Ача кулли тавралăха илем кÿтĕр
Ашшĕ-амăшĕ ялан ачи-пăчи валли хатĕр-хĕтĕр шырать. Паллах, кашниех тĕпренчĕкне май пур таран хитререх тумлантарасшăн. Хамăр та пĕр лавккаран теприне чупса хăшкăлатпăр. Çывăхри суту-илÿ вырăнĕнчех туянăттăмăр, анчах нумай чухне унта юрăхлă çи-пуç та, пушмак та куç тĕлне пулмасть. Туянса пĕтернĕ те çĕннине илсе килеймен-мĕн. Е тата япала пахалăхĕ тивĕçтермест. Пĕрре 7-8 çулти ачасем валли 500 тенкĕлĕх 5 футболка илнĕччĕ. Йÿнни йÿнеçтерни мĕншĕн асран тухать-ши? Хайхискер çуса çаксанах тăсăлса кайрĕ, япалан тĕсĕ тухрĕ. Унашкаллине, паллах, урăх тăхăнаймăн. Çакăн хыççăн çĕннисене те çĕтĕке пăрахма лекрĕ. Çемье бюджетне перекетлени пулчĕ-и çакă?
Ача садĕнче те, шкулта та уявсене сумлă паллă тăвасси йăлара. Арçын ачана тумлантарма хулăн укçа кирлĕ мар. Хура костюмпа шурă кĕпе кирек хăçан та килĕшÿллĕ. Хĕр ача валли ялан çĕнĕ кĕпе илмелле. Пĕрре тăхăнассишĕнех сахалтан та 850 тенкĕ кăларса хума лекет. «Пур хитрене туянса пĕтереймĕн...» - пĕтĕмлетĕ вулакансенчен хăшĕ-пĕри. Эпĕ те килĕшетĕп вĕсемпе. Анчах çынна тумтире кура кĕтсе илеççĕ. Ачасемшĕн пушшех çак чăнлăх тĕп вырăнта.
«Хальтерех илни те кивелмен. Ахалех шкапра вырăн йышăнса тăрать», - терĕм хĕрĕме эрешлĕ çи-пуçа кăларса тыттарнă май. Садике çитсенех тантăшĕсем сырса илчĕç ăна. «Эпир ку кĕпене курнă. Каллех çавна тăхăннă... Урăххине тупса илеймен-и? Маншăн вара атте-анне укçа шеллемест», - ачан кăмăлне пăсрĕç вĕсем. Çав вăхăтрах хăйсем пĕр чарăнми тĕкĕр умĕнче саркаланчĕç, пĕр-пĕрин тумтирне пахаларĕç. «Сăмсине шăлма пĕлмеççĕ...» - темшĕн çак шухăш кăна явăнчĕ пуçра. Хăшĕ-пĕрин ашшĕ-амăшĕ 2 миллион тенкĕ таран кредит илнĕ, апла пулин те тĕпренчĕкне ыттисенчен капăртарах тăхăнтартма тăрăшать. Çав шăпăрлансемех пуçтахланаççĕ, ыттисен тумтирне тиркеççĕ. Çук, вĕсене ÿпкелеме шухăш тытман. Çапах хитрелĕхе ытла юратни кивçене вăхăтра татма чăрмантармĕ-и?
Çуллахи пушмак шыраса хула пасарне çитрĕмĕр. Унта та ача-пăча хатĕр-хĕтĕрĕ патĕнче халăх хĕвĕшет анчах: пĕрне тытать, теприне хурать. 700-800 тенкĕрен йÿнĕреххи çийĕнчех юрăхсăра тухни никамшăн та кĕтменлĕх мар. Курттăмăн тăкакланас теменнисен эрнеренех пушмак улăштарма тивет - тĕпĕ çурăлнă е çĕтĕлнĕ сандалипе инçе каяймăн. Çитменнине, пахалăхсăрри ÿте начар витĕм кÿрет.
Кĕçех шăпăрлансем ача сачĕпе сыв пуллашĕç. Уява тахçанах хатĕрленме пуçланă ĕнтĕ. Куç тулли ывăл-хĕр сăвă-юрă, ташă вĕренет. Ашшĕ-амăшĕ укçа пуçтарать. Хальлĕхе пухмача 5-шер пин тенкĕ хунă. Çак укçапа сăн ÿкерчĕк альбомĕ тăвăпăр, видео ÿкерĕпĕр, клоунсене чĕнĕпĕр, кафере хăналанăпăр, ачасемпе садик ĕçченĕсене парнепе хавхалантарăпăр... Пысăк ушкăнпа кану çуртне кайса килме сĕнекен те тупăнчĕ. Бассейнра ишессишĕнех 50-60 çыннăн çула тухма кирлех-и? Унта, кăмăл пулсан, çемьепе те кайса килме май пур.
Уяв кĕпи илме те укçа хатĕрлемелле. Сутуçăсем ăна 2 пин тенкĕпе сĕнеççĕ. Унсăр пуçне пушмак валли 1 пин кирлех. Ытти вак-тĕвек çинче чарăнса тăмăп. Парикмахерские те черет йышăннă. Çÿçе кăтралатса пуçтарнăшăн сахалтан та 500 тенкĕ ыйтаççĕ. «Тĕпренчĕксем ача сачĕпе пĕрре сыв пуллашаççĕ. Çак самант ĕмĕрлĕх асра юлтăр», - хыпкаланать ашшĕ-амăшĕ.
Паян парнепе те ачан кăмăлне тупма йывăр. Тахăшне суйламалла? «Кĕнекепе савăнтараймăн ăна», - çирĕплетеççĕ тĕпренчĕкĕн çывăх çыннисем. Çапла пуль çав - пепкин тавра курăмне анлăлатма ăнтăлакан ашшĕ-амăшĕ шкапри сентресене тĕрлĕ энциклопедипе тултарса лартнă. Пушă вăхăтра ил те вула... Анчах ачашăн вăйă кăсăклăрах. Тепĕр тесен, вăл та аталанма пулăшать. Конструктор илсе памалла мар-ши? Хакĕ «çыртать» те - пепкешĕн, чăн та, нимĕн те шел мар.
«Ачасене чи малтанах хăвăра шанса çурататăр», - «çавра сĕтеле» е канашлăва пуçтарăнсан аса илтереççĕ влаç çыннисем. Тĕрĕсех, вĕсене тĕрĕс-тĕкел çитĕнтерессишĕнех темиçе ĕçе вырнаçма та, юлашки тенке тăкаклама та, пур йывăрлăха çĕнтерме те хатĕр ашшĕ-амăшĕ. Ача кулли тавралăха илем кÿтĕр! Çавăн чухне тин çывăх çыннисен чунĕнче канлĕх хуçаланать.