- Чăвашла верси
- Русская версия
Арçын улталасан
Арçын мĕншĕн «сулахаялла» чупать? Çак ыйту пур хĕрарăма та канăçсăрлантарать пулĕ. Сăлтавĕсене уçăмлатар-ха.
1. Арăмĕпе хирĕçсе кайнă. Арçынсем - тĕлĕнмелле çынсем, вĕсемшĕн айккине кайса йăпанасси мăшăрĕпе мирлешнинчен чылай çăмăлрах.
2. Арăмĕн те çылăх пур. Хăй çав вăхăтрах айăпсăр пек курăнма тăрăшать. Ултав çинчен вăл хăех каласа кăтартнă-ха. Арçын çакна «апла тăк манăн та ирĕке тухма юрать» тесе йышăннă. Тĕрĕслĕх тени çĕр çинче пурах вĕт!
3. Арçын арăмĕнчен чипертереххине тĕл пулнă. Чăтса тăрайман. Хĕрÿ те илемлĕ хĕрарăма курсан пуç çухатаççĕ çав вĕсем.
4. Савăшу - ултав мар. Çапла шухăшлать упăшка, çавăнпа совеçĕ те асапланмасть.
5. Арçынна çĕнĕ туйăм çитмест, ăна вăл айккинче шырать. Тупать те. Улталанăшăн кулянать пулин те мăшăрĕ умĕнче чунне уçма хăюлăх çитереймест.
6. Арăмĕ нумай ĕçлет, упăшки, çемйи çинчен маннă.
7. Хĕрарăм виртуаллă тĕнчере пурăнать. Упăшкана телей кÿрес сехетсене вăл Интернетра ирттерет. Арçыннăн ирĕксĕрех чун йăпатмăшне айккинче шырама тивет.
8. Арçыннăн кăмăлне ирĕке ярас килет: мăшăрĕ унăн шухăш-ĕмĕтне вырăн çинче туллин пурнăçлаймасть. Тепринпе пачах урăхла лару-тăру, çавăнпа та еркĕн пек кăна пурăнма килĕшекен хĕрарăм туллиех халĕ.
9. Арăмĕ пысăк айăпа кĕнĕ тесе шухăшлать арçын. Вăл кÿреннĕ, ăнланулăха, йăпанăва урăххин ытамĕнче шырать. Çакăн хыççăн пурнăç та пит япăхах мар пек туйăнать ăна.
10. Арăмсăр пуçне тепĕр хĕрарăм килĕшет, иккĕшне те пĕр пекех юратать арçын. Унсăр та, кунсăр та пурăнайман чухне гарем пирки аса илетех вăл.
11. Куç курми пуличчен эрех ĕçсе лартнă та ирпе тепĕр хĕрарăмпа вăраннă. Мĕн туять-ши арçын? Намăс ăна, аван мар пек... Лайăх пулнă-ши çĕр каç? Ăна вăл ас тумасть те. Ан манăр, эрех-сăра - çемье тăшманĕ.
12. Арçыннăн малтанхи арăмĕ е ĕлĕкхи савнийĕ пур. Вăл ăна манаймасть, çав вăхăтрах мăшăрне те çухатасшăн мар. Харăсах темиçе «фронтра» туйăма туптасси уншăн - чи меллĕ вариант. Арăмне йăлтах каласа парĕччĕ те, анчах ăнланулăх тупăнмĕ те хутшăну татăласран хăрать.
13. Ют хĕрарăмсем патне чупасси - арçын хоббийĕ. Ăна çут çанталăк парнеленĕ те унсăрăн вăл пурăнаймасть. Чун туртăмне арăмĕнчен пытарса вăл тивĕçлĕ еркĕн шырать.
14. Арçын хăй хакне хĕрарăмсен хисепĕпе тĕрĕслесшĕн. Мăшăрĕ чи лайăх хĕрарăм пулнине те пĕлет вăл. Çапах та теприсем арçыннăн хăй хаклăхне ÿстерме пулăшаççĕ.
15. Хĕрарăмăн ар хутшăнăвне кĕме чăрмантаракан чир пур. Сывă арçын вара савăшусăр пурăнайманнине такам та пĕлет.
Упăшка ултавне хĕрарăмсем чĕре çывăхне йышăнаççĕ, тĕнче пĕтсе килнĕнех туяççĕ. Йывăр саманта чăтса ирттерме психолог канашĕ пулăшĕ.
1. Малалла пурăнмалла! Хăвăршăн мар тăк, çывăх çынсемшĕн. Вĕсене ырă кÿме тăрăшăр. Çын ыйтăвне татса панă хушăра хăвăрăн йывăрлăхсене манатăр, çакă чуна çăмăллăх кÿрет.
2. Хăвăра валли те вăхăт уйăрăр: макияж, маникюр-педикюр, лавкка тăрăх çÿресси, культура мероприятийĕ, ташă каçĕ... Çĕр çинче темĕнле кăсăклăх та пур, вĕсем сире кичемлĕхе парăнма памĕç.
3. Çывăх çынсемпе пĕрле пулма тăрăшăр. Калаçăр, шÿтлĕр, мĕн те пулин ĕçлĕр. Сирĕн тĕллев: ултавçă çинчен шухăшлама чарăнасси, чун ыратăвне пусарасси. Ан йĕрĕр, вăл сирĕн куççуле тивĕçлĕ мар.
4. Упăшкана каçармастăрах пулсан уйрăлмах тивет. Иккĕленсен тепĕр хут калаçса илĕр.
5. Урăх арçын тупăр. Ун патне çуралнă туйăмсем япăх кăмăл-туйăмран хăтăлма пулăшĕç.
6. Ытларах çывăрма тăрăшăр. Çакă та чуна сиплет. Ыйхă килмесен ятарлă препарат ĕçĕр.
7. Çĕнĕрен, «таса хутран», пурăнма пуçлăр. Пурнăçа хăвăр ĕмĕтленнĕ пек йĕркелĕр. Шухăшлани чăна çаврăнасса ĕненĕр.
8. Пултарулăх ĕçĕпе кăсăкланăр. Чун ыратăвне кăларса ямашкăн пулăшать вăл. Ку мел чылай çынна хăтарнă ĕнтĕ.
9. Пуçĕпех ĕçе парăнăр. Вăл темиçе тĕк - татах лайăхрах. Анчах та хăвăра упрамаллине те ан манăр. Вăй-хал чаксан кăмăл та пăсăлĕ.
Комментари хушас