла ăс панă ăна. Тĕрĕссипе, çын киле пĕр талăк таврăнмасанах йĕрке хуралçисене пĕлтерме юрать-ха. Участковăй патне заявлени кайса çырнă хыççăн темиçе кунран та Юра тупăнман, ăна шырама тытăнман та.

Паллах, Клавдия Васильевна алă усса ларман, шăллĕпе Николайпа Юрккан килне кайса çăрана çĕмĕрсе кĕнĕ. Унтан Руслан Матюшкин патне çитнĕ. Вăрмана вăл илсе кайнă-çке, явапĕ ун çинче. Ăна питех шанман Клавти аппа: кăмăлĕ питĕ кăра. Вăлах тем туса хунă пуль тесе унăн çăмăл машинине те уçса пăхнă — тен, унта преступлени йĕрĕ пур? Руслан малтанах алăка та уçман. “Манăн ăçтан тупас ĕнтĕ халь?.. Вăрмана çитсе килтĕм эпĕ”, — текелесе çеç тăнă кайран. “Куля мухмăрлă-сухмăрлă пуçĕпе машина ăшчиккинче нимĕн те асăрхаман. Юрккăн хăрах кăçатти те, мулаххайĕ те багажникрех выртнă. Русланпа пĕрле Юрăн пÿртне кĕтĕмĕр. Çаклашки авăннăран алăка питĕреймерĕм те ăна юсаса пама ыйтрăм. Çавăн чухне ывăлăма вĕлернĕ çынпа юнашар тăнине пĕлмен çав. Эпĕ вара ăна кĕленче тĕпĕнче юлнă ханшапа мухмăр чĕрттертĕм, пирус тупса патăм...» — çав куна аса илчĕ Клавти аппа.

“Уйăх сан çине те пăхать-ши?”

«Пĕр эрне иртрĕ. Полици хускалмарĕ. Йĕрке хуралĕнче пуçлăхра ĕçлекен тăван патне шăнкăравларăм, хуйхă пирки ăнлантартăм. Çав каçхине Шупашкартан 41 полицейски çитрĕ. Ялта, вăрманта, улăх-çаранра çур çĕрччен шырарĕç. Ун чухне Руслан Матюшкин хăйĕн айăпне йышăннăччĕ ĕнтĕ, ăна тытса чарнăччĕ. Юрккана икĕ эрне шырарĕç, Руслана хăйне те илсе килчĕç. Вăл юри астуманçи пулса полицейскисене аташтарчĕ. Юра чаврĕç, чаврĕç... Ялта кĕреçе перĕнмен вырăн юмарĕ. Эх, шеллерĕм полици ĕçченĕсене, йăлт шăнса кÿтрĕç, йĕпенчĕç.

Ывăлăмăн пĕр класра вĕреннĕ тусĕ Юра Вариков чутах ухмаха тухатчĕ вĕт. Пирĕн Юркка ун патне тĕлĕке килсе ăнтан янă: тупăкран тăрать пек те ăна ярса илет тет. Пĕрре мар çапла тĕлленнĕ вăл ăна.

Ниçта вырăн тупаймарăм. Утас тетĕп — ура утмасть. Чÿрече патне пыратăп — уйăх çути саланать. “Ах, ачам, ăçта выртатăн-ши? Уйăх сан çине те пăхать-ши? Çын ретлĕ пытарсан кайса асăнăттăмăр хăть. Пăла тăрăх та кайрăмăр, çитмен вырăн юлмарĕ...” — çапла каласа тăраттăм чÿречерен пăхса.

Трактор сасартăк çĕмĕрĕлнĕ

Юркка çухалнăранпа 20 кун çывхаратчĕ. Малтанхи каç ăна асăнма хатĕрлентĕмĕр, чуста хутăмăр. Çĕрле тĕлĕк куртăм: çап-çутă пÿртре пек... Сарă пыл ларать. Чунра лăш! пулчĕ те хама питĕ çăмăл туйрăм. “Паян Юркка тупăнатех”, — шухăшларăм çавăн чухне.

Полицейскисемпе пĕрле тăвансем те шырама кайнăччĕ. Юра Вариков чăтайман — вăрман хуçалăхĕнчен юр тĕкекен трактор тупса килнĕ. Пĕр тĕле çитсен чип-чипер пыракан трактор сасартăк тăп! чарăннă, чÿречи чăнкăр-р! çĕмĕрĕлнĕ, техника ваннă. Пĕр хăлаç пек тăршшĕнче — Юркка! Шăнтнă пулă пек виçĕ эрнене яхăн выртнă вăл. Канав пек шăтăка пăрахнă ăна, юрпа хупланă. Шăшисем сăмсине кăшлама тытăннă. Руслан полицейскисене юри çапла нушалантарчĕ. Мĕне шаннă? Виллине тупаймасан уголовлă ĕçе хупасса, ирĕке кăларасса-ши?

Пĕр кĕленче эрехшĕн ывăла вĕлерчĕç. Çумра унăн ĕçмелли пулман. Те укçашăн тапăннă, те эрехшĕн... Ишлĕ ялĕ тĕлĕнче пулнă ку. Экспертиза “пуклак япалапа çапса вĕлернĕ” тесе пĕтĕмлетнĕ. Пĕрре çапни ăна вилмеллех амантнă. Юрăна те кĕленче тĕпĕпе, те пуртăпа пуçĕнчен, курак таккаса пĕтернĕ евĕр, картласа пĕтернĕ. Пуçне чалăштарсах янă, хамăн ачана паллаймарăм эпĕ. Ĕнси тĕлĕнче — чăмăр кĕмелĕх шăтăк”, — каласа кăтартрĕ амăшĕ.

Каçару ыйтас вырăнне — ÿпкев

Тискер ĕçе тунă хыççăн Руслан килне кайнă, арăмне чĕнсе тухнă. Таня Юра Мешков чĕп-чĕр юн выртнине курсан ниçта кайса кĕрейми пăлханнă, васкавлă медпулăшу, полици чĕнме ыйтнă. Анчах упăшкинчен хăранăран вăл мĕн каланине пурнăçлама тивнĕ. Русланпа иккĕшĕ Мешковăн ÿтне килне илсе кайнă. Анчах алăкĕ питĕрĕнчĕк пирки унта кĕртсе хăварайман. “Уçă пулнă тăк, тен, пÿрчĕ-качки çунтарса ярĕччĕç. Турă систернĕ пуль Юрккана, çавăнпа çăрапах питĕрсе кайнă ĕнтĕ вăл. Паянхи кун та уççине тупаймарăмăр. Ывăл ăна кĕрĕкĕн кĕсйине хураканччĕ, çи-пуçĕ те çук — çунтарса янă пуль тетпĕр. Русланăн арăмĕ Таня мана та, следствие те хăй мĕн пĕлни-курнине йăлт каласа пачĕ. Чунĕнчи çак йывăр çĕклемпе пурăнаймĕччĕ вăл. Ăна айăпламастăп эпĕ. Юрккана хăш шăтăка кайса пăрахнине Таня курман, вăл килĕнче юлнă”, — куççульне шăла-шăла калаçрĕ Клавдия Разина.

Руслан Матюшкина çирĕп режимлă колоние 8 çуллăха лартнă. Çавăн пекех унран Юрий Мешковăн амăшне кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен йывăрлăх кÿнĕшĕн 150 пин тенкĕ шыраса илме йышăннă. Приговор вуланă чухне Клавдия Васильевнăн судьяна итлесе ларма хал çитеймен, коридора тухса лăпланмалли эмел ĕçнĕ. Ĕç-пуç мĕнлерех пулса иртнине куç умне кăларсанах хĕрарăмăн чĕри ыратнă, хăйне питĕ йывăр туйнă. Руслан Матюшкинăн тăванĕсем ÿкĕнсе каçару ыйтас вырăнне Клавти аппанах айăпланă: “Ывăлăра хăвăр лайăх пăхман эсир”, — тенĕ.

Арăмне çеç юратнă

Ялти пĕччен арçын мĕнле пурăннине пурте пĕлеççĕ. Юра та эрех енне сулăннине амăшĕ пытармарĕ, одеколон та тиркемен вăл. Епле пулсан та, япăх-и, лайăх-и, кашни амăшĕн ачишĕн чунĕ ыратать. Юрик мăн асламăшĕн çуртĕнче тĕпленнĕ, вĕçĕмех Мускава шапаша çÿренĕ. Клавти аппа ывăлне мăшăр тупма тем пекех ÿкĕтленĕ. “Хăть хăвăнтан аслăрах хĕрарăм туп, пĕччен çеç ан пурăн”, — тенĕ. Анчах Юркка хирĕçленĕ, Верăна, унчченхи арăмне, кăна юратнине пĕлтернĕ. Верăпа вăл 7 çул ытла пурăннă, анчах ача-пăчаллă пулма пÿрмен вĕсене. Юркка пулас арăмĕпе çарта чухне паллашнă. Авланнă хыççăн Вера патĕнче, Мускав облаçĕнчи Воскресенскра, пурăннă.

Инкек Юра хыççăнах çÿренĕ тейĕн. Çемье пурнăçĕ ăнман унăн, эрех ĕçме тытăнни те шăпине синкерле çавăрнă. Юра тĕрмене çакланă. “Çын айăпне хăйĕн çине илнĕ вăл”, — тÿрре кăларчĕ ывăлне амăшĕ. Чĕмпĕр облаçĕнче икĕ çул кирпĕч шутланă хыççăн Юра Пăлапуç Пашьеле таврăннă. Арăмĕ унран уйрăлнă хыççăн тепре качча кайнă, ача çуратнă.

Амăшĕн варĕнче чухнех

Тĕрĕссипе, Юркка амăшĕн варĕнче тĕвеленсенех нуша курма тытăннă. Юркка хăйĕн ĕмĕрĕнче “атте” тесе, унăн ăшшине туйса курман. Ашшĕ çие юлнă арăмне хĕненĕ. “Хам та хĕн-хур айĕнче пурăннă та, ачан ăçтан телейлĕ пулас-ха?” — кулянчĕ 80-ран иртнĕ Клавти аппа. Вăл 14 çулта амăшĕсĕр тăрса юлнă, амаçури сĕре хаяр хĕрарăм пулнăран килĕнчен часрах кайма шухăшланă хĕр. 18 çул тултарсан Клавти Праски евчĕ тупса панă савнине тиркемен. Çемьери 7 ачаран вăл — чи асли, унăн пĕрех каймалла-çке. Аркади чипер каччă пек галстук çыхса, капăр тумланса хĕр илме килнĕ. Анчах унăн шукăль костюмĕсĕр пуçне Клавти нимĕн те курман: çын чунĕ кĕрĕк арки мар — тавăрса пăхаймăн. Асламăшне чĕнес шухăш пулнă-ха пикен, анчах евчĕ хирĕçленĕ. Çапла пулас мăшăрĕ патне, 15 çухрăмри Ульяновкăна, çуранах утма килĕшнĕ. Туй-çуй ятне тума пĕрле икĕ хĕр тусĕ пынă. “Ман пек айван кам пур-ши? Хам урапа утса кайрăм вĕт”, — аса илчĕ Клавдия Разина. Хунямăшĕ пулас кинне çăкăр-тăварпах кĕтсе илсе пилленĕ пулин те çĕнĕ çынсен пурнăçĕ ăнман.

Аркади кĕвĕçнипе арăмĕн чунне илнĕ. Чÿречерен пăхса тăнăшăн та, пĕр минут кая юлса килнĕшĕн те кĕлетки кăн-кăвак пуличченех пушăпа хĕненĕ. Клавти патак çисе пурăннине пĕлсен, ача кĕтнине пăхмасăрах, ашшĕпе асламăшĕ лаша кÿлсе пынă та ăна каялла илсе кайнă. Кун хыççăн Аркади темиçе хĕрарăма та киле кĕртнĕ, анчах путсĕрпе пĕри те пурăнайман.

Юрик кукашшĕ килĕнче çуралнă. Ашшĕ ăна нимĕнпе те пулăшман, килсе курман. Кăкăр ачине хăварса Клавти фермăна ĕçе тухнă. “Кăмакара пăтă пĕçерсе хăвараттăм. Килте йăмăк-шăллăм пурччĕ, вĕсем унăн пăттине çисе яратчĕç. Ытла мĕскĕн ÿсрĕ çав ачам. Амаçуришĕн эпир ытлашши хырăмччĕ. “Хăв Çĕпĕре кайиччен /атте унта ĕçлеме çÿретчĕ/ вĕсене килтен кăларса яр. Е хăвна ниçта та ямастăп”, — çапла çирĕп ыйтрĕ аттерен. Пуш уйăхĕнче ачапа пĕрле асанне патне пурăнма куçрăм. Çуралнă чун чул хушшинче те ÿсет, манăн Юрик та çапла нушаллă çитĕнчĕ. Кайран ывăлăма асаннепе хăварса Улатăр районне вăрмана сухăр кăларма тухса кайрăм, Полукире поселокĕнче пурăнтăм”, — иртнине куç умне кăларчĕ ватăскер. Клавти унта çартан тин кăна таврăннă яшпа Родионпа паллашнă. Вырăс яшĕ ачаллă хĕрарăма качча илнĕ. Вĕсем виçĕ хĕр çуратса ÿстернĕ. Ырă кăмăллă Родион ачасем çине сасă хăпартса, арăмĕ çине алă çĕклесе курман. Юрик амăшĕнчен аякра, мăн асламăшĕпе, çитĕннĕ, Пăлапуç Пашьелти шкултах вĕреннĕ, вăл хоккейла ăста вылянине ялта халĕ те аса илеççĕ.

Нушара çуралса çитĕннĕ Юрăна тискер вилĕм кĕтнĕ. Çавнашкал вĕçленнĕ унăн шăпи...

Алина ИЗМАН.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.