Ял - апат-çимĕç хатĕрлевçи çеç мар
Культура

Ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин Президент çумĕнчи нацин пĕлтерĕшлĕ проекчĕсемпе демографи политикин ыйтăвĕсене пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе ĕçлекен Канашпа Патшалăх канашĕн пĕрлехи ларăвне ирттернĕ. Унта, тĕпрен илсен, ял территорийĕсене аталантарассипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă.

«Ял территорийĕсем экономика, демографи, çут çанталăк тата историпе культура вăй-хăвачĕпе питĕ пуян. Пирĕн тĕллев - унпа тухăçлă, пĕлсе, çĕр-шыв интересĕсене тĕпе хурса усă курасси, миллион-миллион гражданăн пурнăç пахалăхне çĕклесси. Çав вăхăтрах пирĕн çакна асра тытмалла: ял Раççейшĕн - апат-çимĕç хатĕрлекен вырăн çеç мар. Вăл - йăлана кĕрсе çирĕпленнĕ йĕрке, пурнăç майĕ. Вăл - пирĕн культурăн пуянлăхĕ тата питĕ пысăк çĕр-шывăмăрти нумай нациллĕ халăхăн хăй евĕрлĕхĕ», - тенĕ Владимир Путин.

Паянхи яла квалификациллĕ специалистсем кирлĕ. Çамрăксене яллă вырăнпа кăсăклантарас тĕлĕшпе çĕр-шыв пуçлăхĕ çавăн пек çынсем мĕн чухлĕ кирлине палăртма тата кашни регионти ял территорийĕсенчех вĕсене хатĕрлеме условисем туса пама сĕннĕ.

Пирĕн республикăра ку енĕпе лару-тăру мĕнлерех-ха? Ялти культура учрежденийĕсене аталантарас тĕлĕшпе тĕллевлĕ ĕçленине палăртмалла. 2008-2013 çулсенче 159 клуб çуртне тĕпрен юсаса çĕнетнĕ. Çак тĕллевпе Чăваш Республикин бюджетĕнчен 107,7млн тенкĕ уйăрнă /кашни клуба вăтамран 677 пин тенкĕ тивет/. Асăннă 159 клубран 84-шĕ çутă, сасă, видеопроекци, компьютер хатĕрĕсемпе, сцена тумĕпе пуянланнă. 2014 çулта ял клубĕсене тĕпрен юсама республика бюджетĕнче тата 22721,4 пин тенкĕ хывса хăварнă. Çак укçапа 27 клуба çĕнетме май килĕ.

Иртнĕ çул Муркаш районĕнчи Мăн Сĕнтĕрти культура çуртне хута янăччĕ. Ăна тума Чăваш Ен республика бюджетĕнчен 18972 пин тенкĕ куçарса панă. Хальхи вăхăтра Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Кукашни ялĕнче клуб тума пуçланă, вăл 2015 çулта ĕçлеме пуçлĕ.

Кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне республикăн муниципалитет тытăмĕнче 750 культурăпа кану учрежденийĕ ĕçлет. Çав вăхăтрах инçетре вырнаçнă тата сахал йышлă ялсен 43,6 проценчĕ - стационарлă клуб учрежденийĕсемсĕр.

Республикăра клубсене спонсор шучĕпе е ялсенчи çамрăксем хăйсен вăйĕпе çĕкленĕ, тĕпрен юсанă тĕслĕхсем чылай. Сăмахран, Шупашкар районĕнчи Вăрманкасси ял тăрăхне кĕрекен Атăлялĕнчи культура çуртне спонсорсен укçи-тенкипе хута янă. Пилĕк çул каялла Муркаш районĕнчи Яракри çамрăксен вăйĕпе туса лартнă хăтлă клуб ĕçлеме пуçланă.

Муниципалитет тытăмĕнче 749 культурăпа кану учрежденийĕ, 536 библиотека, 13 музей, культурăпа кану паркĕсем 7, çавăн пекех 25 архив тата ачасене хушма пĕлÿ паракан 46 шкул.

Кăçалхи çу уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне Чăваш Республикин культура сферинче 6276 çын шутланать, вĕсенчен 1885-шĕ - патшалăх учрежденийĕсенче, 4391-шĕ - муниципалитет тытăмĕнче.

Надежда ГЕОРГИЕВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.