Куç умĕнчех çитĕнеççĕ

24 Çу, 2014

Хур-кăвакал вырăнне кăçал бройлер чĕпписем туянас терĕм. Анчах та питĕ нумай çиеççĕ теççĕ. Вĕсене мĕнле апатлантармалла-ши?

Н. АЛЕКСАНДРОВА.

Çĕрпÿ районĕ.

Халь шăпах чĕпсем туянмалли вăхăт. Бройлер чĕпсем ахальлинчен ытлах уйрăлса тăмаççĕ, çав апатах çиеççĕ, нимĕн те тиркемеççĕ. Çавна май питĕ хăвăрт, куç умĕнчех çитĕнеççĕ. Вĕсем типĕ апат ытларах юратаççĕ. Ăна туянма та пулать, паллах, анчах килте авăртни йÿнĕрех ларать. Пĕр витре тулăпа икĕ витре урпаран лайăх апат пулать. Шыв çеç лартса памалла.

Чĕпсем тÿнĕ куккурус юратаççĕ. Пысăкланнăçемĕн пĕçернĕ çĕр улми, тулă, комбикорм, ешĕл утă çитерме юрать. Шĕвĕрĕлченрен ветеринари аптекинче эмел туянăр, ăна малтанхи кунсенчех парăр. Çывăрмашкăн чĕпсем валли витере типĕ кĕтес кирлĕ. Çавăнпа та пăчкă кĕрпи, утă е улăм сарса парăр.

Чĕпсем ир вăранаççĕ. Çавăнпа та апата каçах хатĕрлесе хурсан лайăхрах.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.