Психолог сĕнет

2 Çурла, 2018

Мĕн пытаннă интернетра? Ырă е усал?

Сехечĕ-сехечĕпе компьютер умĕнче ларакан, планшетпа телефона алăран яман çамрăксем хăйсем интернет серепине лекнине тавçăрмаççĕ те. Ку вара наркоманипе «симĕс çĕлен» чирĕ пекех хăрушă, унран хăтăлма çав тери йывăр — çапла çирĕплетеççĕ специалистсем.

5 Ака, 2017

Ывăл-хĕре ытлашши юратасран та асăрханмалла

Кирек мĕнле ашшĕ-амăшĕ те ачине яваплăха туйтарасшăн. Эпир, çитĕннисем, çирĕп ыйтнине пурнăçлать пулсан вăл яваплă тесе пĕтĕмлететпĕр. Çапах ача ÿснĕçемĕн аслисен кашни ыйтăвне хăлхана чикмесен те пултарать. Мĕншĕн? Унăн яваплăх туйăмĕ чакнипе-и? Ахăртнех, апла мар. Паян ачасене «тивĕç», «яваплăх» ăнлавсене пуçра ялан тытма мĕнле хăнăхтармалли çинчен калаçăпăр. Ыйтусен хуравне тупма пире Ирина Изатуллаева психолог пулăшĕ.

24 Çу, 2014

Арçын улталасан

Арçын мĕншĕн «сулахаялла» чупать? Çак ыйту пур хĕрарăма та канăçсăрлантарать пулĕ. Сăлтавĕсене уçăмлатар-ха.

1. Арăмĕпе хирĕçсе кайнă. Арçынсем - тĕлĕнмелле çынсем, вĕсемшĕн айккине кайса йăпанасси мăшăрĕпе мирлешнинчен чылай çăмăлрах.

2. Арăмĕн те çылăх пур. Хăй çав вăхăтрах айăпсăр пек курăнма тăрăшать. Ултав çинчен вăл хăех каласа кăтартнă-ха. Арçын çакна «апла тăк манăн та ирĕке тухма юрать» тесе йышăннă. Тĕрĕслĕх тени çĕр çинче пурах вĕт!