Кинĕпе тата ывăлĕпе хутшăнасшăн мар

29 Авăн, 2016

“Камран пулăшу ыйтмаллине пĕлменрен шăнкăравлатăп. Сирĕн хаçата эпĕ питĕ юратса вулатăп. Йывăр шăпаллă çынсем пирки тăтăшах çыратăр эсир. Пирĕн кÿршĕри кинемей начар условисенче пурăнать. Ывăлĕпе кинĕ ăна пăхмаççĕ. Санька аппан кун-çулĕ çамрăк чухне те йывăр пулнă, халĕ те нуша курать вăл”, — терĕ Шупашкарти Карл Либкнехт урамĕнче пурăнакан пĕр хĕрарăм.

Арпус çинĕ хыççăн

87-ри Александра Федорова патне ытларикун çитрĕм. Пÿрчĕ икĕ хутлă, газ, шыв пур. Условисем начар теме çук. Санька аппа ывăлĕпе тата кинĕпе пурăнать. Кинемей вĕсене хăйĕн пÿлĕмне кĕртмест, алăкне шалтан çаклатать. Санька аппан çапла сыхланмашкăн сăлтавĕ пур. “Никам та пăхмасть мана. Ывăл кунĕн-çĕрĕн эрех ĕçет, ниçта та ĕçлемест. Укçа ыйтса тапăнать, вакки кăларса тыттаратăп вара. Кин... мана наркăмăш парса вĕлересшĕн. Эпĕ вĕсен апатне çиместĕп. Мана ырă çынсем пăхаççĕ”, — тĕлĕнтерчĕ Александра Федоровна. Шăпах кÿрши Тамара ăна валли çимелли илсе килнĕччĕ. Сумкинчен чей тултарнă банка кăларчĕ. “Санька аппа, эсĕ пăтта мĕншĕн çимен? Ытти апата та тĕкĕнмен...” — ватă çынпа сăмахларĕ Тамара Григорьевна. Вăл ун патне кунне 4 хутчен те килсе каять. Урай та çунă вăл, мĕншĕн тесен карчăк пÿлĕмĕнче пĕрех никам та тирпейлемест-мĕн. Кĕпи-йĕмне те вăлах тасатса тăрать.

Виçĕ эрне каялла Санька аппа пилĕкне тапратнă. “Петя çур арпус илсе килчĕ. Ăна çăпалапа çирĕм. Тăтăм та пуç çаврăнса кайрĕ, шап! хыçалалла кайса ÿкрĕм. Вырăн çинчен ватка утияла туртса антартăм та чĕркенсе выртрăм, тăраймасăр урайĕнчех çĕр каçрăм”, — инкекĕ çинчен каласа кăтартрĕ кинемей. Ирхине тăрайман вăл, пилĕкĕ чăтма çук ыратнă унăн. Кинемей туйипе шаккаса ывăлне чĕннĕ. Петя алăка хирсе уçса кĕнĕ, васкавлă медпулăшу чĕннĕ. “Больницăра тухтăрсем мана çавăрчĕç, çавăрчĕç... Тата хытă ыраттарчĕç. Кайран каларĕç: “Киле илсе кайăр!” Вăт çапла нуша кăтартрĕç мана”, — терĕ Александра Федоровна. Вăл икĕ эрнене яхăн вырăнпах выртнă. Тухтăр çырса панă эмелсене ывăлĕ туяннă, кÿрши Тамара килсе укол тунă, сипленĕ, вăлах çитернĕ, кĕпе-йĕмне çуса тасатнă. Халĕ кинемей самайланнă, икĕ туйипе урама та тухса кĕнĕ.

Хура мунчара

Пÿлĕмре сĕтел ларать. Вăл Санька аппашăн шутсăр хаклă. “Атте-аннерен асăнмалăх хăвартăм ăна. Вĕсене кулак тесе айăпланă. Аттене ссылкăна ячĕç. Аннене çыхса пăрахса килте ухтарчĕç, укçа шырарĕç. Эпир йăмăкпа çак сĕтел айĕнче йĕрсе лартăмăр. Аннене тăратса илсе тухса кайрĕç. Ăна кĕркунне кăкарса тăрантас хыççăн чуптарнă. Çуртне сÿтсе кайрĕç, шкул туса хучĕç. Килте пĕр выльăх та хăвармарĕç. Эпир, 5 ача, пахчари хура мунчара выçăллă-тутăллă пурăнтăмăр. Пире пиччесем пăхрĕç. Вĕсем 14-ран иртнĕччĕ. Анне ссылкăран туберкулезпа чирлесе таврăнчĕ. Çĕрле. Пурте çывăраççĕ. Эпĕ анне ниçта кайса кĕрейми ÿсĕрнине итлесе ларатăп. Вăл вăрăммăн сывларĕ те шăпланчĕ. “Татьян, Тоня, тăрăр-ха, анне вилчĕ!” — тесе аслисене вăратрăм... Хура мунчарах çитĕнтĕмĕр. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче те унтах пурăнтăмăр. Пиччене фронта ăсатрăмăр. Вăл аманмасăр, тĕрĕс-тĕкел таврăнчĕ. Эпир аппа-йăмăкпа ăна пахчара кĕтсе илтĕмĕр. Атте çав куна кураймарĕ, чирлесе вилчĕ. Эпĕ пĕчĕклех суха пуç тытма хăнăхрăм. Уйран кĕтĕм те ачасем мана каларĕç: “Санька, аçу килнĕ!” “Ман атте çук, вилнĕ”, — тетĕп. Бригадиртан пĕлтĕм: пичче таврăннă иккен. Вара килелле чуптартăм, пиччене курас килет-çке. Вăл Ананий юлташĕпе пĕрле килнĕ. Ун чухне эпĕ пĕчĕк пулнă, пĕрех ку саманта астăватăп. Пичче кайран авланчĕ, инке хура мунчана, йышлă çемьене пырса кĕме хăрамарĕ. Малтан вĕсене пÿрт тума пулăшрăмăр, хамăра валли лартаймарăмăр”, — аса илчĕ ватă çын.

“Укçи те, çимелли те çук унăн. Хĕрхенĕр ĕнтĕ ăна”, — ял çыннисем çапла ыйтнипе Санькăна строительство комбинатне ĕçлеме илсе кайнă. Анчах ялти пахчана туртса илеççĕ тесе унтан пăрахса килме тивнĕ. Вара хĕр совхоз фермине ĕçлеме кĕнĕ.

Чухăн пулсан та, çĕтĕк-çурăк çÿресен те вăл вăйăран юлман, юрра-ташша ăста пулнă, хĕр тусĕсем ун патне ларма çÿренĕ. Пахчари хура мунчара выртса тăнăскерĕн пÿрт лартас шухăш пулнă. Ватта юлнăшăн вăл питех кулянман. Санька 40 çулта çеç качча кайнă. Анчах упăшки Михала путлĕ пулман: ĕçкĕпе иртĕхнĕ, хĕненĕ. Çĕрпÿ районĕнче Çĕньялта тăйлăк-тайлăк çуртĕнче ватă амăшĕпе кун кунланă, çимелли те пулман вĕсен. 2 çул патак çисе, хăраса пурăннă хыççăн Санька пĕчĕк ачине йăтса тухса тарнă. Упăшки ăна канăç паман, килне пырса кĕнĕ. Арçын ÿсĕрле шăнса вилес мар тăк Санька аппа ку таранччен пурăнас та çукчĕ пулĕ, Михала ăна тахçанах çапса пăрахĕччĕ. Хĕрарăм татах пÿрт ларт­нă, ывăлне ÿстернĕ, ĕçленĕ... “Кутамкка çакса ачана фермăна пĕрле илсе каяттăм, кăлпасси илсе çитереттĕм. Вăкăр самăртнă çĕрте тăрăшнă эпĕ, 200 пуç пăхнă”, — пирĕн калаçăва итлесе ларакан мухмăрлă-сухмăрлă ывăлĕ çине пăхса каларĕ кинемей.

— Халĕ сире хăй алă çинче йăтса çÿрет пулĕ? — ыйтрăм эпĕ.

— Çапла. Хуса çитсен татах йăтать...

Килĕнче лăпкă мар

Санька аппа пÿртре курткине хывмасть, сивĕ ăна. Ывăлне сакай шăтăкне хупманшăн ÿпкелерĕ.

— Мĕн итлесе ларатăн? Ин­те­реснă-и? — Петьăна ятларĕ амăшĕ. Унччен те пулмарĕ — вĕсен хушшинче тавлашу сиксе тухрĕ: килте кам мĕн ытларах тунă? Санька аппан пенси лайăх тухать-мĕн, Петя та маххă парасшăн мар: “Эсĕ 3-4 пин тенкĕ пенси илнĕ чухне эпĕ Мускавра 20-25 пин тенкĕ илеттĕм. Иккĕмĕш хута хăпартрăм”. Ку килте килĕшÿ çуккине ăнлантăм. Кинемей хăйне наркăмăшласшăн тесе шухăшлать. “Яшка çисе ларнă çĕртех ÿкрĕм. Пÿртре вилместĕпех”, — тесе фуфайка сĕтĕрсе урама тухса выртрăм. Шăпах кÿршĕ Павлина килетчĕ. Эпĕ ăна эмел илсе килме ыйтрăм, шутсăр пуç çаврăнатчĕ. Вăл Маньăна чĕнсе килчĕ, эмел ĕçсен хама лайăхрах туйма тытăнтăм. Ман тавра çынсем пуçтарăнчĕç, сĕт, çăмарта ĕçтерсе хăстарчĕç. Ял-йышпа эпĕ яланах туслă пурăннă, инкек пулсан та манпа канашланă. Кăçал çулла пускилте кăштах пурăнкаларăм, пирĕн килте лăпкăлăх çук. Никам та пăхмасть мана унта”, — палăртрĕ Александра Федорова.

— Мĕнле пăхмаççĕ? Сана астăвассишĕн ятарласах ĕçрен кайрăм. Мĕншĕн çапла кÿренмелле калатăн? — тÿсеймерĕ Петр.

— Эпĕ йĕркеллĕ каласа кăтартасшăнччĕ. Веç пăтратса пĕтертĕн калаçăва, — пÿлчĕ амăшĕ.

Санька аппа хăйĕннех перет: ăна наркăмăшласшăн тесе ĕнентересшĕн. Амбулатори карточки çине те çаплах çырнă иккен, анчах листине такам тăпăлтарса илнĕ-мĕн. “90-а çитиччен пурăнасшăнччĕ, çав çула çитме пачăшкă та пиллерĕ мана. Тепĕр 5 уйăхран эпĕ 90 çул тултаратăп”, — терĕ кинемей. Чим-ха, аташать вĕт-ха ку? Вăл халĕ 87-ре кăна. Кинĕпе ывăлне те тасаранах айăплать пуль? Ватă çынна юраса пурăнма çăмăл мар та, анчах ăна пăхмалла маррине пĕлтермест-çке ку.

Амăшĕпе ывăлĕ хушшинче кашни сăмахрах тавлашу çуралчĕ, пĕр-пĕрне ÿпкелерĕç, айăпларĕç. Кравать çине те çитрĕç.

— Çĕннине туянса патăмăр сана, — терĕ ывăлĕ.

— Укçине хам патăм-иç. Мăнук Гера илсе килчĕ! — çиеле тухрĕ кинемей.

— Санăн укçу çитмерĕ, хамăрăнне хушрăмăр!

— Слушай, Герăна эпĕ тепĕр 5 пин тенкĕ патăм!

— Унпа татăлнă пуль... Манпа — çук!

Çакăн пек вĕсем кунĕпех тавлашма пултараççĕ пек туйăнчĕ. Капла вăрçăнсан 90-а çитекен ватă кăна мар, сывă çын та чире кайĕ! Пуç кăна мар, тем те çаврăнĕ... Ай турух! Ватлăхра пĕр канлĕх те çук ку кинемейĕн. “Ăçта та пулин тухса кайăттăм, кам йышăнĕ-ши мана?” — тилмĕрчĕ Санька аппа.

Алина ИЗМАН.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

Шупашкарти Кăнтăр поселокĕнче пурăнакан Александра Федорова тĕлĕшпе халăха комплекслă майпа пулăшакан социаллă центр ертÿçипе Ренада ФЕДОРОВĂПА çыхăнтăмăр:

— Эсир каланă çĕре паянах пирĕн ĕçченсем çитĕç. Кинемей мĕнле сăлтава пула йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкнине тĕпчĕç. Пĕччен е нушаллă пурăнакан ватăсемпе инвалидсене эпир пулăшма яланах хатĕр. Александра Федоровăпа тĕл пулса калаçнă хыççăн сире тĕплĕнрех хурав парăпăр.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.