Ача кулли тавралăха илем кÿтĕр
Ашшĕ-амăшĕ ялан ачи-пăчи валли хатĕр-хĕтĕр шырать. Паллах, кашниех тĕпренчĕкне май пур таран хитререх тумлантарасшăн. Хамăр та пĕр лавккаран теприне чупса хăшкăлатпăр. Çывăхри суту-илÿ вырăнĕнчех туянăттăмăр, анчах нумай чухне унта юрăхлă çи-пуç та, пушмак та куç тĕлне пулмасть. Туянса пĕтернĕ те çĕннине илсе килеймен-мĕн. Е тата япала пахалăхĕ тивĕçтермест. Пĕрре 7-8 çулти ачасем валли 500 тенкĕлĕх 5 футболка илнĕччĕ. Йÿнни йÿнеçтерни мĕншĕн асран тухать-ши? Хайхискер çуса çаксанах тăсăлса кайрĕ, япалан тĕсĕ тухрĕ. Унашкаллине, паллах, урăх тăхăнаймăн.