Президент полкне пĕр ялтан икĕ каччă лекнĕ

Çамрăксем çара каяççĕ. Урам тăрăх тутăр вĕлкĕштерсе салтак юрри шăрантараççĕ. Ах, çав салтак юрри! Мĕншĕн çав тери хурлăхлă-ши вăл, мĕншĕн чуна тивсе куççуль кăларать-ши? Ĕлĕкренех çăмăл пулман çав салтак шăпи. Тăван кĕтесрен, çывăх çынсенчен ĕмĕрлĕхе уйрăлса каятăн та урăхларах пулма майĕ те çук çав...

Салтак юрри шăрантарса

«Айĕнче, чĕнтĕрлĕкĕпер айĕнче
Чĕпĕллĕ кăвакал сасси пур.
Ялĕнче, Пуянкас ялĕнче
Хурлăхлă салтак сасси пур», - çак кунсенче Тăвай районĕнчи Çĕнĕ Пуянкассинче салтак юрри янăранă. «Пирĕн тăрăхри йĕкĕтсемшĕн ламран-лама куçса пыракан йăла ку. Хăйсемех пĕр-пĕринчен вĕренеççĕ вĕсем, купăс калаканĕ те пур, Игорь Кузьмин вара питĕ нумай юрă пĕлет, - ăнлантарать ялти клубăн культорганизаторĕ Лариса Соловьева. - Ĕнер кăна Дима Федотов ячĕпе ăсату каçĕ йĕркелерĕмĕр. Çамрăксем карталанса çитсе кĕчĕç, вĕсене курма çынсем пуçтарăннăччĕ. Пулас салтаксене эпир те ал шăлли çыхса яратпăр, парне паратпăр. Унччен Станислав Игнатьев, Артем Антонов ялпа вăхăтлăха сыв пуллашрĕç. Пирĕн яшсем салтак атти тăхăниччен чăваш ташшипе савăнса юласшăн, çавăнпа та купăс сасси, наци юрри-кĕвви янăрать».

Пĕлтĕр Шупашкар районĕнчи пĕр яла салтак ăсатма кайни аса килчĕ. Яшсем урам тăрăх карталанса утнине те курмарăм ун чух, тутăр вĕлкĕштерсе юрлани те илтĕнмерĕ. Ахаль ĕçкĕ тейĕн... Йăла-йĕркене манăçа кăларни питĕ пăшăрхантарнăччĕ.

Çĕнĕ Пуянкассисем унчченхи çулсенче театрализаци те кăтартнă. Çĕр-шыв умĕнчи арçын тивĕçне пурнăçлама хатĕрленекен Алексей Филиппова авалхи йăлапа салтака ăсатнă ял-йыш. Ÿлĕмрен те пулас хÿтĕлевçĕсене чыслăн ăсатасшăн, вĕсем йăх-несĕл, чăваш ятне ниçта та ан çĕртчĕр. Ку тĕлĕшпе Çĕнĕ Пуянкассисене пĕртте хурламалли çук, ашшĕ-амăшĕн пилĕ яшсене чи хастаррисен йышне кĕме пулăшатех. Ялтан харăсах икĕ каччă Президент полкĕнче службăра тăни çакна çирĕплетет мар-и? Пĕлтĕр кĕркунне унтан Алексей Гурьев таврăннă, çав тапхăрти призывпа Александр Сучков та элита чаçе лекнĕ. Паянхи кун вăл унта çар хĕсметĕнче тăрать.

Ĕмĕт пурнăçланатех

Шкултан вĕренсе тухнă хыççăнах Алексей Мускава ĕçлеме çÿренĕ. «Манăн çав тери Кремль курас килетчĕ. «Тăван çĕр-шывăн тĕп хулинче пурăнатăп, хам вара çавăнта та çитейместĕп», - тесе тарăхаттăмччĕ. Шапашкăра чухне атте шăнкăравларĕ, мана Президент полкне йыхравланине пĕлтерчĕ. «Ку хисепе тивĕçĕп-ши?» - хăраса ÿкрĕм малтанах, кайран, лайăх шухăшларăм та, килĕшрĕм», - аса илчĕ йĕкĕт.

Алексей хурал ротинче тăнă, Кремль, Мавзолей, хупă аэропорт тата ытти объектсене сыхланă. Унпа пĕр ротăра чăваш тепĕр каччи Канаш районĕнчи Владимир Федотов хĕсметре тăнă.

«Тин килнĕ салтаксене чăнах та кÿрентермеççĕ-и?» - кăсăклантăм пĕлтĕр кăна салтак аттине хывнăскертен.

«Ун пекки пулман. Офицерсен хăйсенчен кĕçĕннисене кÿрентерес йăла çук, салтака хисеплеменни - тивĕçсĕр. Дисциплина - тимĕртен çирĕп, командирăн кашни сăмахне итлемелле. Кун йĕркин кашни самантне шута илнĕ, эпир те ăна пăхăнса пурăннă».

Халĕ Çĕнĕ Пуянкасси каччи полици ретне тăма хатĕрленет. Ĕмĕчĕ пурнăçланасса шанать вăл. «Манăн сăмахсене çÿлтен такам йăлтах илтет тейĕн, халĕччен мĕн тĕв тунисем йăлтах пурнăçа кĕрсе пычĕç. Çавăнпа лайăххи те кирли çинчен кăна шухăшлама тăрăшатăп», - пытармасть Алексей. Салтакран таврăннă хыççăн вăл хăйĕн чаçне тепĕр хутчен çитсе курнă, ентешне Александр Сучкова присяга тытнă ятпа саламлама пынă. Тусĕ те çав ротăрах службăра тăрать иккен.

Спорт пулăшнипе

Çĕнĕ Пуянкасси арçын ачисем мĕн пĕчĕкренех футболла выляса ÿсеççĕ. Вĕсене валли стадион пур, шкулта та ятарлă пÿлĕм уйăрса панă. 80-мĕш çулсенчех йĕркеленнĕ «Буяново» футбол командине çĕнĕрен чĕртес, вăййа аталантарас тĕлĕшпе тăрăшакансем тупăннине ырламалла кăна. Сăмахран, Александр Анастасьев предприниматель спортсменсене валли форма, тренирова костюмĕ, вратарь комплекчĕ, ытти япала туянса панă. Валерий Ильин тренер кунсеренех ачасене стадиона пухать, ăмăртусене илсе çÿрет. Алексейпе Саша та вăй-халне çавăнта пиçĕхтернĕ. «Çарта чухне футболсăр питĕ тунсăхларăм, унта мечĕк хăваласа чуптармастчĕç», - пытармасть яш. Кĕске дистанци, йĕлтĕрпе чупас енĕпе те вăл тĕрлĕ ăмăртура малти вырăнсене йышăннă. Сывă пурнăç йĕркипе, спортпа ачаранах туслă пурăнни ĕмĕр тăршшĕпех кирлĕ пуласса лайăх ăнланаççĕ кунти яшсем.

Алина ИЗМАН

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.