Вилсе чĕрĕлнĕ хыççăн пурнăçпа туллин киленет

6 Юпа, 2016

Пĕчĕк Карачура ялĕ вĕçне çитеспе редакци машини хăвăртлăхне чакарчĕ: умра ÇÇХПИ инспекторĕ тăрать. Ара, ку манекен вĕт! Эпир кăна мар, ытти иртен-çÿрен те автомобиле тăпах чарать иккен. Кунашкал юмах тĕнчине кĕрсе курмасăр никамăн та чун чăтаймĕ. Хăшĕ-пĕри кунта сăн ÿкерĕнме, урамри музее курма ятарласа килет.

Вăрламаççĕ

Лидия Онуфриева 20 сотка çĕр çинче тĕлĕнмелле илемлĕх лапамĕ йĕркеленĕ. Ăна карта тытса çавăрман, кирек камăн та кÿлепесемпе киленме, композицисенчи сăнарсене тытса пăхма май пур. Мĕн чухлĕ пуянлăх кунта! Сĕтелĕ-пуканĕ, сăмаварĕ, чей сервизĕ, теттесем... Никам та вăрламасть, çĕмĕрмест-ши вара? Пурте пĕлеççĕ: кунта видеокамера сăнать. Яла илем кÿрекен, ватти-вĕтти киленекен вырăна мĕншĕн тĕкĕнес? Ача-пăча кунта кунĕпех вылять. Сцена çине хăпарса сăвă калаççĕ, юрлаççĕ, ташлаççĕ вĕсем. Çапла, кунта сцена, кафе евĕр канмалли вырăн, хÿмесем, тем те, тем те пур. Акă хăнасене хапха умĕнче пăлан, кăмака çинчи Яка Карчăк, хăйăр купи çинчи Хĕрлĕ Калпак, сак çинчи виçĕ тус... тараватлăн кĕтсе илеççĕ. Пÿрт çумĕнче вара мĕнле кăна сăнар çук-ши? Чăваш хĕрĕ, пулă тытакан арçын ача, кĕпер урлă каçакан чиперкке, мунча кĕрекен арçынпа хĕрарăм, карчăкпа старик, кăмака çинчи Емеля, сăпка сиктерекен хĕрарăм, тĕрлĕ чĕрчун, йăмăхакан чечексем... Çаксене Лидия Алексеевна йăлтах халăха савăнтарас тесе пĕр лапама пухнă. Ландшафт дизайнерĕсенчен сĕнÿ-канаш ыйтман вăл. Пуçра пин-пин шухăш явăннă чухне вĕсем кирлĕ те мар. 4 çулта пĕр япалана та вăрламан. Ачасем вылянă чухне мĕн те пулин çĕмĕрсен çийĕнчех юсаççĕ. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.