Наци кинематографĕн çулĕ такăрланĕ-и?

Шупашкар кинофестивальне сахал йышлă халăхсен кинематографне халалланă. Çакă чăннипех тÿрре тухрĕ, конкурса наци киностудийĕсен 14 фильмĕ хутшăннă. Бурятсем, якутсем, тутарсем, хакассем, македонсем... хăйсен ĕçĕсемпе паллаштарчĕç. Кинофестивалĕн историйĕнче пĕрремĕш хут çак йышра чăвашсем те пур. Андрей Васильев режиссерăн "Нарспи” музыка фильмĕ конкурса хутшăнчĕ. Çавăн пекех конкурс тулашĕнче чăваш кинематографисчĕсен /В.Карсаков, В.Оринов, А.Степанов-Пăртта, В.Синяев/ чăвашла ÿкернĕ фильмĕсене кăтартрĕç.

Сергей Анашкин регионсем хатĕрлекен фильмсене хакланă май "мĕн пур халăхăн фильмĕсем пĕрешкелрех темăсене çутатнине" палăртрĕ. "Фильм урлă халăх сăмахне, шухăшне палăртма пултарни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ", - терĕ вăл. Елена Стишова унăн шухăшне малалла тăсрĕ, "Хăйне евĕрлĕхне кăтартма тăрăшни сисĕнет. Вăл е ку халăхшăн тăван йăла-йĕркене, сăнсене курма май пурри пĕлтерĕшлĕ".

"Çавра сĕтеле" якутсен пултарулăх ушкăнĕ те хутшăнчĕ. Вĕсем конкурса темиçе фильм тăратнă. Пахалăхĕ начар мар, Шупашкар çыннисене те килĕшнĕ вĕсем.

- Якутсене çине-çине ÿкерме мĕн хистет.

- Куракан, - татăклăн палăртрĕ Марианна Скрыбыкина продюсер. - Çынсем кино курасшăн, вĕсене интереслĕ.

- Чиновниксем пăхаççĕ-и.

- Паллах. Пĕтĕмпех хăрушă фильмсенчен пуçланчĕ. Халăх историйĕпе çыхăнтарса ÿкернĕскерсем çынсене кăсăклантарса ячĕç. Паллах, ăнăçу тÿперен йăтăнса аннă тееймĕн. Пăтăрмахлă самант та сахал мар пулнă. Халĕ ăнланатпăр, тăкак ытларах пулин те пахалăх чи пĕрремĕш вырăнта пулмалла.

Якут кинематографĕсене патшалăх тĕрев парать. Нумаях мар пулин те пулăшу сисĕннине палăртаççĕ режиссерсем. Пуçарулăх, тăрăшулăх та çула уçать. Акă Вячеслав Семенов тĕслĕхĕ пĕчĕк ушкăнпа е пĕччен те пысăк ĕçсем тума май пуррине çирĕплетет. Вăл хăйех сценарист та, режиссер та, оператор та. Вăл вун пĕр документлă, тулли - пĕр, кĕске метражлă виçĕ илемлĕ фильмсем ÿкернĕ.

Якутсем çынсене кино патне туртăнтарма пултарни тĕлĕнтерчĕ паллах. Пухăннисене самай калаçтарчĕ. "Якутсем хăйне евĕрлĕ "утрав” çинче пурăнаççĕ, унта пуйăссем çÿремеççĕ, - терĕ Сергей Анашкин. - Вĕсен хăйсен тĕнчи. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче кунта якут сăмахĕ илтĕнмен. Паян вара тăван чĕлхепе ирĕклĕнех калаçаççĕ".

Хальхи вăхăтра кинотеатрсене çÿрекен питĕ сахал. Аслăрах ÿсĕмрисем телевизор умĕнче ларма кăмăллаççĕ, çамрăксем Интернетпа кино пăхаççĕ. Фильмшăн никамăнах та укçа тÿлес килмест. Çакă вара кино ÿкерессине пĕтсе ларасси патне илсе çитересси куç кĕрет. Акă, сăмахран, чăваш кинофильмĕсене пысăк экранпа кăтартма пуçласан курма çÿрекен пулĕ-ши.

Икĕ-виçĕ уйăх каялла чăваш кинематографисчĕсем пĕрлешсе союз йĕркелерĕç, пысăк тĕллевсем палăртаççĕ. ЧР Культура министерстви те вĕсене пулăшма хатĕр. "Кăçал Шупашкарта хамăрăн кинорежиссерсен ĕçĕсен фестивальне ирттересшĕн, - каласа кăтартрĕ союз ертÿçи Олег Цыпленков. - Çĕнтерÿçе килес çул тĕп хулара иртекен саккăрмĕш кинофестивале хутшăнтарасшăн”.

Пысăк экран тенĕрен... Унта çитме çăмăлах мар иккен. ЧР культура министрĕн çумĕ Т.Казакова каланă тăрăх - темиçе çул каялла пĕр çамрăк çакăн пек пуçарупа тухнă иккен. Анчах саккунпа килĕшÿллĕн РФ Культура министерстви ирĕк памасăр фильма республикăра кăтартма ниепле те май килмест. Аталанăва ура хуракан тепĕр самант. Ăна сирме май çук тееймĕн, çапах та...

Чăваш кинематографисчĕсене те, ыттисене те паянхи кăткăс пурнăçра пĕлтерĕшлĕ ĕçсем хатĕрлеме çăмăл мар. Укçа-тенкĕ çитменни, влаç ăнланманни... Чылай чухне "телей хÿрине" ярса илесси хăвна хăв шаннинчен нумай килет.

- "Пресвятая Богородица, спаси нас!" фильм /вăл конкурса хутшăннă/ - манăн пĕрремĕш ĕçĕм. Ăна ÿкерме кредит илтĕм, пачăшкă пулăшрĕ, спонсорсем пая кĕчĕç, - чун пăшăрханăвне уçса пачĕ Македонирен килнĕ Весна Димитрова-Бобевски режиссер тата актриса. - Çавăнпа пысăк ĕçсем хатĕрлеме питĕ йывăр.

Бурят режиссерĕ Солбон Лыгденов /унăн "Булаг" фильмĕ конкурса хутшăннă/ вара хăйĕн "чун çимĕçне" кун çути кăтартма... хваттерне сутнă. Юрий Курочка режиссер, оператор, продюсер та пухăннисене самай кăсăклантарчĕ. Красноярск крайĕнче çуралса ÿснĕ вырăс 2008 çулта киностуди йĕркеленĕ, хакас наци культурине халалланă фильмсем ÿкерет. Çак халăх мĕнпе илĕртет-ха ăна.

- Кунти тавралăх пилĕк пин çул каяллахи илеме, хăйне евĕрлĕхне упраса хăварма пултарнă. Вăл кирек кама та кăсăклантарĕ. Кунти тĕлĕнмелле япаласене курсан ирĕксĕрех юратса пăрахатăн... - чунне уçрĕ Ю.Курочка.

Сахал йышлă халăхсен кинематографĕн чи çивĕч ыйтăвĕ нухрат çукки, патшалăх пулăшма васкаманни. Калаçу аталаннă май пĕтĕмлетÿллĕ çакнашкал шухăш тĕвĕленчĕ. Унпа С.Анашкин та килĕшрĕ, "Влаç тĕрев памасть, теприсем тата çак ĕç-хĕле пĕлтерĕшсĕр тесе шухăшлаççĕ". Чăваш Енре пăр тапранчĕ темелле-ши. Юлашки вăхăтра влаç органĕсем киноискусствăна чĕртсе тăратасси патшалăх тивĕçĕ те пулнине ăнланса илни сисĕнме пуçларĕ. Çакă культура министрĕн çумĕн Т.Казаковăн сăмахĕнчен те аванах палăрчĕ. Вăл паянхи кăткăс лару-тăру пирки пăшăрханса калаçрĕ, "Министерствăра кино енĕпе ĕçлекен пай та, специалист та çук. Культура институтĕнче çак тытăмра ĕçлеме пултаракансене хатĕрлеме пуçлас... Кам вĕрентĕ вĕсене. Çамрăксене Питĕре, Мускава, ытти хулана пĕлÿ илме ярас... Анчах каялла таврăнĕç-и-ха вĕсем."

Паллах, Шупашкарта çиччĕмĕш хут иртекен халăхсен хушшинчи кинофестиваль республикăн культура пурнăçне пуянлатни, ят-сума ÿстерни куç кĕрет. Чăваш Республикине тата мĕн ырри пама пултарать-ха вăл. Елена Стишова шухăшĕпе - "унăн çутипе республика Пуçлăхне хĕмлентерме, кăмăлне çавăрма пултарни чăваш наци кинематографне аталанма хăват пама тивĕç". Çаплах пуласса шанатпăр.

Валентина БАГАДЕРОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.