Юлашки шăнкăрав - çĕнĕ пурнăç пуçламăшĕ

24 Çу, 2014

Çу уйăхĕн 23-24-мĕшĕсенче Чăваш Енре, Раççейĕн ытти кĕтесĕнчи пекех, шкул пĕтерекенсемшĕн юлашки шăнкăрав янăрарĕ, çавна май вĕренÿ заведенийĕсенче савăнăçлă мероприятисем иртрĕç. Кăçал пирĕн республикăра 6,6 пин ача 11-мĕш класран, 11,8 пинĕ 9-мĕшĕнчен вĕренсе тухаççĕ.

Ĕнер Шупашкарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 2-мĕш вăтам шкулта та юлашки шăнкăрав янăрарĕ. Паллă çак пулăма халалланă мероприятие ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, ЧР вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов, Мускав район администрацийĕн пуçлăхĕ Андрей Петров, Шупашкар хула Пухăвĕн депутачĕ Юрий Симунов хутшăнчĕç.

Иван Моторин шкул вĕренсе пĕтере­кенсене саламланă май экзаменсене лайăх тытма, хăйсене килĕшекен институт-университетăн студенчĕсен йышне кĕме ăнăçу сунчĕ. Пурнăçăн аслă çулĕ çине тухма хатĕрленекенсем тăван шкула, учительсене яланах асра тытасса тата юратасса шаннине пĕлтерчĕ. “Эсир - пирĕн пуласлăх”, - терĕ премьер-министр.

Шкул директорĕ Марина Михал¼/ва педагогика канашĕн йышăнăвĕпе 11-мĕш класс пĕтерекен пĕтĕм çамрăка - 38-шне те - пĕтĕмлетÿ аттестацийĕ витĕр тухма ирĕк панине пĕлтерчĕ. Вăл çавăн пекех Шупашкар хула пуçлăхĕн Леонид Черкесовăн саламне вуласа пачĕ: “Юлашки шăнкăрав - сирĕн пурнăçри пĕлтерĕшлĕ пулăм. Эсир аслă çул çине тăма хатĕрленетĕр, вăл çĕнĕ шанчăкпа тата çитĕнÿсемпе пуян. Вăл сире ĕмĕт-тĕллевĕре пурнăçа кĕртме май патăр”.

11 “А” тата 11 “Б” классен ертÿçисем Галина Самсоновăпа Людмила Ирукова хăйсен вĕренекенĕсене саламланă май куççулĕсене пытараймарĕç: 7 çул хушшинче куллен тенĕ пек куракан ачасем çывăхран та çывăх, тăванран та тăван пулса тăраççĕ-çке. Шкул форми тăхăннă, шурă саппун çакнă, хăю çыхнă хĕрсен те сăвă вуланă тата юрă шăрантарнă май куçĕсем шывланчĕç: вĕсем тăван шкулпа, юратнă учительсемпе, пĕр класра ăс пухнă тус-юлташĕпе сыв пуллашаççĕ-çке. Юлашки шăнкăрава итлеме килнисене ашшĕ-амăшĕ те экзаменсене ăнăçлă тытма, хăйсене килĕшекен профессисене суйласа илме сĕнчĕ, пĕрле вĕреннисемпе тата учительсемпе çыхăнăва татмалла маррине палăртрĕ. 1 тата 10 классенче ăс пухакансем те аслă юлташĕсене сцена çине тухсах саламларĕç.

Кăçал юлашки шăнкăрава янăраттармашкăн 11 “А” класри Альфир Алеева тата 1 класра вĕренекен Сабина Искандеровăна шаннă. Паллах, ахальтен мар. Класс ертÿçи Галина Самсонова Альфир питĕ лайăх вĕреннине, пурте йĕркеллех пулсан медаль илме пултарнине пĕлтерчĕ. Унсăр пуçне каччă спортпа туслă, тĕрлĕ мероприятие хастар хутшăнать. Вăл “Зарница”, “Орленок” вăйăсене те кашни çулах кайнă.

Акă юлашки шăнкăрав янăрарĕ: ачалăх иртсе пынине систерсе, çĕнĕ пурнăç пуçланассине палăртса... Унăн сасси савăнăçлăн, çав хушăрах кăшт тунсăхлăн илтĕнчĕ...

 

Сергей ЖУРАВЛЕВ сăн ÿкерчĕкĕсем

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.