- Чăвашла верси
- Русская версия
Пĕр каçлăх юратушăн артистла хăтланаççĕ
Пирĕн корреспондент Интернетра савни шыранă
Ăмсану — лайăхах туйăм мар. Нумаях пулмасть тусăмăн вĕр çĕнĕ хваттерĕнче пулса курнă хыççăн чуна шĕкĕ евĕр кĕрсе вырнаçрĕ вăл. Савни тупнă тусăмăн пурнăçĕ улшăнчĕ: куçĕ телейпе çиçет, ĕçрен кашни каç савăнăçлă кăмăл-туйăмпа таврăнать. Çĕнĕ мăшăрĕпе пĕрле туяннă хваттере мĕн тери чаплă юсанă! Тÿрех паллă — ăста алăллă ĕçчен арçын унăн пулас упăшки. Кĕркунне пĕрлешме калаçса татăлнă вĕсем, çĕррине те, кĕпине те туяннă. Пĕрремĕш упăшки эрех ĕçсе, ниçта ĕçлемесĕр, кĕвĕçсе, сăтăр кăтартса тарăхтарсах çитернĕччĕ тусăма. Вăл чăтаймарĕ — уйрăлчĕ, икĕ ачине ашшĕ пулăшăвĕсĕрех ÿстерчĕ. Акă тинех хĕн-хур тÿссе пурăннă хĕрарăм тĕлне те йĕркеллĕ арçын тупăнчĕ. “Пĕлетĕн-и: холодильникре мĕн çуккине те хăйех курать, хваттерте мĕн юсамалли, пăта çапмалли пирки шарламастăп та”, — хальхи мăшăрĕн ырă енĕсене асăнса пĕтереймерĕ тусăм. Ара, пире, хĕрарăмсене, урăх мĕн кирлĕ? Ĕçлекен, çемьене тăрантаракан тата... сана вилсе каясла юратакан арçын пултăр. Ăçта тупнă тетĕр-и çавнашкал савни? Ăçта, ăçта? Интернетра.
Шăл юсама
Унта тепĕр пĕлĕшĕм те телейне тупрĕ. Шупашкарта вĕр çĕнĕ хваттерте тĕпленчĕç, арăмĕ умлăн-хыçлăн икĕ ача парнелерĕ. Акă пирĕн редакци водителĕ те паллашу сайтĕнче виçĕ çул ларнă хыççăн епле-шă “шикарнăй” майра тупса янă! Çитменнине, хваттерлĕ хĕрарăм. Халĕ ун патĕнче шик! шăхăрса кăна пурăнать, чуп-чуп уйăхĕ çулталăка яхăн тăсăлать ĕнтĕ. Тата тĕслĕх илсе кăтартас-и? Вçо, çитет çынсене ăмсанса! Мана Интернетра савни тупма кам чарать? Паллашу сайтĕнче йĕркеллĕ арçын тупасси, паллах, иккĕлентерчĕ. Çапах телейпе çиçекен юлташăмсене тепĕр хутчен аса илнĕ хыççăн эпĕ те сайтра регистрациленме шухăшларăм. Пĕччен пурăнакан тусăм Марина та ÿкĕтлерĕ, вăл та çур çула яхăн ĕнтĕ унта савни шырать. Кăлăхах. Тĕлпулăва пĕр хутчен кайнă, анчах çĕнĕ пĕлĕшĕ ăна килĕшмен. Вăт çапла халĕ те вăл кунсерен çырусем вĕçтерет, суйлать... Паллашу сайтĕнче эпĕ те сăнÿкерчĕк вырнаçтартăм, анкета хăвартăм: 35-50 çулсенчи арçынпа паллашасшăн тата ытти те. Сăнÿкерчĕк айне “Кунта хамăн юратăва тупасса шанмастăп, эпĕ йăнăшатăп тăк ĕнентерсемĕр” тесе çыртăм. Çур сехет те иртмерĕ — çырусем килме тытăнчĕç. 23-25-ри каччăсенчен. “Вĕсене вуламасăрах уйрăм папкăна хур. Вĕсем сайтри кашни çĕнĕ хĕр-хĕрарăм патне çыраççĕ. Малтанхи кунсенче кунашкал çыру нумай илĕн-ха, çĕнĕ çынсене “тапăнаççĕ” вĕсем”, — ăнлантарчĕ Марина. Унăн опыт пур çав, вăл йăлт пĕлет. — Ак çаксем, хăйсен сăнне пытарнисем, авланнă ахăртнех. Вĕсене эпĕ “коллекционер” тесе палăртатăп: пĕр каçлăх хĕрарăм шыраççĕ”. Вăт пуçланчĕ тамаша! Шăпах çавнашкал сĕнÿ пуласса, ирсĕр шухăшлисем кунта пайтах ларасса пĕлнĕ çав. “Ничево, пĕр-ик эрне тÿсĕн, кайран аптăратмĕç”, — шантарчĕ тусăм.
Интернета темиçе кун кĕреймерĕм. Çав хушăра купи-купипех çыру килнĕ. 20-рисене манран мĕн кирлĕ-ши? Хамăн ача вырăнне йышăнсан анчах ĕнтĕ. 63-ри старикĕ тата мĕне шанать-ши? Пурте тенĕ пекех “Салам!” тенипе çеç çырлахнă. Пĕр-пĕр илемлĕ сăмах çаврăнăшĕ шухăшласа кăларма ăсталăхĕ çитмест ахăртнех. Хĕрарăма кăсăклантарма “салам” тени çителĕксĕр пек туйăнчĕ. Шăл тухтăрĕ куç хĕсрĕ. Кирлĕ çын ку — паллашмаллах. “Тухтăрсене питĕ килĕштеретĕп”, — çыртăм ун патне. “Эсĕ те аптăрамастăн”, — хуравларĕ хайхискер. Шупашкарти Гузовский урамне шăл юсама чĕнчĕ. Каяс-ши? Адресне çырса хутăм.
Сăвăпа çавăрасшăн
49-ти арçын çырчĕ: “Санăн сăнÿкерчĕкÿ питĕ килĕшрĕ. Тахçанах пĕлнĕ çын евĕр туйăнатăн, пирĕн чун çывăххине сисетĕп”. О-о-о! Хуравлас-ха кăна. Çапла пĕр-пĕрин патне çырма тытăнтăмăр. Николай Сĕнтĕрвăрри районĕнчи пĕр ялта пурăнать. Эпĕ те чăваш пулнăшăн вăл хĕпĕртерĕ. “Вырăссем пире иккĕмĕш сортлă çынсем вырăнне хураççĕ”, — тенипе килĕшмерĕм. Николай илемлĕ, йăнăшсăр шăрçалать. Ку мана килĕшрĕ. Унччен пĕр арçынпа çырăннăччĕ. Купипе йăнăш! Репетитор пулса пулăшу сĕнтĕм те — çухалчĕ. Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнчи Николайпа телефон номерĕсемпе ылмашăнтăмăр, каçкÿлĕм шăнкăравлама шантарчĕ. Сайтра унăн сăнÿкерчĕкĕ çукчĕ — телефонĕ çĕнĕ йышши мар-мĕн, çавăнпа вырнаçтарма май килмен. Кĕçех вăл ММСпа хăйĕн сăнÿкерчĕкне ячĕ. Эпĕ юмахри пăхаттире, илемлĕ принца шырамастăп. Маншăн çыннăн сăн-пит илемĕ пĕлтерĕшлĕ мар. Чи кирли — ун патне чун туртăнтăр, кăштах килĕшсен малалла паллашма юрать. Николай ман валли ватăрах пек туйăнчĕ, 12 çул аслăрах вăл. Сасси мĕнле-ши? Мĕншĕнне пĕлместĕп, анчах арçыннăн сасси маншăн питĕ пĕлтерĕшлĕ. Коля “Алло, салам!” тесенех кăмăлăм пĕтрĕ: сасси килĕшмерĕ. 5 минут калаçăва аран чăтрăм, питех чĕнмерĕм, ыйтусемпе аптăратмарăм. Акă шăплăх вăраха кайрĕ. “Лайăх çынпа нимĕн чĕнмесен те аван. Санăн пушмаку еплерех шаклаттарнине итлеме те хавас”, — ăнлантарчĕ арçын. Унтан манăн сăнÿкерчĕке курнă-курман чунĕ пăлханса кайнине пĕлтерчĕ. Капла калаçма ăçтан вĕреннĕ-ши апăрша арçынĕ? Çав каçах вăл ман пата вырăсла сăвă шăрçаларĕ. Шухăшĕ çакнашкал: эпĕ çут тĕнчене илем кÿретĕп иккен. Вăл мана вилесле юратать, анчах эпĕ ун çине çаврăнса та пăхмастăп. Тахçан тахăш савнине халалланă сăвă пулчĕ ахăртнех. Çур кунра çакнашкал туйăм çураласса ĕненместĕпех. Ирхине СМС-çырупа каллех тепĕр сăвă килчĕ. “Эп манаймастăп сана нихăçан. Чĕрене эс манне çунтаран. Ма сивлетĕн-ха эсĕ мана? Эп каймастăп-и сан кăмăлна? Чун савни, ман енне çаврăнсам, ман юратăва эсĕ курсам. Эс туйсам ман чĕре ăшшине, юратушăн епле çуннине”. Хĕрарăм кунашкал йĕркесене вуланă хыççăн ирĕлсе каясса, ун ытамне ыткăнасса кĕтрĕ-тĕр Николай. Тен, çапла майпа вăл пĕр хĕрарăмăн пуçне кăна мар çавăрттарнă? Анчах эпĕ ăна ĕненмерĕм. Ырă ир суннă çырусем те, кушак çуриллĕ ММСкăсем те кăмăлăма çавăраймарĕç.
Чей ĕçме чĕнчĕ
Тĕнче тетелĕнче савни шырама тытăннăранпа икĕ эрне иртрĕ. “Çырса ларнипе çитет, тĕлпулăва каймалла. Унсăрăн кунтах тымар ярăн та никама та тупаймăн”, — ăс пачĕ тусăм. Акă кĕçех чĕнекен тупăнчĕ.
Сайтра 35-ри Петрпа çырăнма тытăнтăмăр. Эпĕ унран 3 çул аслăрах, ку нихăш енчен те пăшăрхантармасть-мĕн ăна. Петр — вырăс çемйинчен, Шупашкарта пурăнать, электрик. Вăл тÿрех, çырăнма тытăннă кунхинех, тĕл пуласшăнччĕ. Манăн урăх плансемччĕ, тĕлпулăва тепĕр куна хăвартăмăр. Çумăр вĕтĕртетнине пăхмасăрах тухса утрăм, чарăнура курнăçмаллаччĕ пирĕн. Çÿллĕ, тĕреклĕ арçын Петр. Эпĕ ăна паркра уçăлса çÿреме сĕнтĕм, вăл вара хура вăрман еннелле чĕнчĕ. Килĕшмерĕм, хула урамĕ тăрăх каллĕ-маллĕ утрăмăр. Сунчăк та илме маннăччĕ ун чухне, çумăр вăйланчĕ. Пĕр çурт кĕтесĕнче хÿтлĕх тупрăмăр. Петя хĕрарăмпа пурăннă, ачи те пур. Анчах арçын иккĕленет: те унранах-ха вăл? Мăшăрĕ сулахаялла чупма юратнă иккен, пурнăç тĕллевĕ те унăн — киленÿ илсе кĕлеткине кантарасси. Ку — Петя сăмахĕсем. Арăмĕ тухса кайнă, тĕпренчĕкне амăшĕпе хăварнă, хăй таçта темле арçынпа пурăнать-мĕн. Петя хĕрачипе хутшăнать, ăна пулăшать. ДНК тума та хирĕç мар вăл. “Ача манăн тăк алимент тÿлĕп, анчах амăшĕ вырăнтан та хускалмасть: суда памасть, тест тăвасшăн мар”, — ăнлантарчĕ Петя. Эпĕ çакна пĕрре мар асăрханă ĕнтĕ: хĕрарăм упăшкинчен уйрăлма тĕв тытнă тăк, арçын шухăшĕпе, вăл еркĕн тупнă, улталать. Упăшка вара — таса, ним айăпсăр чун, ăна арăмпа ăнман. Тепĕр савнипе тĕл пулма тытăнсан вĕсем каварлă та юхха хĕрарăмпа нуша курса пурăнни çинчен калама тытăнаççĕ. Шеллессе кĕтеççĕ-ши? Петя та çав йышранах пек туйăнчĕ. Анчах эпĕ нимĕн те шарламарăм. Калаçу сыпăнчĕ — акă мĕн паха. Петя чей ĕçме сĕнчĕ. “Кунта мĕнле кафе пур вара?” — тепĕр урамалла пăрăннă май ыйтрăм эпĕ. “Кафене мар, ман пата хваттере кĕрĕпĕр, эпĕ 1-мĕш хутрах пурăнатăп”, — терĕ. Чей — тĕлĕнмелле шĕвек! Пĕр курка чей ĕçме чĕннине пула çĕр çине миçе çын çуралман-ши? Çумăр айĕнче шăнсан та йыхрава йышăнмарăм. Кайран арçын мана чарăнăва çити ăсатрĕ. Сывпуллашса уйрăлтăмăр. Çывăрма выртас умĕн Петьăран СМС-çыру килчĕ: ыран вăл мана хăнана чĕнет, эпĕ ăна килĕшнĕ имĕш. Хăнана? Калаçу мĕн пирки пынине тавçăрма йывăр пулмарĕ. Ÿкĕтлесе ачаш сăмахсемпе темиçе те çырчĕ. Тепĕр кунхине вăл шăнкăравларĕ, ĕçрен кĕтсе илме те хатĕрччĕ. Каллех çумăр çăватчĕ. Урамра уçăлса çÿреме хирĕç марччĕ эпĕ, сунчăк та пурччĕ, анчах Петьăн урăхларах шухăш пулнă. Эпĕ тĕл пулма килĕшмерĕм. Çакна йывăра илчĕ-ши — тепĕр кунхине те, кайран та шăнкăравламарĕ. Эх, Петя, Петя, хĕрарăм кăмăлне çавăрас тесе кăштах та вăй хурас, кĕтес килмест-çке санăн...
Çĕрле те çыраççĕ
Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан 40-ри Сергейпа сайтра чиперех калаçу сыпăнчĕ. Чун романтикăшăн тунсăхланине пĕлтертĕм. Вăл вара сăрапа пулă илсе мунчана кайма йыхравларĕ.
Миша Север ятлă пуçтах тупăнчĕ. Çурçĕрте ĕçлесе пурăннăран çапла хушма ят çыпăçнă пуль терĕм. Ку хушамат тесе ĕнентерме тăрăшрĕ. “Эпĕ — Мускав облаçĕнче службăра тăнă майор”, — пусăм тусах ăнлантарчĕ хайхискер. Унпа эпĕ 2-3 кун соцсетьре калаçрăм.
— Пĕртен-пĕрскере, чун савнине, тупас тĕлĕшпе шырав еплерех иртет? — ыйтрăм унран.
— Эпĕ ăна шырамастăп та, — пулчĕ хурав.
— Кам кирлĕ вара сана?
— Чи хитре чăваш чиперккипе паллашасшăн та кайран хыттăн... Малаллине хăвах тавçăр.
— Эпĕ экстрасенс мар çав.
Миша каланă тăрăх, паллашу сайтĕнче — ясарлăхпа минренĕ, якăлти хĕрарăмсем кăна. Тата тепĕр категори пур — качча кайса уйрăлнисем, темшĕн вĕсем арçынсем хăйсене пуçа çухатасла юратасса кĕтеççĕ. Çапла тăрăхласа калаçнă хыççăн калаçу сыпăнмарĕ. Ăнлантăмăр, мĕн шухăшлă этем ку. Чао, Миша Север!
Вырăн çинче темĕнле майлă та киленÿ парнелеме хатĕр сĕнÿ аплипех илтĕм. “Ачашланас килет-и?” — текен СМС-çыру çĕрле ыйха çĕтерчĕ. Малтанхи кунсенче сайтра кăна вĕçтерчĕç, кайран телефона та килме тытăнчĕç. Ăна сасăсăр режим çине куçарса çывăрма тытăнтăм. Интернетра аташнисем çĕрле те çывăрмаççĕ иккен, ир валли СМС-çырусем килсе выртнă та. Йăлăхтарчĕ ку. Мĕн тери чирлĕ иккен тĕнчемĕр! Пĕр каçлăх савăшушăн йÿтенисем Интернетра тем чухлех. Унта йĕркеллĕ çынна тупасси улăм ури ăшĕнче йĕп шыранипе танах. Урăх тÿсеймерĕм, сайтран хамăн страницăна хуратрăм.
Тусăм юратăвне Интернетра тупни лайăх-ха, уншăн савăнам. Анчах мана та çаплах ăнасса пĕлтермест-çке ку. “Пасар — пĕрле, телей — уйрăм” тесе ахальтен каламан. Эпĕ тĕрĕсех шухăшланă — кунта чун савни тупăнмастех. “Çук, йăнăшатăн”, — тесе никам та ĕнентереймерĕ. Тен, манпа хамăр хаçат урлă паллашас текен тупăнĕ? Хам çинчен кĕскен: çÿллĕ мар, хитре мар, самăр, 2 ачаллă. Эпĕ пуян, хваттерлĕ, машинăллă, ĕçмен-туртман, ырă кăмăллă, ĕçчен, мана алă çинче йăтса çÿреме хатĕр арçын шыратăп. Телефон номерĕ — редакцире. Шăнкăравлăр.
Алина ИЗМАН.
Комментари хушас